Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Октябрĕн 23-мĕшĕнче «Киндяковка» Культура керменĕнче чăваш ачисен «Путене» фестиваль-конкурсĕ иртет. Пуçламăшĕ – 12 сехетре.
Фестивале 3 çултан пуçласа 6 çула çитнĕ шăпăрлансем тата 7 çултан пуçласа 10 çула çитнĕ шкул ачисем хутшăнма пултараççĕ.
Ачасен ăсталăхне хакланă чух жюри çакна шута илет:
- тăван чĕлхене пĕлнине*
-чăваш чĕлхине пĕлме тăрăшнине*
-пултарулăхне*
- чăваш халăх историне, йăли-йĕркине тата культурине пĕлнине*
-ăсталăх шайне.
Фестиваль икĕ тапхăрпа иртмелле:
1-мĕш тапхăр сентябрĕн 15-мĕшĕнчен тытăнса октябрĕн 19-мĕшĕччен районсенче пырать*
2-мĕш тапхăр октябрĕн 23-мĕшĕнче Ульяновскри Чукун çул районĕнчи «Киндяковка» Культура керменĕнче иртет.
Фестивалĕн иккĕмĕш пайĕнче ачасен чи лайăх ушкăнĕсем концерт кăтартĕç.
«Путене» конкурса хутшăнма кăмăл тăвакансен заявкăсене октябрĕн 19-мĕшĕччен парас пулать.
Çĕнтерӳçĕсене тата вĕсене хатĕрлекенсене (воспитатель, вĕрентӳçĕ е ашшĕ-амăшĕ) дипломсем тата парнесем кĕтеççĕ.
Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8 (8422) 42-09-32, 8-927-83-84-638 (Ираида Гаврилова).
Ача-пăча фестивальне хапăл туса кĕтетпĕр!
 
: 634, Хаçат: 40 (1338), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: