Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Калав)
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 39-мĕш номерте.)
 
Катеç карчăкăн пӳрчĕ ял хĕрринче уйрăммăн курăнса ларать. Çуртпа юнашар тăрри хăрнă ватă хурăн. Ытти çĕрте саркаланса, ирĕккĕн ӳсекен, хăй илемĕпе тавралăха чун кĕртекен йывăç кунта хăрушă курăнать. Унăн турачĕсем ĕрчесе ӳсмеççĕ. Тăрри хăрнипе хурăнăн аялти тураттисенче кăна кăшт симĕс çулçăсем курăнкалаççĕ, типнĕ турачĕ-сем çилпе хуçăлса ӳксе пĕтнĕ. Еля Катеç карчăкĕн пӳрчĕ умне çитнĕ чухне хурăн çинче хура курак кранклатса ларатчĕ.
- Те хăй хура курака çаврăнса çынсене кĕтсе илет, - ирĕксĕрех хĕрес хыврĕ Еля. – Турă пулăштăр мана. Килме те хăратăп ун патне, анчах кашнинче темле хăват çакăнтах туртать.
Катеç Еляна тарават кĕтсе илчĕ. Тахçанах çын пулман курăнать хăйĕн патĕнче. Тунсăхласа çитнĕ çынсемсĕр. Çавăнпа Еляна вăл таврара мĕн пулса иртнине чарăнмасăр каласа пачĕ. Елян çул çинчен ăна итлес килмерĕ, ăшĕ хыпнăччĕ ĕнтĕ. Катеç чей ĕçме сĕнмерĕ.
- Катеç акка, чей лартса ярам-ха. Пыр типрĕ, - хăюлланчĕ Еля.
- Атя, эппин, чейне ларт. Хамăн та ăш хыпрĕ. Сĕтел хушшинче мĕншĕн килнине каласа парăн. Тĕрĕссипе, пĕлетĕп-ха хĕрӳшĕн çӳренине.
- Тĕлĕнсе вилетĕп санран. Витĕр куран вĕт-ха эсĕ çынна.
- Ман ĕçĕ çав вĕт, ху пĕлен. Тата эсĕ хĕрӳшĕн кăна антăхса çӳрен. Хăй телейлĕ пулаймасран хăратăн-ши/ Е тĕнчере чи телейли тăвасшăн-и/ Ыттисем шăпа пӳрнине шыраççĕ пулсан эсĕ унăн телейĕшĕн чунна шуйттана сутма хатĕр. Ан кулян, хам хутшăнсан хĕрне телейлĕ тăватпăрах.
- Телейлĕ тăвасчĕ çав, тăвасчех. Ахаль те пĕрремĕш упăшкипе уйрăлмалла пулчĕ. Ман шухăшпа, «качча кайнă» сăмаха илтессишĕн кăна тухрĕ ăна вăл. Халь вара яла килнĕ агронома килĕ-штерсе пăрахнă. Пурĕпĕр ăна качча каятăпах тет вĕт мур хĕрĕ. Агрономĕн вара арăмĕпе ачи пур. Малтан кун пирки пĕлмен. Нумаях пулмасть яла илсе килчĕ. Ачи лайăх вара. Пуласлăхĕ те пур пулмалла. Ăслă. Пире çавăн пекки кирлĕ.
-Пулăшатăп. Сĕтел хушшине ларнă-ларнах пĕрер черкке сыпар-ха, Еля. Чейпе кăна кăмăлăм канмасть.
- Юрать. Эп те хирĕç мар. Паян ирпе ирех тăма тиврĕ. Сан патна мĕн илсе килмелле-ши тесе пуçа ватрăм. Ăпăр-тапăр пуçтартăм. Ал айĕнче çип пурччĕ, кĕрпе таврашĕ, мăкăнь илтĕм тата. Ку япаласене мĕншĕн илнине хам та ăнланмастăп, анчах темле сасă вĕрентсе тăнă пек туйăнчĕ.
- Хе-хе-хе, – кулса ячĕ Катеç. – Усалĕ сана йышăннă, хăй вĕрентсе пырать ав. Çиппе мăкăнь илсе килсе тĕрĕс тунă. Эп вĕсене тухатласа парăп. Мĕн тумаллине вĕрентĕп.
Пĕрер сехет калаçкаласа ларсан юмăç карчăк вырăнтан тăчĕ. Вĕрчĕ-сурчĕ Катеç. Тем пăшăлтатрĕ, аллисемпе сулкаларĕ. Юлашкинчен çыхмалли çиппе мăкăне Еляна тыттарчĕ:
-Çак çипрен çавăрмалли çынна чăлха-нуски е ăш кĕпе çыхса тăхăнтартсан аван пулать. Кам çыхни ниме те пĕлтермест. Вăл вара сирĕн хĕрĕр çумне çав тум пекех çыпçăнса ларĕ. Мăкăньрен кукли пĕçерсе çитерĕр. Арăмне те, хăйне те лектĕр. Вăл иккĕшне сивĕтĕ, Иринăпа вара çывăхлатĕ. Арлă-арăмлă пулĕç. Анчах сан ман пата тепре килмелле пулать. Тата хытăрах туса паратăп. Эп çавăрттарнă хыççăн нихăçан та никам та Иринăпа Петĕре уйăраймĕ. Эс тепринче вунă-вунпилĕк çĕлемелли йĕп туянса кил. Халь кай. Вăхăта сая ан яр. Çур çултан тухатланă япаласенчен усси пулмĕ.
Еля килне хăпартланса çитрĕ. Киле каймалли çулĕ те ăнса пычĕ. Унăн шалтан вăйĕ тапса тăчĕ, халех тем туса хурас килчĕ.
-Ирина, эс Петĕртен кĕнеке илнĕ тенĕччĕ. Паянах кайса пар. Вуласа пĕтертĕм, питĕ усăллă пулчĕ те. Арăмĕпе паллаш. Çывăхлан, - терĕ хĕрне ыталаса.
Каç пуласса аран кĕтсе илчĕ Ирина.
Петĕрпе арăмĕ пурăнакан хваттер патне çитсен ăна шалтан шăнтса пăрахрĕ. Кĕрес те килет шала, кĕме хăрать те. Анчах кĕрес, çак çемьене аркатас, савса пăрахнă арçынна туртса илес туйăм вăйлăрах унра. Çĕр çинче хальлĕхе усалли ыррине çĕнтерсе пырать. Çав вăй-хăватпа Ирина алăк умне пычĕ, хуллен шаккарĕ.
-Кам унта/ - илтĕнчĕ шалтан хĕрарăмăн çепĕç сасси.
-Эпĕ-ха ку, кӳршĕ хĕрĕ. Ирина. Эпĕ сирĕн мăшăрăртан правленире кĕнеке илнĕччĕ, тавăрса пама килтĕм, - суйса хуравларĕ Ирина. Ара, хăй ун упăшки патне темиçе хутчен те каçсерен килкелесе кайнине каламасть ĕнтĕ вăл. Ухмах-им/ Паллашман хĕрарăмра тӳрех курайманлăх çуратма.
-Кĕрĕр, - терĕ алăк уçса хĕрарăм.
Ирина умне тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, вăтам пӳ-силлĕ, хура куçлă та вăрăм хура çӳçлĕ илемлĕ хĕрарăм тухса тăчĕ.
Вăл кӳршĕ хĕрне шала кĕме чĕнчĕ. Ирина куншăн савăнчĕ.
-Тавах сире. Мана Ирина теççĕ, паллашар, - аллине тăсрĕ вăл Петĕр арăмне хирĕç тăрса.
-Аниççа. Иртĕр шалалла. Чей ĕçĕпĕр. Петĕр ĕçрен таврăнман-ха. Шăпрах калаçăпăр, ача çывăрать.
Аниççа апат пӳлĕмĕ енне утрĕ. Хăй хыççăн Иринăна чĕнчĕ. Кӳршĕ хĕрĕ хваттере шалтан сăнарĕ: нимех те çук-ха хальлĕхе çамрăксен, пуянлăх пуçтарайман. Чӳрече енче кивĕ телевизор, ăна та тенкел çине лартнă. Арăмĕ киличченех çаплаччĕ.
-Эпĕ ялти клубра ĕçлетĕп. Кунта кӳршĕре пурăннипе паллашма килтĕм. Ют çĕрте пĕччене йывăр. Лавккана каяс пулсан та ачана хăварма çын кирлĕ. Пулăшăпăр. Ман аннене Еля теççĕ. Вăл пенсире. Хам та кăнтăрла килтех. Ĕçе каçпа кăна тухатăп. Пулăшу кирлĕ пулсан пĕр шикленмесĕр пирĕн пата пыма пултаратăн. Пире шан.
Икĕ хĕрарăм шăкăл-шăкăл калаçса ларнă самантра пӳрте Петĕр килсе кĕчĕ.
- О! Пирĕн хăнасем! – терĕ вăл тараватлăн. – Аван. Пит аван эсир кунта килни.
-Петр Алексеевич, эп сире кĕнеке тавăрса пама килтĕм, - куçĕпе шăтарасла пăраласа пăхрĕ Ирина арçын çине.
Петĕр çакна сисрĕ, анчах арăмĕ умĕнче хăйне сăпайлă тытрĕ. Каччă чухнехи шухă вăхăт пулнă пулсан çак самантра хĕре вĕçертместчех вăл.
-Юрать. Кĕнеки кирлех марччĕ-ха мана. Малашне те усă курма пултаратăр, - терĕ таçта айккинелле пăхса.
-Эп унта хама кирлине тупрăм ĕнтĕ. Тавтапуç. Урăх кирли нимех те çук.
Петĕр хĕрарăмсен пушаннă чей куркисене тултарса пачĕ те сĕтел хушшине пĕрле ларчĕ. Арăмĕн кичемлĕхне пусарма килнĕшĕн Иринăна тав турĕ.
-Мĕн эсир! Тав тумалла мар куншăн. Эп ахаль те сире кансĕрлес мар тесе килмесĕр вăтанса тăтăм. Аван мар пек. Эсир хирĕç пулмасан тата килме пултаратăп.
-Çук, хирĕç мар. Килĕр. Мана кунта кичем. Петĕр ĕçе тухса каять те – кунĕпе килте ачапа иксĕмĕр кăна. Çын килсен кил-çурт ăшăнать пек. Хăнасене эпир ялан тарават, - терĕ Аниççа.
Çак самантра ача вăраннă сасă илтĕнсе кайрĕ. Аниççа васкаса ача пӳлĕмĕ еннелле утрĕ.
Çав вăхăтра Ирина Петĕр çине куçне çавăрттарса пăхса илчĕ те:
-Петр Алексеевич, эпĕ те каям ĕнтĕ. Çитет сире тарăхтарса, - терĕ сăмахĕсене тăсса.
-Ларăр.Мĕнпе тарăхтаратăр вара/ Ан васкăр. Пирĕн Макçăмпа паллашатăр.
- Халь мар, тепринче. Килме сăлтавĕ пултăр, - терĕ. Унтан сассине чакарса малалла пăшăлтатрĕ. - Сире курса та савăнăп. Сирĕнсĕр тунсăхлатăп эпĕ.
Ку сăмахсем Петĕре вăтантарчĕç. Арăмĕпе ачи юнашар пӳлĕмре пулнипе хăйне аскăнлăхпа вараланнăн туйрĕ. Апла пулин те кӳршĕ хĕрарăмне куç хĕссе илчĕ. Пальтăвне тăхăнма пулăшрĕ те ăсатса ячĕ. Мăшăрĕпе ачисĕр пуçне хăйне тата такам юратни унăн кăмăлне çĕклерĕ. Чунĕ савăнăçпа тулчĕ. Çамрăк чухнехи пек ăна шалтан темскер кăтăкларĕ.
Çак каç хыççăн Ирина Петĕр хăйĕн пулассине пуçĕпех ĕненчĕ. Тепĕр куннех вăл амăшĕ пĕçернĕ мăкăнь куклипе кӳршĕсем патне хăнана кайрĕ. Амăшĕ çак кукăле пурне те çитермелле тенине асра тытрĕ.
-Иртнинче сирĕн патра хăналантăм, хам нимсĕр килнĕччĕ. Аван мар капла тесе паян кучченеçпе килтĕм. Анне ятарласа сирĕн валли пĕçерчĕ, - терĕ.
Аниççа кӳршĕ хĕрне ĕнерхи пекех хавас пулчĕ. Чей лартрĕ. Петĕр таврăнсан пурте пĕрле чей ĕçме ларчĕç.
-Тутлă та мăкăнь куклийĕ! Çисе тăранмалла мар, - пĕрин хыççăн теприне мăрчĕ Петĕр. – Эс, Ирина, ху мĕншĕн çиместĕн/ Чей кăна лĕрккесе ларатăн/
-Ман килте те пур. Ку сире валли кучченеç. Анне нумай пĕçерчĕ. Унăн алли ылтăн. Тем тума та пĕлет. Пĕçересси вара унăн юратнă ĕçĕ. Ялта ку енĕпе ăна çитекен çук.
- Амăшне пăх та хĕрне ил тесе чăвашсем ахальтен каламан. Эсĕ те çавăн пекех тутлă пĕçеретĕн пуль-ха/ - сĕтел хушшинче иккĕшĕ кăна пек кӳршĕ хĕрĕпе калаçăва тăсрĕ Петĕр.
-Çапла. Эп аннерен веçех вĕренетĕп, - арçын чĕри патне çул хывмалли чи ансат мел апат пулнине асра тытса йĕкĕлтӳллĕн хуравларĕ Ирина.
 
 
(Малалли пулать.)
 
: 663, Хаçат: 40 (1338), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: