Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
 
Кĕркунне иртсе кайсассăн,
Ак çитет часах хĕлле.
Çамрăклăха аса илсессĕн,
Тунсăхлать халь ман чĕре.
 
Хур кайăксем карталанса
Вĕçеççĕ кăнтăр еннелле.
Мĕнле илемлĕ сассисем,
Манăн чунра çунать хĕлхем.
 
Нумай пулмасть чупса çӳреттĕм,
Савнатăм таврари илемлĕхпе.
Кĕтмен çĕртрен эпĕ амантăм,
Килсе çитрĕ тунсăх ман тĕле.
 
Часах ак иртĕç сив кунсем,
Ак çитĕ ăшă çуркунне.
Эп ĕненетĕп, эп шанатăп
Ман сурансен самайлăхне.
 
Эп çухатмастăп шанчăка,
Хĕвел ăшăтĕ ман чуна.
Хур кайăксем вĕçсе килсессĕн,
Мана вăй парĕç пурăнма.
 
: 658, Хаçат: 39 (1337), Категори: вулакансен пултарулaхe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: