Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăçал Вениамин Васильевич Афанасьев çуралнăранпа 85 çул çитрĕ, вилнĕренпе – 15.
Этеме ĕçĕ тăрăх хаклаççĕ. Хăй сăмахне тытма пĕлекен, ума лартнă тĕллевĕ патне тӳрĕ кăмăлпа, çирĕппĕн утакан, мĕн виличчен шухăшне улăштарман тата хăйĕн «питне» çухатман çынна çеç телейлĕ теме пулать. Çавăн пек çынсен шутне ахаль совет çыннине, коммуниста – Вениамин Васильевич Афанасьева кĕртме пулать.
Вăл Мелекесс районĕнчи Слава текен пĕчĕк чăваш ялĕнче çуралса ӳснĕ. Ачаранах хресчен ĕçĕпе пиçĕхнĕ. Ăс пухма тăрăшнă, уйрăмах историпе географи предмечĕсене юратнă. Слава ялĕнчен Крупская ячĕллĕ совхоз шкулне темиçе çухрăм утнă. Шкул пĕтерсен вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш педучилищине вĕренме кĕрет. Унта вĕреннĕ çулсенчех политика юхăмне лекет. 1948 çулта ВЛКСМ членĕ пулса тăрать. Мĕнпур обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать: профком председателĕн ĕçне илсе пырать, спортра палăрать, училищĕн симфони оркестрĕнче вылять. Чăваш педучилищĕнчен вĕренсе тухсан пĕлĕве Ульяновскри педагогика институтĕнче тăсать. Кунта та хастарлăхне кăтартать вăл. Унсăр пуçне тăтăшах тăван ялне – ашшĕпе амăшне пулăшма çӳрет.
1955 çулта пирĕн ентеше коммунистсен партин ретне йышăнаççĕ. Çавăнтанпа вăл хăй суйласа илнĕ çултан пăрăнман, шанса панă ĕçĕсене юлашки сывлăшĕ тухиччен тӳрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă. Тĕрĕс мар шухăшлă çынсене тивĕçлипех тиркеме тата асăрхаттарма хăраса тăман вăл. Тĕслĕхрен, Н.С. Хрущева пула Совет Союзĕ Китайпа туслă çыхăну çухатнине сивленĕ, М.С.Горбачевăн пуçарăвĕсем мĕнпе вĕçленессе малтанах пĕлнĕ. Ун пек тĕслĕхсем татах та нумай.
Аслă преподаватель Вениамин Васильевич 23 çул хушши Ульяновскри пединститутра КПСС историне вĕрентнĕ. Семинарсемпе лекцисенче пĕтĕм тĕнчери çивĕч ыйтусене çĕкленĕ, студентсене хăйсен шухăшĕсене уççăн калама чарман. Вăл уйрăмах тăван тăрăха тĕпчессине тимлĕх уйăрнă, студентсене рефератсем çыртарнă.
Вениамин Афанасьев вунă çул ытла кафедрăри коммунистсен партин бюровĕн секретарĕн тивĕçне пурнăçласа пынă. Ĕçтешĕсем ăна уçă кăмăллă, таса чĕреллĕ пулнишĕн хисепленĕ. «Знание» обществăн хастар членĕ пулнă май вăл облаçри районсене тухса çӳренĕ, лекцисем вуланă.
Вениамин Васильевич атеистчĕ, анчах Турра ĕненекенсен туйăмĕсене нихçан та сивлемен. Çынсем Турра мар, влаçсене пуç тайнине вăл тӳсме пултарайман.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем Вениамин Афанасьевшăн - паллă тапхăр. Раççей пурнăçĕнче нацисен хушшинчи ыйтусем çивĕч тухса тăрсан вăл тата хăйпе пĕр шухăшлă çынсем пуçтарăнса чăваш культурине çĕнетсе аталантарас ĕçе пуçăнаççĕ. Ăна обществăлла Канаш председательне суйлаççĕ. Парти ĕçне пăрахмасăрах вăл наци ыйтăвĕпе тĕрлĕ хаçатсенче пичетленет. «Ульяновская правда» хаçатра кун çути курнă «Страницы прошлого листая» хайлавĕнче вăл «Слава» колхозăн пĕрремĕш председателĕ çинчен каласа парать. «Еще раз о долгах России» тата «Кто же кому должен/» статйисенче Раççейри чи çивĕч ыйтусене хускатать.
Вениамин Афанасьева час-часах радиопа илтме тата сенкер экран çинче курма пулатчĕ. Халăх умне вăл яланах тĕплĕн хатĕрленсе тухатчĕ.
Вениамин Васильевича тепĕр майлă педуниверситетри чăваш уйрăмĕн «хреснашшĕ» теççĕ, мĕншĕн тесен ăна уçма сĕнекенĕ те вăлах пулнă-çке.
В.Афанасьев чăвашсен кашни мероприятинех хутшăнатчĕ, педучилищĕ-ре вĕреннĕ тантăшĕсемпе тăтăшах тĕл пулатчĕ. Чăвашлăх ĕçне хастар хутшăннăшăн ăна «Чăваш халăх академикĕ» ят парса чысларĕç.
Вениамин Васильевич кĕнекепе туслăччĕ. Килĕнчи вулавăшра илемлĕ литература çеç мар, обществăпа политика, вырăнти авторсен кĕнекисем пайтахчĕ.
Ентешĕмĕр нумай çул çамрăк ăрăва вĕрентес ĕçе уйăрчĕ. Ăна яланах ашшĕ-амăшĕпе ачисен хушшинчи ыйтусем канăçсăрлантаратчĕç . Ун пирки вăл тĕрлĕ хаçатсенче çыратчĕ.
-Çамрăксен, пирĕн ачасемпе мăнуксен çĕршывăмăрăн тата хăй çуралнă ял-хулан историне лайăх пĕлмелле,- çырать вăл кĕнекинче,- çак хисеплĕ тивĕçе шкулăн, ашшĕ-амăшĕн тата обществăн пурнăçламалла.
Шел, Вениамин Васильевич пиртен 2000 çулта ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. 2002 çулта унăн ятне Ульяновск облаçĕн Ылтăн кĕнекине çырса хунă, «Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ гражданинĕ» ят панă.
 
 
: 304, Хаçат: 40 (1338), Категори: Астăвăм

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: