Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ульяновск область делегацийĕ Пĕтĕм Раççейри «Ылтăн кĕркунне - 2015» ял хуçалăхĕпе промышленность куравне хутшăннă. Çак паллă пулăм Мускавра юпан (октябрь) 8-11-мĕшĕсенче иртнĕ.
Ульяновск облаçĕнчен хутшăннисен йышне ялпа вăрман хуçалăхĕсен тата çутçанталăк пуянлăхĕсен министрĕ Александр Чепухин, «Ял территорийĕсене аталантарассипе ĕçлекен агентство» обществăн директорĕ Мария Шпак, ял хуçалăх предприятийĕсен ертӳçисем, муниципаллă пĕрлĕхсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем кĕнĕ.
Ульяновск область çыннисен кураври тĕп тĕллевĕ ял хуçалăхĕпе промышленность тытăмĕнче ĕçлекен инвесторсемпе çыхăну йĕркелесси пулнă. Делегаци фермер юхăмĕн опычĕпе тата хăйсем ӳстерекен апат-çимĕç хакĕсене çирĕплетес ĕçсемпе паллаштарнă.
«Ульяновск облаçĕн пахалăх марки» паллăпа уйăрнă хатĕр продукцийĕн куравне йĕркеленĕ. Тĕллевĕ – вырăнти чĕртавартан тунă апат-çимĕçе регион тата Раççей пасарне кăларасси. «Ăслăлăх вăй-хăвачĕ» экспозицире облаçри ӳсен-тăран туса илессипе тата элита вăрлăхне ӳстерессипе, сад-пахча ĕрчетессипе ĕçлекен тытăмсен çитĕнĕвĕсене тăратнă. «Ульяновск облаçĕн аталанăвĕн корпорацийĕ» обществăпа пĕрле регионăн инвестици илĕртӳлĕхне кăтартса «Инвестици проекчĕсем» курав хатĕрленĕ.
 
: 330, Хаçат: 40 (1338), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: