Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мелекесс районĕнчи Акăшкӳл (Лебяжье) ял тăрăхне сакăр сала-поселок кĕрет: Эврел, Сапаккел, Куликовка, Приморское, Аллагулово, Хирти Васильевка, ПМК, Акăшкӳл. Вĕсенче пурĕ 4 пин те 416 çын пурăнать. Ял тăрăхĕн мухтавлă çыннисемпе вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен унăн пуçлăхне Лариса Богатована каласа пама ыйтрăмăр.
 
- Туслă пурăннине нимĕн те çитмест. Пирĕн тăрăхри ялсенче ĕлĕкрен тĕрлĕ наци çыннисем (чăвашсем, тутарсем, вырăссем, мордвасем...) килĕштерсе пурăннипе эпир хастарлăхпа тата ĕçченлĕхпе, пĕр-пĕрне итлеме, илтме пĕлнипе уйрăлса тăратпăр. Сапаккелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта та, Аллагуловăри тата Акăшкӳлти тĕп шкулсенче те, Хирти Васильевкăпа Куликовка тата Приморское шкулĕ-сенче те тĕрлĕ халăх ачисем пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе вĕренеççĕ. Шкулсем пирĕн тăрăхра вĕренӳпе культура центрĕсем шутланаççĕ. Чылай мероприятисене учительсем, вĕренекенсем пуçарнипе тата хавхалантарнипе ирттеретпĕр. Вĕсем пире çĕнĕ шухăшсем, сĕнӳсем параççĕ, пирĕнпе канашлаççĕ, май килнĕ таран пулăшаççĕ, - каласа парать Лариса Петровна. - Кăçалхи нумай мероприятие Тăван çĕршыв Аслă вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалларăмăр. Совет Союзĕн Геройĕ В.И.Ерменеев ячĕллĕ Сапаккелĕнчи вăтам шкулта, тĕслĕхрен, Аслă вăрçă ветеранĕсене чысларăмăр. Акăшкӳл, Хирти Васильевка, Аллагулово ялĕсенче халăх паркĕсене уçрăмăр. Вĕсене ятарласа вĕренӳ-пе культура çурчĕсем – шкулсем, вулавăшсем (Сапаккел, Акăшкӳл, Аллагулово тата Приморски), клубсем (Культура çурчĕсем Хирти Васильевкăра, Акăшкӳлте, Приморскинче çеç пур) – çумĕнче йĕркелеме тăрăшатпăр. Йывăçсем лартма шкул ачисем те, ĕçпе вăрçă ветеранĕ-сем те пуçтарăннăччĕ. 2015 çулхи кăрлачăн (январь) 1-мĕшĕччен хамăр пата учета тăратнă 48 вăрçă ветеранĕ-пе тăлăх арăмсенчен 42-шĕ паяна хваттерлĕ пулчĕç. Ку ыйтупа малашне те ăнăçлăнах ĕçлеме палăртатпăр. Аслă вăрçă ветеранĕсен (вĕсем çиччĕн юлнă), инваличĕ-сен (2), тăлăх арăмсен (38), тыл ĕçченĕсен (116 çын) тата вăрçă ачисен нуши-тертне, ыйтăвне, сăмахне шута илменни, татса паманни пулман пирĕн ял тăрăхĕн администрацийĕнче. Кăçал май уйăхĕнче Аслă вăрçă çулĕсенче пирĕн тăнăçлăха хӳтĕленĕ паттăрсене савăнăçлă лару-тăрура юбилей медалĕсене парса хавхалантарнă. Паян пирĕн специалистсем, ял администраторĕсем (пурĕ 11 çын ĕçлет) – аслă пĕлӳллĕ, йăрă, уçă кăмăллă – хисеплĕ ватăсен канлĕхне упрама тăрăшаççĕ, хăйсен ĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Ĕçĕ вара пирĕн специалистсен чăннипех те нумай: çурт-йĕр, çĕр хучĕсене йĕрке кӳреççĕ, справкăсем параççĕ, пулăшу ыйтакансен сăмахне тимлеççĕ. Облаçра пуçарнă тĕрлĕ программăсене хутшăнаççĕ. Вĕсен хушшинче - «Хăтлă çурт картишĕ», «Çулсене юсатпăр», «Шкула пуçтарăнма пулăш» тата ыттисем те. Нумай ачаллă çемьесене (пурĕ 58) хăйсен прависене хӳтĕлеме вĕрентеççĕ. Социаллă хăрушă çемьесене (шел, тăрăхра ун пеккисем те пур) хытă тимлесе тăраççĕ.
Паян облаçри ытти муниципаллă пĕрлĕхсенчи пекех Акăшкӳл ял тăрăхĕн те кĕсйи çӳхерех. 136-мĕш саккунпа килĕшӳллĕн кăçал облаçри ял тăрăхĕсен бюджечĕ икĕ хут чакнă. Пĕлтĕр ултă миллион тенкĕ пулнă пулсан кăçал 3 çеç хăварнă. Халăх, вырăнти ял хуçалăхĕсен ертӳçисем вĕсен нушине тимлемен пулсан хальхи вăхăтра питĕ йывăр килнĕ пулĕччĕ вĕсене. Çынсем хăйсем пĕр ӳркенмесĕр масарсене тасатаççĕ, карта тытаççĕ. Ял хуçалăхĕсем пурри нумай усă парать. «Приморье» обществăна пултаруллă çын Артур Матевосян ертсе пырать. Пуçлăх тăрăшнипе ял çыннисем валли пысăк стадион çĕкленсе ларнă. 2012 çулта вырăнти çулсене юсама хуçалăх хыснинчен 2 миллион тенкĕ уйăрнă.
- Майăн 9-мĕшĕнче ял ветеранĕсем валли Артур Вагинакович пысăк уяв туса пачĕ. Кăнтăрла ăшă тĕлпулу, концерт йĕркелерĕ, каçхине – фейерверк. Ватăсем те, çамрăксем те тем пек кăмăллă юлчĕç, - сăмаха малалла тăсать Лариса Богатова. – Аллагуловăри мичĕт юбилейне ирттерме спонсор пулăшăвне пачĕ. Çăвасенче хăтлăх-тирпей кӳме те пĕрре çеç мар тăкакланчĕ пуçлăх. Ватăсене район центрне çитсе килме транспортпа тивĕçтерет, хĕлле çулсене тасатма техника уйăрать. Тăрăхри чи пысăк кĕперсенчен пĕрне юсама кар тăрса пур халăхран укçа пуçтартăмăр. Çынсем ăнланчĕç пире, пулăшу аллине тăсрĕç: 35 пин тенкĕ пухрăмăр. Артур Матевосян хăй 70 пин хушрĕ. Ытти ертӳçĕсем те тав сăмахĕсене тивĕç. Фермер (хресчен) хуçалăхĕсен ертӳçисем тĕлĕрмеççĕ, ял-йыш нушине тимлеççĕ. Чи пуçаруллисем: Раис Хуснутдинов («Золотой колос»), Валерий Беспалов (ИП Беспалов), Николай Зяблов («Виктория»). Эпир Мелекесс район администрацийĕн социаллă хӳтĕлев комитечĕн специалисчĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Çĕнĕ хушусемпе, кăтартусемпе вĕсем пире паллаштараççĕ.
Ял тăрăхĕ кирлинчен кăшт майĕпенрех пулин те аталанать. ПМК поселокĕнче ав виçĕ çул хушшинче икĕ хутлă, 122 хваттерлĕ çичĕ çуртăн (малтан пиллĕкĕшĕнне, кăçал – иккĕшĕнне) тăррине тĕпрен юсанă. Çулсене тирпейлесе, пăхса тăраççĕ. Ватăсен, çамрăксен, нумай ачаллă çемьесен нушине тимлесе тăраççĕ, май килнĕ таран пулăшаççĕ. 2015 çулхи пĕрремĕш çурçуллăхра тăрăхра 38 ача çуралнă, 8 çемье чăмăртаннă. Юпан 1-мĕшĕнче облаçра тытăннă «Таврана хăтлăх кӳретпĕр» тăвăма хапăл тусах хутшăнчĕç. «Тирпейлĕ те илемлĕ ялсенче чун канать»,- теççĕ. Тăрăхра иртекен мĕнпур уявсене, савăнăçлă самантсене илем кӳрекен ансамбльсем те пур кунта. Вĕсенчен пĕри – Эврелĕнчи Петр Улюкин ертсе пыракан «Телей» фольклор ушкăнĕ.
 
Акăшкӳл ялĕ.
 
: 611, Хаçат: 40 (1338), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: