Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Анастасия Прокопьева Çĕнĕ хулари 64-мĕш шкулта 7-мĕш класра вĕренет. Вырăнти Чăваш культура центрĕ, УОЧНКА ачасем валли йĕркелекен пĕр уявран та юлмасть хĕрача.
 
- Настя – пирĕн шкул мухтавĕ, «Чăваш халăхĕн историйĕ, культури тата йăли-йĕрки» кружока çӳрекен 12 ачаран чăваш чĕлхипе чи таса калаçакансенчен пĕри. Унăн ашшĕ-амăшĕ килĕнче чăвашла пуплет. Иртнĕ вĕренӳ çулĕ-нче Ульяновск облаçĕнчи вĕренӳпе ăслăлăх министерстви тата вĕренӳ центрĕ пирĕн шкулта облаçри тăван чĕлхе вĕрентӳçисен ăмăртăвне ирттерчĕç. Чăваш чĕлхипе литературин вĕрентӳçисем Чăваш культура центрĕнчи чăваш класĕнче уçă уроксем пачĕç. Настя Прокопьева, хула шкулĕнче вĕреннине пăхмасăр, жюрие хуравсене чăн-чăвашла калăпланипе тĕлĕнтерчĕ, учительсене çăмăллăхсем кӳчĕ, - каласа парать вĕрентекенĕ Мария Карпова.
Пултаруллăскер шкулти ытти предметсемпе те çитĕнӳсем тăвать. Биологие юратать Настя. Экологипе область шайĕнче иртнĕ ăмăртăва хутшăнса малти вырăна çĕнсе илнĕ. Пĕлтĕр 64-мĕш шкулта Ульяновск шкулĕсенче чăваш чĕлхипе культурине вĕрентекен учительсем валли йĕркеленĕ ăслăлăхпа практика конференцийĕнче «Чувашские узоры в комплексном изображении» темăпа вăл проект хӳтĕленĕ. Çакăн хыççăн ун ĕçне облаçри ачасен пултарулăх конкурсне тăратнă. Тăрăшуллă ачана Тав хучĕ парса чысланă.
 
: 648, Хаçат: 40 (1338), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: