Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сентябрĕн ăшă кунĕсенче эпĕ Чăваш Калмаюрта пулса килтĕм. Кунта чăвашсемпе тутарсем пурăнаççĕ. Ку ял пуçланса кайни – 300 çул.
 
Ку тăрăхра малтан чăваш-пăлхарсем пурăнма пуçланă (8-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче), мишерсем кайран чăвашсен çумне килсе ларнă. 1442 çулта Хусан патшалăхĕ пуçланса кайнă.Чăваш-пăлхарс ем патне Аçтăрхантан, Крымран, Ногайран, Çĕпĕртен куçса килеççĕ.
Кубрат патша вилсен унăн виççĕмĕш ачи Котраг (Кăтри) Атăл çинче пăлхар-чăвашсен патшалăхне пуçласа ярать. Çак ял витĕр Алмуш патша чĕннипе 922 çулта Багдатран Ибн-Фадлан посольствин çыннисем иртсе каяççĕ. Вĕсем хальхи Ульяновск çĕрĕ çинчи Çарăмсан (Черемшан) шывĕ урлă каçаççĕ, Никольски ялĕнчен Чăваш Калмаюра çитеççĕ. Малалла вĕсен çулĕ Кормок ялне (халĕ Чартаклă) тăсăлать.
Ял хĕрринче VIII-IX ĕмĕрхи масар пур. Унта чултан касса тунă сакăр юпа куртăм. Ун çинче араб саспаллисемпе çырса хунă. Унта çырнисене чăвашла пĕлекен вулама пултарать теççĕ.
Ялĕнче пысăк чиркӳ тата мичĕт пур. 60-70-мĕш çулсенче вĕсен колхозĕ миллионер пулнă, председателĕ – чăваш – Иван Константинов. Вăл Социализмла Ĕç Геройĕ ятне тивĕçнĕ.
Ака уйăхĕнче эпĕ Чăваш Калмаюрти шкулта таврапĕлӳ урокĕ ирттернĕччĕ. Кунта пуян музей пур.
Ку ялтан инçех мар пăлхар-чăвашсен авалхи хули – Крестово-Городище ял вырнаçнă. Кунта вырăссем тĕпленсе пурăнаççĕ.
 
 
: 644, Хаçат: 40 (1338), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: