Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнче кăна мар, пирĕн аслă çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче, ют çĕршывсенче паллă ӳнерçĕ Виктор Глебович Егоров-Аванмарт 50 çулхи юбилейне паллă туса Облаçри наука вулавăшĕнче хăйĕн ӳнер ĕçĕсен куравне уçрĕ.
Куравра юбиляр йывăçран касса кăларнă кĕлеткесене, уйрăм çынсен пуххисенче упранакан чи паха ĕçĕсен сăн ӳкерчĕкĕсене, тĕслĕ сăрăпа ӳкернĕ картинăсене, Геннадий Айхи сăввисем тăрăх тунă иллюстрацисене, çут çанталăк сăн ӳкерчĕкĕсене, графика ĕçĕсене тăратнă.
Виктор Глебовича саламлама чăваш общественноçĕн хастарĕсем, Ульяновск Хула Думин депутачĕ, “Единая Россия” парти членĕ, облаçри “Боевое братство” пĕрлĕхне ертсе пыракан Николай Лазарев, вырăнти художниксемпе ăстасем, ĕçтешĕсем, юлташĕсемпе тăванĕсем пухăнчĕç.
Кураври ĕçсемпе, авторпа музей ĕçченĕсем электрон презентацийĕпе усă курса паллаштарчĕç. Аванмарт ӳнерçĕ кăна мар, писатель, ăсчах тата философ пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕç. Институт хыççăн геологи экспедицийĕнче ĕçленĕ чухнех вăл унччен палăртман икĕ юханшыва тупса картта çинче паллă тунă. Унăн девизĕ: “Эп тумасан – кам?” Çакна вăль хăй пурнăçĕнче паянчченех çирĕплетет. Çак тĕллевпех вăл хăй çуралнă Етĕрне районĕнчи Ирçе ялĕ çумĕнчи Ёлкино ял пĕтсен çав вырăна “Ё” палăк лартать. Вăл лартмасан – кам? Ял та, çын пекех, пĕр паллăсăр çĕр çинчен çухалмалла мар.
Салам сăмахĕсене УОЧНКА председателĕ Владимир Сваев пуçларĕ.
-Эпĕ паян унăн виççĕмĕш куравĕнче. Вĕсен пахалăхĕ кашнинче ӳссе пырать. Аванмарт ытларах пире хĕрарăма, çут çанталăка хисеплеме, унпа киленме вĕрентет. Пирĕн çут çанталăкпа пĕрле пулмалла, ăна юратмалла, хисеплемелле. Унăн ĕçĕсем пурнăç тупсăмне шырама хистеççĕ, мĕнле пурăнмаллине вĕрентеççĕ. Унра шухăшласа кăларас пултарулăх нумай тата тĕрлĕ енлĕ пулнинчен тĕлĕнетĕп,- терĕ вăл.
Чăвашсем ытларах йывăç касса кăларма юратнине шута илсе Владимир Ильич облаçра “Юрлакан йывăç” фестиваль ирттерсен аван пулассине палăртрĕ.
Виктор Аванмарт – икĕ преми лауреачĕ: Ульяновск облаçĕнчи “Еткер” фондăн И.Я.Яковлев тата Шупашкарти Митта Ваçлейĕн. Иккĕшне те 2004 çулта тивĕçнĕ. Вăл вăхăтри “Еткер” фондăн президенчĕ, “Еткер” телекăларăм редакторĕ О.Н.Мустаев Виктор Глебовича юбилей ячĕпе саламларĕ.
- Пирĕн лауреатсем хушшинче, паллах, чăваш тĕнчинчи чи тивĕçлĕ çынсем. Вĕсенчен пĕри Аванмарт пулнишĕн чунтан савăнатăп. Вăл пирĕн облаçра чăваш юхăмне пуçарса яракансенчен пĕри, халь вĕсем сахаллансах пыраççĕ. Унăн “Аванмарт” стилĕ тĕнче историйĕнче юлмалли çĕнĕ жанр. Пирĕн И.Я.Яковлев премийĕн Яковлев орден эскизне те вăлах туса панăччĕ. Аванмарт И.Я.Яковлев премийĕн лауреачĕ пулса тăнă чухне эпир ордена патшалăх регистрацийĕпе çирĕплетейменччĕ. Халĕ тинех Яковлев орденĕ лауреат патне çитрĕ,- терĕ Олег Николаевич Аванмарт кăкăрĕ çине орден çакнă май.
Николай Лазарев юбиляра саламланă май чăваш уявсене парнесĕр çӳременнине палăртрĕ. “Боевое братство” пĕрлĕхпе “Еткер” кăларăм редакцийĕ В.Аванмарта чăваш кĕпи тăхăнтартса чысларĕç.
Виктор Егорова Суворов училищинче пĕрле ĕçлекенсем, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ художникĕ Борис Склярук, Пластов музейĕн заведующийĕ Татьяна Верещагина саламларĕç.
-Паян Виктор Аванмарта чыслани питĕ тĕрĕс. Вăл чăннипех хисепе тивĕç, мĕншĕн тесен пултарулăхĕпе хăй халăхне мухтать. Эпĕ ăна тахçантанпах пĕлетĕп. Вăл философ, ĕçĕсенче академи йĕркине çирĕп пăхăнмасть. Чи пахи – скульптурăсенчи курăмлă илемлĕхĕ (пластичность). Унăн хăш-пĕр скульптури тотема аса илтерет, вĕсем çине пăхса кĕлтăвас килет. Çакăнта унăн пултарулăхĕн уйрăмлăхĕ, - терĕ Борис Склярук.
Курава Ульяновскри патшалăх педагогика университетĕнчи студентсен юрă ушкăнĕ илемлетрĕ.
 
: 893, Хаçат: 16 (1108), Категори: Курав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: