Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Çак кунсенче Шупашкарти Чăваш кĕнеке издательствинче Николай Ларионов-Йĕлмелĕн ачасем валли чăваш чĕлхипе çырнă «Вут хӳре» кĕнеки кун çути курчĕ.
Унччен авторăн пилĕк кĕнеке тухнăччĕ. Анчах та ку çыравçăн – Раççей Писательсен союзĕн членĕн, Ульяновск облаçĕнчи чăваш çыравçисен «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн ертӳçин, «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕн – ачасем валли çырнă пĕрремĕш кĕнеки. Вăл кĕçĕн çул-ӳсĕмри вулакансемшĕн çеç мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕшĕн те питĕ пĕлтерĕшлĕ кăларăм. Унта кĕнĕ калавсем («Мулкач çури», «Хуралçă кушак», «Аманнă кайăк кăвакал», «Саркка», «Тимлĕ Тимук», «Вут хӳре», «Шăтăк», «Çăра тыткăнĕнче», «Эрешмен карти») ачасене чĕрчунсене тата çынсене юратма, чĕрчунсен нуши-тертне тимлеме, ырра вĕрентме тивĕçлĕ. Кĕске хайлавсене илемлĕ яка чĕлхепе çырнă, вĕсем çăмăллăн вуланаççĕ, хăвăрт кăсăклантарса яраççĕ, асра юлаççĕ.
Кĕнекери геройсем, ытти ачасем пекех, лара-тăра пĕлмеççĕ, выляма юратаççĕ, çитĕннисем пек пулма ăнтăлаççĕ. Пархатарлă тĕслĕх çукки вара тепĕр чух тĕрĕс мар утăмсем тума хистет. Шел, пурнăçăн хăш-пĕр урокĕсене тӳрлетейми йăнăш тусан тин ăша хываççĕ шăпăрлансем. Чĕрчунсемпе вĕçенкайăксен тĕнчине автор ăшă кăмăлпа сăнарлать. Вĕсен йăли-йĕркипе паллашма питех те интереслĕ, хуйхи-суйхи вара чуна пырса тивет.
Кĕнекери кашни калавах тĕрлĕ тĕслĕ сăрпа ӳкерсе илемлетнĕ. Художникĕ – Н.В. Васильева. Тиражĕ – 1000 экземпляр.
 
: 591, Хаçат: 40 (1338), Категори: Кeнеке cyлeкe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: