Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кашни çынпа пĕр чĕлхе тупасси йывăр ĕç пек туйăнать. Çапах та Чĕрĕп Ваççан çав енчен талант тени пурччĕ. Чĕрĕп патне ялан çырусем килетчĕç. Уралтан, Çĕпĕртен, Кургантан, Ростовран – шутласа пĕтерме çук. Майрисем те, юлташĕсем те çыратчĕç. 1989 çулта Чăваш Енрен килнĕ тури чăвашсем спецхозра сысна вити купаланă. Вĕсем Чĕрĕппе паллашса кайнă. Картла вылянă, кирлĕ пулсан вĕсене Чĕрĕп сăмакун туянма пулăшнă. (Çав çулсенче çĕршывра «типĕ саккун» хуçаланатчĕ. Сăмакун хакне ӳстерсе çӳренĕшĕн Чĕрĕпе ялти «ылтăн карланкăсем» курайми те пулнăччĕ.) Ак тури чăвашсем ĕçне пĕтереççĕ те Чĕрĕпе хăнана чĕнеççĕ:
-Атя, Ваçка, пирĕнпе. Санашкал удалой хосах валли пирĕн хосах маткасем пор. Сана матка кирлĕ-и/ Топатпăр...
Чĕрĕп хĕремесленсе каять:
- Эп – мужик! Маткапа мĕн тăвап/ Кирлĕ мар!
Лешсем ăна вырăсла ăнлантарса параççĕ:
-Эс пирĕншĕн тăван пак, юлташ пак,- тесе пĕрле илсе каяççĕ. Çула тухас умĕн Чĕрĕпе хырăнма хушаççĕ. Чĕрĕп мăйăхĕ Буденнăйĕн-нинчен пĕрре те кая марччĕ, хырăнсан вара шкул ачи пек пулса каятчĕ.
Ак пыраççĕ вĕçтерсе Шупашкар еннелле. Çул çине вĕсем «типĕлле» тухман. Епле пулать вăл «типĕ çул» çумра Чĕрĕп пулсан/ Автобус çинче ларса пыракансем чăвашсене вăрçкаласа илеççĕ:
-Хăвăр ĕçетĕр, ачăра та ĕçтеретĕр!-теççĕ.
-Эп ача мар, вăтăр иккĕре!- сассине хăпартать Чĕрĕп.-Эп ĕçме пуçлани Çĕнĕ çулта çирĕм çул çитет.
-Çав эрехе пулах ӳсеймен ĕнтĕ эс,- тăрăхлать ватă мучи.- Хытса юлнă сысна çури пек... Рахит теççĕ-и, брахит-и/
-Манăн атте пĕчĕк пулнă. Был мал, да удал! Эп хам та волк матерый, любого порву! Кӳрсе пар мана виçĕ кирпĕч, пĕрре çапса виççĕшне те катап! - çилленме пуçлать Чĕрĕп.
Автобус çинче, паллах, кирпĕч çук. Çумĕнче ларакан кинеми мучине ятлать:
-Ан çыхлан-ха, Матвей, çамрăкпа! Çапса кирпĕч катакан çынран тем те кĕтме пулать. «Ылтăн пĕчĕк те хаклă»,- тенĕ ватăсем.
Шупашкара çитнĕ çĕре Чĕрĕп «матерый волк» кăна мар, «Брюс Ли» пулса каять. Çанталăк çумăрлă пулнă. Чĕрĕп, икĕ черкке ытларах ĕçнĕ-скер, вокзал умĕнче хăлаçланма тытăнать:
-Братаны! Кто против вас/! Порву!
Хăлаçланать те сулăнса кайса шыв кӳ-лленчĕкне кĕрсе ӳкет. Костюмпа шăлаварĕ пылчăклă. Пуçĕ айĕнче пакет выртать, пакетĕ-нче – пуçламан «Агдам» эрех, кукăльсем, пирус курупкипе шăрпăк. Чĕрĕп хуйха ӳкет: «Пăрахса хăварнă мана кусем. Хампа документ та илмен, укçа та çук. Мĕн тумалла пĕр пĕлмен хулара/ Тармалла хула вăраниччен яла. Унта-кунта шыв кӳлленчĕкĕсем тупса Чĕрĕп пит-куçне çăвать, костюмĕпе шăлаварне çăвам пекки тăвать те çула тухать. Çулĕ инçе – 180 çухрăм. Çул çинче нуша курнине каласа пĕтерме те çук. Çĕрпӳре, Канашра, Патăрьелĕнче ăна ырă карчăксем шеллесе сăра ĕçтереççĕ, сухари парса яраççĕ. Укçа ыйтма вăтанать. Тăваттăмĕш талăкра вăл яла çитет. Килне пырса кĕрсенех салтăнма пуçлать. Урисене çăвасшăн пулса нускине хывать те унтан тăваткăлласа хуçлатнă тетрадь листи тухса ӳкет. Хутне уçать те - унта 10 тенкĕ укçа (ун чух билет хакĕ Шупашкартан яла çитме - 3 тенкĕ те 55 пусчĕ). Хут çине армак-чармак почеркпа кĕске çыру çырнă: «Васька, братан! Мы будем в гостинице. Держись до утра, никуда не уходи. На первом автобусе уедем и тебя заберем, хотя бы в мешке».
Чĕрĕп пĕрре тарăхать, тепре савăнать. Вăл хăйне хăй алла иличчен унăн çуртне ферма пуçлăхĕ пырса кĕрет. Çиллес, алкумĕнченех кăшкăрать:
-Ăçта çӳретĕн эс, Чĕрĕп/! Сана шыраман вырăн юлмарĕ. Фермăран пиллĕкмĕш кун тислĕк кăларман. Юлташусем «Тройной» одеколон кӳ-псе выртаççĕ. Ме, сан валли илтĕм вĕсенчен, ĕç те вĕçтер!
«Кантарчĕ Одиссей Чĕрĕпе... Пĕрле ĕçлекен юлташĕсем нихçан та Чĕрĕпсĕр пуçламан ĕçлеме. Чĕрĕпсĕр картла вылясан та «пакунсем» кăна илнĕ. Тепĕр 2-3 çултан унăн тепĕр марафон пулнă. Ку хутĕнче – кĕскерех – Канашран яла çити. Ку вара пачах урăх истори...
 
: 543, Хаçат: 40 (1338), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: