Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чĕрĕп Ваççа яла куçса килнĕ çулсенче пирĕн ялта карт вăййи анлă сарăлнă пулнă. Хăнара та вылятчĕç, ĕçри кану вăхăтĕнче те халап çапса ларман арçынсем, тӳрех карт ярса илетчĕç. Карт вăййишĕнех тăшманлă та пулатчĕç, туслашнă та. Карт ăстисем пирĕн ялта нумай пулнă: Вăрăм Мăккăль, Ыльăм Петĕр, Тяпук, Çĕвĕç Валя... шутласа пĕтерейместĕн. Вĕсем ĕçе кайнă чухне ĕнерхи вăйăсене тишкернĕ. Ĕçрен таврăннă чух выляса янă партнерсем пĕр-пĕринпе вăрçăнса таврăннă. Чĕрĕп яла куçса килсен ялти ачасем те ача пек туйăнма пуçларĕç. Чĕрĕпĕн кăвапине те карт çинчен каснă пуль. Вăл ыйăх тĕлĕшĕпе урăллах: «Дай, Петька, козырного короля! Дай короля!»- тенине хам та илтнĕ. Вăл сыснасем валли тунă спецхозра слесарьте ĕçлетчĕ. Ытти çĕрте те картла вылянă, спецхозра вара вăрçăри пекех пулнă. Ăçтан пухăннă пурте пĕр пеккисем/
Вăйăшăн урăллах тытăçса каятчĕç. Пĕррехинче спецхоза ремонт тума колхозри платниксен бригади килет. Ĕç кунĕ, паллах, картран пуçланать, картпах вĕçленет. Иккĕне иккĕн выляççĕ. Выляса яракансен тухса ӳкмелле. Чĕрĕп Ваççа, спецхоз чемпионĕ пулнă май, хăйĕн çуртне кочегарта ĕçлекен Юмана илет. Ĕç вĕçленсен, киле каяс умĕн, юлашки вăйăра платниксем çĕнтереççĕ. Тепĕр кунне Чĕрĕп ĕçе кăмăлсăр килет. Пĕрле ĕçлекен юлташĕсене те, платниксене те алă парса тухать, Юмана сиктерсе хăварать.
-Ваççа, мĕншĕн Юман тетӳне алă памастăн/ Пĕр ратнесем вĕт, хăнара та ялан пĕрле,- теççĕ платниксем. Чĕрĕп тарăхса аллине çеç сулать:
-Мĕн алă памалли пур ăна! Ĕнер козырь Валетне шеллерĕ. Тыттарнă пулсан ухмаха юлмăттăм. Юман тете, паянтан эс маншăн партнер мар! (Вăл çĕрĕпе юлашки вăййа тишкернĕ пулас).
Чĕрĕп Ваççа картсемпе фокус кăтартма ăстаччĕ, те куç пăватчĕ вăл... Юмăç та пăхатчĕ. (Вăл çамрăк чух чикансен тапăрĕнче пурăннă темиçе уйăх, те çавăнта вĕреннĕ).
Эпир, арçынсем кулаттăмăр, хĕрсен ăсĕсем кĕске, вĕсем Чĕрĕпе шаннă. Спецхоз пысăкчĕ, унта кӳршĕ ял бригадинчи çынсем те ĕçлетчĕç. Пĕррехинче Чĕрĕп патне кӳршĕ ял каччи, Çируш сварщик килет:
– Ваççа, сан мухмăр пулĕ ĕнтĕ, - тет. - Тепĕр сехетрен Тамара килет, çур литр сăмакун илнĕ. Хăватлă, утмăл градуслă. Юмăç пăхса пар. Каччи хамăр ялсемех, сарă, çӳллĕ. Тамара каччишĕн çунса вилет. Тамарăпа темшĕн хирĕçсе кайрĕç те леш Узбекистана, аппăшĕ патне тухса кайрĕ пĕлтĕр. Тепĕр уйăхран килет вăл, ĕнер унран çыру илтĕм. Авланасшăн, Тамарăна илесшĕн. Халь юптарса пар мĕн те пулсан, сыпатпăр вара...
-Эп улталама вĕренмен,- хирĕçлет Чĕрĕп, - улталасан ман авторитет çухалать. Карт мĕн кăтартнине калăп.
Чăн та, тепĕр сехетрен Тамара килсе çитет, тулли хутаç йăтнă. Вăл çитнĕ çĕре Чĕрĕп карчĕ-сене майлаштарса хунă. Вăл çĕнĕ карт туянсанах чĕрнипе пусса кашни карта тепĕр енчен паллă туса тухнă: Хĕрес, Вени, Буби, Черви – улттăран пуçласа Тус таран. Куçне хупса, пӳрнепе хыпашласа кашни карта пĕлнĕ. Ак паллашаççĕ.
-Ваççа тете, юмăç пăхса пар-ха,- йăлăнать Тамара,- ахаль тумăп...
-Паян юмăç пăхмалли кун мар,- кутăнлашать Чĕрĕп,- ĕнер кăна масар çинче ваттисене асăнтăмăр. Çитменнине пуç ыратать, чĕлхе çăвар маччи çумне çыпçăнса ларнă, кунта халăх нумай, картсем улталама пултараç...
Фермăра ĕçлекенсем тухса кайсан Тамара Чĕрĕпе çур черкке аншарлине çырла сĕткенĕ-пе хутăштарса ĕçтерет. Ак юмăç картне илсе ĕçне пуçлать:
-Эс, йăмăкăм, сарă Хĕр, черви Дама. Çиччас эп картсене Дама тавра салатса тухап, картсене вуланă чух мана ан чар...
Сĕтел çине картсене салатса тухать те тытăнать «вулама»...
-Йăмăкăм, сан чĕрӳнте хуйхă нумай. Чи пысăк хуйхă сана сарă арçын урлă килет. Эс ăна çав тери курасшăн (те Çируш каласа панисене каласа парать, те юптарать, те карчĕсем çапла кăтартнă – эпир пĕлместпĕр). Çав авланман сарă çын сан аçу килне килет. Аçу килĕнче пысăк ĕç пулать. Ак çак Король вăл çав каччă, ак унăн çулĕсем. Вăл сар Хĕрпе тĕл пуласшăн, пысăк пĕлтерĕшлĕ калаçу ирттересшĕн. Тĕлпулу пулать, тульккă халех мар. Ку йĕкĕт инçетре пулас, ялан инçе çул кĕтет сар хĕр патне килме. (Тĕлĕннипе Тамарăн куçĕсем чарăлсах каяççĕ, çăварĕ уçăлать). Хăй çав тери килесшĕн, хура Корольсем, хура арçынсем ямаççĕ хальлĕхе ăна. Часах çула тухать...
-Çумĕнче хĕрсем çук-и/! –тӳсеймест Тамара,- чăннине кала, Ваççа тете!
-Хĕрсем çук карт çинче, тюпеттейкăллисем çеç курăнаççĕ,- тет Чĕрĕп. - Çав сар каччăпа санăн çулу аçу килĕнче пĕрлешет. Пысăк ĕçкĕ пулать. Хальхи хуйхусем – пуш хуйхăсем, çав сар каччă сан чĕрӳне лăплантарать. Иксĕрĕн пĕр савăнăç пулать – туй!
Хĕпĕртесе кайнă Тамара тулли хутаç тыттарать:
-Тыт, Ваççа тете, кунта сăмакун та, кăрчама та çителĕклĕ, çыртмалли те пур. Ыран мухмăр чĕртме укçа парса хăварап!
Тамара кайсан слесарьсен пӳлĕмĕнче «банкет» иртет. Малтан чикан юрри янăрать, каярахпа пĕтĕм спецхоза янратса Чĕрĕп сасси илтĕнет:
-Кого побить/! Я – волк матерый! Любого побью!!!
Ĕç вĕçленсен «арăмĕ», сахалтан та 85-90 кило таяканскер, «матерый Чĕрĕпе» хулпуççи çине хурса килне йăтса таврăнать.
Чăн та, тепĕр уйăхран Тамарăн каччи ялне таврăнать. Кĕркунне Тамарăпа пĕрлешеççĕ. Халь вĕсем Чĕмпĕр облаçĕнче пурăнаççĕ, ачисем те мăшăрлă ĕнтĕ. Улталаман Чĕрĕп!
 
: 571, Хаçат: 39 (1337), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: