Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Октябрĕн 18-мĕшĕнче «Губернаторский» Культура керменĕнче «Нарспи» ятпа чăваш тумĕн фестивалĕ иртет.
Ăна вилĕмсĕр «Нарспи» поэмăна çырнăранпа 100 çул, унăн авторĕ К.В. Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă.
Фестивальте «Паха тĕрĕ» фабрика, «Народная вышивка» фирма тĕрĕçи Татьяна Петрова тата чăваш тумне, капăрлăхне çĕлессипе палăрнă маçтăр Зинаида Воронова, чăваш тумне ăсталакан театрсен специалисчĕсем, ӳнер çыннисем тата вырăнти тĕрĕ ăстисемпе ăста çĕвĕçсем хăйсен ĕçĕсене кăтартĕç.
Кĕпесене сцена çинчен кăтартакансем – культура тата музыка училищисен студенчĕ-сем, облаçри «Сарпике» конкурс пикисем.
Пуçламăшĕ 15 сехетре.
Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 42-09-32, 44-11-56.
 
«Кĕр сăрине» чĕнетпĕр!
Юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче 18.30 сехетре «Губернаторский» Культура керменĕнче йăлана кĕнĕ «КĔр сăри» иртет. Чăвашсен авалхи уявне пыракансем «Букет Чувашии» фирмăн сăрине астивсе хаклама пултарĕç. Концерт программине Сергей Павлов, Стас Владимиров, Полина Борисова, Андрей Думилин тата ытти çамрăк артистсем илемлетĕç.
Хакĕ 350 тенкĕ.
Ыйтса пĕлмелли телефон: 8-960-370-84-33.
 
: 277, Хаçат: 39 (1337), Категори: Пĕлтерӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: