Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Элекçĕ» сăмах усал чап сарнине, çын çинчен пустуй сăмах каланине пĕлтерет. Элек парса çынна вĕлерттернĕ, элек çынна пустарать, элек çынна çактарать, элекçĕпе тус ан пул тенĕ чăвашсем ĕлĕк-авалтан. Анчах паянхи саманара хăш-пĕри элек сарнинче нимĕн япăххи те çук тесе шутлать. Ачисене те çавнах вĕрентет, ачи çапла пурнăçра «пит хастар» пулнишĕн савăнать, кунпа мухтанать.
Мĕншĕн/ Ачисем элекçĕ пулнине ырлакансем хăйсен шухăш-кăмăлне çапла ăнлантараççĕ:
•пĕрремĕшĕнчен – кун пек ача лайăххипе начаррине пит лайăх уйăрма пĕлет*
•иккĕмĕшĕнчен – элеклет пулсан ача таврарисемшĕн пăшăрханать*
•виççĕмĕшĕнчен – ашшĕ-амăшне хисеплет, вĕсем уншăн авторитет.
Тĕрĕссипе, элекçĕпе пурăнма меллĕ: унсăрăн ашшĕ-амăшĕнчен укçине ăçта пытарнине, килте çук чухне асламăшĕ мăнукĕпе аталану вăййи выляс вырăнне сериалсем пăхнине ăçтан пĕлен/ Анчах çапма пĕлмен пушă хуçине лекет тенĕ пек ача хăйĕн хăнăхнă «хĕç-пăшалĕпе» сире хирĕç тăма пултарать.
Мĕнле çемьере элекçĕсем ӳссе çитĕнеççĕ-ха/
Енчен те эсир çемьере пĕр-пĕрне шанмастăр, чунтан калаçмастăр, мĕн каламаллине каласа пĕтерместĕр, пĕр-пĕрне суятăр пулсан ача элекçĕ пулса ӳсессе пĕлсех тăрăр. Çитменнине тата эсир çакна ырлатăр пулсан пушшех те. Тепĕр ача теттешĕн мар, хăй ашшĕн е амăшĕн чи юратнă ачи пулассишĕн тем тума та хатĕр. Элекçĕ кирлĕ мар çемьере элекçĕ çуралмасть!
Элекçĕ пулма ачана аслисем хĕтĕртме пултараççĕ. Хăвăра сăнаса пăхăр-ха: ача умĕнче эсир тăванăрсемпе юлташăрсене, кӳршĕре е вĕсен хăтланăвĕсене кут хыçĕнче сӳтсе явмастăр-и/ Ачаран юлташĕ-сем пирки мĕн те пулин вăрттăннине ыйтмастăр-и/ Ашшĕ-амăшне мĕнпур япалана пĕр пытармасăр каласа памалли пирки, çав шутра çынсен вăрттăнлăхĕсене те, час-часах аса илтерместĕр-и/
Ача элекçĕне çаврăнса пынине асăрхатăр пулсан тӳрех ан вăрçăр. Малтан вăл мĕншĕн çак çул çине тăнине ăнланса илме тăрăшăр. Ача чăнах та айăплă пулма пултарать. Анчах виçĕ çулччен ачана элекçĕ теме çук. Вĕсем элеклемеççĕ, каласа параççĕ. Тĕслĕхрен, ача садĕнчен килсен ывăл: «Ваççа ман теттене туртса илчĕ», - тет. Ку элек мар. Ача мĕн пулса иртнипе ашшĕ-амăшне паллаштарать. Пилĕк çулччен ачасем хирĕçӳсене татса пама пĕлмеççĕ, аслисене хирĕçни пирки каласа панине элек вырăнне хумаççĕ.
Ӳснĕçемĕн кашни пĕчĕк япалана каласа паракан ача çине вара тимлĕ-рех пăхмалла. Кашни япалашăн çăхавлакан ачан чунĕ сывă мар: вăл коллективра хăйне тытма пĕлмест, ăна унта йышăнмаççĕ, унăн юлташĕ-сем çук. «Тĕрĕслĕхшĕн кĕрешекене» те ӳстерме кирлĕ мар. Пĕр-пĕрне хисеплеме, пĕр-пĕрин йăнăшĕсемпе çитменлĕхĕсене каçарма пĕлекен ача ӳстерме тăрăшмалла.
Лару-тăру хуть те мĕнле аталанса пырсан та ашшĕ-амăшĕн ачине тĕрĕс çул çине тăма пулăшмалла. Пĕчĕк элекçĕрен чее те пур япалана шута илекен пуçлăха веçех каласа паракан услап ан çитĕнтĕр.
 
: 707, Хаçат: 39 (1337), Категори: Cивeч ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: