Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
-Ача чух пуканелле выляса тăранайманшăн-ши – теттесемпе эпĕ ӳссе çемье çавăрсан тин аппаланма пуçларăм. Пачах выляман мар-ха пĕчĕк чух. Анне арчинчен пукане валли пĕрре çеç мар пусма татăкĕ вăрттăн касса илнĕ. Çитсă таврашне анне аркăллă чăваш кĕпи çĕлеме туянса хунă пулнă. Çĕлеме ларать те – ак тамаша! Тăватă метр вырăнне виççĕ çеç тăрса юлнă... Ку камăн ĕçĕ иккенне вăл тӳрех тавçăрса илет. «Валя пулĕ ĕнтĕ, çавă мĕн-тĕр ăсталама юратать», – тетчĕ вăл. – Анне уншăн вăрçмастчĕ, хĕрĕн çĕлес туртăмне ăнланнă ĕнтĕ ырă кăмăллăскер", – каласа парать Валентина Ивановна.
 
Хĕрачаран ӳкерес ăсталăхĕ те пĕчĕкренех палăрнă. Халĕ те пулас пуканесен, чăваш тĕррисен эскизĕсене хăех ӳкерет.
- Пирĕн асанне пит шукăль хĕрарăмччĕ. Майкка тетчĕç ăна ялта, тепĕр майлă – Мария. Вăл кĕпе-саппун таврашне çĕлеме ăстаччĕ, саппунĕсене тĕрĕсемпе мĕнлерех илемлететчĕ тата ... Тумне вара кунне иккĕ те ылмаштарма пултаратчĕ. Асаннен шăллĕ те художникчĕ, сăвăсем те шăрçалатчĕ. Мана вĕсен пултарулăхĕн хӳри лекнĕ пулĕ ĕнтĕ,- йăл кулать ăстаçă.
Валентина Ивановна Петрова Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Чăваш Çĕпрелĕнче çуралнă. Çĕнĕ хулара пурăнать. Вĕсен хваттерне кĕрсен хăвна илем тĕнчине лекнĕнех туятăн. Ăçта пăхатăн – унта унăн алли ăсталанă япала, эреш. Апатланмалли пӳлĕмри диван çинче пĕчĕк минтерсем. Вĕсен пичĕсене йăлтах чĕнтĕр йĕппипе çыхса эрешленĕ. Вĕри япала тытмалли хатĕрĕсене капăр çитсă татăкĕсенчен çĕленĕ. Стена çумĕнчи çӳлĕк çинче тĕрлĕ калăпăшлă матрешкăсем ларса тухнă (çурма хатĕр калăпсемпе Мускавра пурăнакан йăмăкĕ тивĕçтерет). Залри кĕтесре жираф тăрать. Ăна папье-маше техникипе ăсталанă. Шкап тăрринче сухаллă, çăпата сырнă кулăшла старик урине усса ларать. Килти пиртен çĕленĕ кĕпеллĕ, тухья-теветлĕ пуканесен шучĕ те çук. Вĕсем пилĕк сантиметр тăршшĕнчен тытăнса 80 сантиметр çӳллĕш. Пурне те туса çитереймен-ха, вĕсем хăйсен черетне пысăк курупкара кĕтсе выртаççĕ. Акă вак шăрçаран ăсталанă Мономах çĕлĕкĕ, хĕр тухйи, акрил сăрăсемпе ӳкернĕ Мăнкун çăмартисем тата нумай вак-тĕвек тетте...
Мана пуканесен сăн-сăпачĕ тĕлĕнтерчĕ. Вĕсене ăстаçă капрон чăлхаран тата синтеватăран тăвать иккен. Алăпа тытса пăхиччен эпĕ ăна каучукран ăсталанă пулĕ терĕм. Чăлхине перекиçре вĕретнĕ те çамрăк хĕрĕн ӳчĕ тĕслĕ тунă. Кашни пуканен хăйĕн сăнарĕ. Тутине, сăмсине тата пит çăмартисене шал енчен мамăк чиксе, çиппе турттарса ăсталать.
-Сăнарĕпе ĕçлеме пуçласан та пĕлместĕн-ха мĕнлерех пит-куçлă пулса тухассине. Мамăкне ытларах хутăн-тăк – пит çăмарти, сăмси е тути пысăкрах пулать,- тет вăл мана ăнлантарса.
Ăçта вĕреннĕ-ха вăл çак ăсталăха/
- Нумайăшне хам тĕллĕн алла илнĕ. Журналсемпе усă куркаланă. Пĕр вăхăт мемцентрти ремесла палатинче ĕçлерĕм. Çакăнта облаçри нумай алăстипе паллашрăм, вĕсенчен нумай вĕрентĕм. Вĕсемпе халĕ те çыхăну тытатăп. «Вихрь» композици пуçтарнăччĕ. Уншăн Тав хутне тивĕçрĕм. Маçтăр-классем панăшăн та дипломсемпе грамотăсем парса чыс турĕç. Мускавра пурăннă чух пĕр вăхăт флористра ĕçлеме тиврĕ. Типĕ чечексенчен тата туратсенчен илемлĕ çыхă пуçтарас ăсталăха (экибана) алла илтĕм, - каласа парать ăстаçă.
Кам-ха вăл профессийĕпе/ Хусанти индустрипе педагогика техникумне пĕтернĕ хыççăн ăна Çĕпрел районне ĕçлеме яраççĕ. Çулталăк инженерта ĕçлесен вăл Ульяновскри автозавода куçса килет. Çĕнĕ хулари стройкăсем вăй илсе пынă çулсенче КПД-2 комбината çурт панелĕсене тунă çĕре вырнаçать. Ку тĕле вăл Николай Петровпа çемье чăмăртанă пулнă. Хваттер кĕтсе илеймессине туйсан çемье пуçĕ укçа-тенкĕ ĕçлесе илме Мускава тухса каять. Йĕппи хыççăн çиппи тенĕ пек – Валентина та тĕп хулана пырать. Вĕсем пысăк машинасене сăрлас ĕçе кӳлĕнеççĕ. 6-7 çултан фирма арканать. Ку тĕле Петровсем хваттер туянмалăх укçа пухаççĕ. Чĕмпĕре таврăнса виçĕ пӳлĕмлĕ хваттер туянаççĕ. Çавăнтанпа çемье Çĕнĕ хулара пурăнать. Вĕсен йĕкĕреш ывăлсем - Николкăпа Артем.
-Иккĕшĕ те çара кайса килчĕç. Чăвашла пĕр кăлтăксăр калаçаççĕ. Чăваш пулнине нихçан та пытарман. Пачах тепĕр майлă, çурăмĕ çине чăвашла çырнă футболкăсем тăхăнса çӳреççĕ. Вырăсларан чăвашла куçарнă юрăсене шăрантараççĕ. Спортпа та туслă. Шкулта çăмăл атлетикăпа малти вырăнсене вĕçертместчĕç. Николка авланса пире мăнук парнелерĕ ĕнтĕ,- тет вăл йăл кулса.
Çак ăста хĕрарăмăн ĕçĕсене халăха кăтартас килчĕ манăн. Эпĕ ăна курав йĕркелеме сĕнтĕм. Çак шухăша унăн юлташĕ, чăваш кĕпи-саппунне çĕлеме, тĕрлеме, хушпу-тухья ăсталама маçтăр Елена Уресметова та ырларĕ.
- Эй, пулать-ши манран куравлăх япала пуçтарасси/ Эпĕ йăлтах парнелесе пынă вĕт... Кирлех пулсан çĕр çывăрмасăр та ĕçлеме пултаратăп-ха. Акă упăшкана Мускава ăсататăп та пуçĕпех çак ĕçе кĕрсе ӳкетĕп,- терĕ вăл хавхаланса.
 
: 293, Хаçат: 40 (1338), Категори: культура cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: