Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Калав)
 
Хунав ялне çĕнĕ специалист, агроном, килсен качча кайма ĕлкĕреймен хĕрсем хаш! сывласа ячĕç: хăшĕ те пулин телейлĕ пулатех. Каччи вара чăннипех тивĕçлĕ: аслă пĕлӳллĕ, сăнĕпе илемлĕ, пĕвĕпе яштака, калаçса курнисем чĕлхипе те яка теççĕ. Хăш-пĕр хĕр çак качча хăйĕн мăшăрĕ вырăнĕнче курса тĕлĕкре те аташса выртрĕ. Никам та çамрăк агрономăн ялĕнче арăмĕпе пĕчĕк ачи юлнине пĕлмерĕ.
Ял хуçалăх институтне вĕренсе пĕтерсен Петĕр хăйне кафедрăрах хăварасса шаннăччĕ. Кун пек шутлама сăлтавĕ те пулнă: хĕрлĕ диплом, наука тĕпчевĕсене пĕрре кăна мар хутшăннă, конференцисенче калаçнă, унăн ĕçĕсене пысăк хак панă, кафедрăсенче вăл кĕтнĕ те юратнă студент пулнă. Анчах качча Самар тăрăхĕнчи пĕр чăваш ялне направлени пачĕç.
-Çĕршыв пирĕн аслă. Ăслă та пĕлӳллĕ, пысăк квалификациллĕ специалистсем пур çĕрте те кирлĕ. Петĕр, эпир сана шанатпăр, çавăнпа та инçе çĕре, чи пуян колхоза яратпăр. Унта сан пек специалиста чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, - терĕ факультет деканĕ Николай Кириллович ĕнерхи студента хĕрлĕ диплом тыттарнă май.
Упăшкине инçете ярасса кĕтмен Аниççа хыпара пĕлсен кăмăлсăрланчĕ.
-Ман вара пĕччен мĕнле пурăнмалла/ Тин çуралнă ачапа ăçта каймалла/ - терĕ куççульне шăлса.
-Ан пăшăрхан. Çитсе вырнаçатăп та сире илсе каятăп. Хальлĕхе пĕлмен çĕре пурте пĕрле тухса каяймастпăр. Малтанлăха сана хамăн анне-атте патне кайса яратăп. Курччăр вĕсем те мăнукĕ епле ӳснине. Пурăнмалли условисем лайăх пулсан тӳрех килсе илетĕп. Ан йĕр, чунăм. Веçех лайăх пулать, - лăплантарчĕ Петĕр.
Çапла Петр Люкин инçетри Хунав ялне лекрĕ. Колхоз ăна общежитире пĕр пӳлĕм пачĕ. Каччă ирпе ирех ĕçе тухса каять те кунĕпе хирсем тăрăх çӳрет. Специалистăн малтан çĕнĕ вырăнти çĕнĕ çĕрсене хăйĕн куçĕпе курса, аллипе тытса паллашмалла, тĕрĕслеме илсе çĕрĕн пахалăхне палăртмалла. Унсăрăн ăçта мĕнле культура лартса ӳстермеллине пĕлейместĕн. Петĕр вара пур япалана та тĕплĕн пурнăçлама хăнăхнă. Ĕçĕнче пĕрремĕш çулах хăй тăрăшуллă та ăслă çын пулнине кăтартас килчĕ унăн.
Кунĕпе хирсем тăрăх сулланса çӳресе каçсерен вăл пӳлĕмне пит ывăнса çитрĕ. Петĕрĕн яла кайма та, канма та вăхăт пулмарĕ. Уй-хирĕсем пысăк, çĕрĕ нумай.
Анчах тĕттĕм каçсене Петĕр пĕччен ирттермерĕ. Ял хĕрĕсенчен кашни ун патне килсе паллашма сăлтав шырарĕ: хăшĕсем пăсланса тăракан каçхи апат йăтса килчĕç, хăшĕсем клуба тухма чĕнчĕç, виççĕмĕшсем урай çуса пама пулчĕç. Çапла кашни каçах – Ирина, Света, Наташа, Олеся, Валя, Галя...
-Сирĕн агрономипе çĕнĕ йышши кĕнекесем çук-и/ - Петĕр пӳлĕмне хуллен шаккаса кĕчĕ пĕр каçхине Ирина ятлă хĕр.
-Кĕрĕр, тархасшăн. Сире мĕнле кĕнеке кирлĕ/ Мĕн ятли/
-Хуть те мĕнли те юрать.
-Эй, капла юрамасть. Эс клубра ĕçлеместĕн-и-ха/ Агрономи кĕнеки мĕн тума кирлĕ сана/
-Клубра ĕçлетĕп та-ха. Пурпĕр кирлĕ. Интересленетĕп çĕр пахалăхĕпе, - пуçне пĕксе куçĕ айĕн пăхрĕ каччă çине хĕр.
Петĕр Иринăна ал айне лекнĕ пĕр кĕнеке тыттарса ячĕ.
Ирина - пĕрре качча кайса уйрăлнă çамрăк хĕрарăм. Мĕншĕн малтанхи упăшкипе пурăнайманнине никам та пĕлмест. Культпросвет училищинче вĕреннĕ вăхăтра пулса иртнĕ çак япала. Ирина качча кайнă сăмах тухнă, нумаях та вăхăт иртмен – уйрăлнă сăмах яла çитнĕ. Çамрăк хĕрарăм тăван ялне ĕçлеме таврăннă. Çапла Иринăн пурнăçĕнче мĕн пулса иртнине никам та пĕлмерĕ. Вĕсен çемйинче сăмах çӳретме юратмаççĕ. Пур япалана та вăрттăн, хăйсене кирлĕ пек тăваççĕ. Тĕллев лартсан нимĕн умĕнче те чарăнса тăмаççĕ. Хăйсен çулĕ çинчи пĕр çынна та шеллемеççĕ.
Виçĕ уйăх иртни сисĕнмерĕ. Çак хушăра Петĕрĕн килне çыру çырса яма та вăхăт пулмарĕ. Çавăнпа вăл çитес шăматкун килне кайма шутларĕ. Председательтен машина ыйтрĕ:
-Иван Александрович, эп çемьене хамăр пата куçарасшăн. Мана вĕсене кайса илме машина параймастăр-ши/ - терĕ.
-Петр Алексеевич, эп сирĕн çемье пуррине пĕлмен. Кадрсен пай пуçлăхĕ те пĕр сăмах шарламарĕ çемйӳ пирки.
-Ман мăшăр тата тăватă уйăхри ывăл пур. Эпир хальлĕхе çырăнман-ха. Туй туса ирттертĕмĕр, анчах çырăнаймарăмăр. Вăхăт пулмарĕ, - айăпа кĕнĕ пек именчĕклĕн хуравларĕ Петĕр.
-Пирĕн ял хĕрĕсен шанчăкне пĕтертĕн эппин. Сана нумайăшĕ куç хывнă тенине илтнĕччĕ. Ялта никамран та нимĕн пытараймастăн.
-Ман юратнă çемье пур. Сирĕн ял хĕрĕсем илемлĕ, нимĕн те каламастăп. Çапах та мăшăра юрататăп.
-Маттур. Çапла пулмалла. Хальхи модăпа кайса арăмсене улăштармалла мар. Эп хамăн Клавдия Петровнапа вăтăр пилĕк çул пурăнатăп ак. Ватăличчен пурăнса пĕр кунтах вилме ĕмĕтленетпĕр. Сана вара машина паратăп. Çыннăн çемйипе пурăнмалла. Унсăрăн ăна сисмесĕрех аркатма пулать, – терĕ председатель хут çине алă пуснă май. – Ман машинапа каятăн. Вăл пысăк, унта япаласем те вырнаçаççĕ.
Тепĕр кун Петĕр арăмĕпе ачине Хунава илсе килсен ял халăхĕ тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ. Унччен каччă патне чупнă хĕрсенчен хăш-пĕри тăрăхласа кулчĕ. Хăш-пĕри вара малашне мĕн тумаллине шутларĕ:
- Пурĕпĕр вăл ман пулать. Тем те тăвăп, сан арăму пулатăпах. Уйăрттаратăп. Арăм куçарма юраман ту мар, вырăнтан каярах куçарса хурсан та нимĕн пулмасть,- шăлне шăтăртаттарчĕ Ирина.
Иринăн амăшĕ Еля яланах хĕрĕ майлă. Лешĕ мĕнле пулсан та ăна ялан хӳтĕлет. Пĕррехинче Иринăна шкулта пĕрле вĕренекенсем вăрăпа тытаççĕ. Ача вăййи тейĕн, Ирина пĕрле вĕренекенсен сумкинчен çимелли вăрланă. Пĕрре кăна пулман-ха ун пекки хĕрачан. Шкулта вĕреннĕ чухне переменăра çиме тесе кашни сумкана мĕн те пулин чиксе пырать: кам печени, кам канихвет. Пĕрер-икшер канихвет кăларса илнине тен сисмен те пулĕччĕç ачасем. Анчах пĕррехинче Ирина пĕрин сумкинчен «Сăнав дневникне» кăларса илет. Мĕн тума çапла хăтланнине хăй те кайран ăнлантарса параймасть. Паллах, пĕрле вĕренекенсем Иринăн алли кукăр пулнине пĕлнĕ. Тӳрех пухăнса унăн сумкине ухтарнă та, хайхи дневника тупнă. Хĕрачана класĕпе килне хăваласа кайнă, амăшĕ умĕнче вăтантарасшăн пулнă. Анчах Иринăн амăшĕ Еля ачасем çине хур ами пек сиксе ларнă. Сăмах та калаттарман. Хăйсене хăваласа янă. Вăрласси хăйсен йăхĕ-нче мĕн авалтан пынине пĕлнĕ вăл. Ирина та йăх йăлинчен юлман. Еля хăй те çын патне мунчана кайсан та супăнне вăрламасăр таврăнман. Çын япали патне хĕрарăмăн алли хăех туртăннă.
Иринăшăн амăшĕ юлташ пекех.
- Анне, пĕлетĕн-и, пирĕн çĕнĕ агроном Петĕр яла арăм илсе килнĕ. Ачи те пур теççĕ.
-Ара, вăл авланни пирки никам та калаçмастчĕ-çке-ха/ Эс ăна килĕштереттĕнччĕ мар-и-ха/ Ун патĕнче пулса та килтĕн. Пур енĕпе те лайăх каччă. Пирĕн киле шăпах çавăн пекки кирлĕччĕ.
-Çав-çав. Никам та пĕлмен вăл авланнине. Вăл хăй каламан. Çитменнине арăмĕпе çырăнман та тет.
-Апла ан аптăра. Пирĕн пулатех вăл. Майĕ-сене пĕлетĕп эпĕ. Чăваша нумай ыйтупа юмăç пулăшать. Эп ыранах Турхана Катеç карчăк патне кайса килĕп.
-Анне, кай-ха, кай. Вăл ялан пулăшаканччĕ.
Тепĕр кун Еля автансемпе пĕрле вăранчĕ. Чей лартса ячĕ те картишне тухса пăхрĕ. Тул çутăлсах çитмен-ха. Хура-кăвак пĕлĕтсем Хĕвеланăç еннелле майĕпен шăваççĕ. Автобус кайиччен Елян вăхăт пур. Вăл иртнинче Катеç карчăкĕ патне мĕн-мĕн илсе кайнине аса илчĕ. «Ман пата çăкăрсăр ан килĕр», - тенĕччĕ ун чухне карчăк пулса çитмен пулин те «карчăк» сăмаха илтнĕ Катеç. Еля хутаç пуçтарма тытăнчĕ, унта кĕрпе, çăкăр, печени-канихвет, мăкăнь, çыхмалли çип таврашĕ хучĕ.
-Тем те кирлĕ пулĕ-ха. Çитмесен тепринче кайса килетĕп. Хĕрĕм килĕштернĕ каччă унăн пулмалла, - мăкăртатрĕ вăл сăмси айĕнче.
Катеç карчăк – таврара паллă юмăç. Чăвашсен хушшинче юмăçсем нумай. Тухатмăшсем вара пушшех те. Катеç карчăкĕ пирки те тухатмăш тесен тĕрĕсрех пулать. Ытларах вăл пăстарать, çын арçыннисене çавăрттарса парать. Катеç усалпа туслашнине ялта пурте пĕлеççĕ. Кăна вăл хăй те пытармасть.
Еля ун патне пĕрремĕш хут кайсан иккĕшĕ нумайччен калаçса ларчĕç. Пĕрер черкке хаяррине сыпнă хыççăн Катеç хăй мĕнле тухатмăша куçни пирки каласа панăччĕ. «Эп çăпатана кутăн сырса, чиркӳ патне кутăн пырса, кайран унта кутăн кĕрсе, кутăн сăхсăхса кутăн çурта лартрăм. Турăран çапла хам ирĕкпе уйрăлтăм. Кайран таврари паллă тухатмăшсем пухăнчĕç. Вĕсемпе хура мунчара хура кушак пусрăмăр. Йăли пысăк пирĕн. Кун хыççăн усал мана хăватлă вăй пачĕ. Халь тем тума та пултаратăп, ыррине тума кăна алă çĕкленмест. Пурне те хăрататăп, - тенĕччĕ самаях хĕрнĕ Катеç чĕлхине ирĕке ярса. Еля унран шикленчĕ. Анчах ун чухне хăйне кирлине пурнăçламасăр çуртĕнчен тухса каймарĕ. Хальхинче те хĕрĕ Петĕре килĕштернине пĕлсен тӳрех юмăç пирки аса илчĕ.
 
 
(Малалли пулать.)
 
: 677, Хаçат: 39 (1337), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: