Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Отрада Культура çуртĕнче «Çемьери килĕшӳ» фестиваль иртнĕ.
Мероприятие Ульяновск хулипе хула çывăхĕнчи Карлински, Кротовка ялĕсенче, Плодовый, Пригородный, Белый Ключ тата Сельдь поселокĕсенче пурăнакан çемьесем хутшăннă. Фестиваль тĕллевĕ – çемьери ырă йăласене чĕртсе тăратасси тата аван çемье тĕслĕхне халăх хушшинче сарасси.
Фестивале хутшăнакан çемьесен хăйсен ăс-хакăлĕпе пултарулăхне «Çемьери йăла-йĕрке» (çемьен йăлисен хăтлавĕ), «Çемьери йĕркелĕх» (çемьесем юрă-ташă, театр, халăх сăмахлăхĕ тĕлĕшĕнчен пултарулăхне кăтартасси), «Эпир пурăнакан çурт» (ал-ĕç ăсталăхĕпе апат-çимĕç куравне йĕркелесси) ăмăртусенче кăтартса панă.
Сельдь поселокĕн администраторĕн Светлана Филатован çемйи «Чи ăнăçуллă çемье» номинацире çĕнтернĕ. Чăвашсем тăратнă ал ĕçĕсен куравĕ, кил-йышĕпе паллаштарнă видеофильм чылайăшне кăсăклантарнă. Светлана Георгиевнана тата мăшăрĕпе ачисене хавхалантарма ашшĕ Георгий Михайлович Афанасьев тата мăн аккăшĕ Зоя Михайловна Афанасьева-Рейтер пынă. Пĕртăвансем сцена çинче «Тăванлăх юррине» шăрантарнă.
 
: 322, Хаçат: 40 (1338), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: