Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри «Губернаторский» Культура керменĕнче пирĕн облаçра унччен нихçан пулман мероприяти – «Нарспи» ятпа чăваш халăх тумĕн фестивалĕ иртрĕ. Унта Шупашкарти паллă тĕрĕ ăстисемпе тан вырăнти алăстисем те хăйсен ĕçĕсене кăтартрĕç. Фестивале йĕркелекенсем – Ульяновск облаçĕнчи Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центр тата унти чăваш уйрăмĕн ертӳçи – Ираида Гаврилова. Режиссерĕ – Светлана Печникова.
 
Курав
Уяв фойерен тытăнчĕ. Шупашкарсем чĕмпĕрсене кăтартма нумай кĕпе-шупăр, тухья-хушпу, масмак, сурпан, сĕтел витти, ал тутри таврашĕ илсе килнĕ. Вырăнти ăстаçă Елена Уресметова курава хăй аллипе çĕленĕ кĕпе-саппунне, кĕмĕл-шăрçаран ăсталанă капăрлăхне тăратнă. Уява пынисене Аслă Нагаткинтан килнĕ «Шанăç» халăх юрă ушкăнĕ (ертӳçи – Валентина Игнатьева (Тарават) хаваслă юрри-ташшипе кĕтсе илчĕ.
Фестиваль РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Владимир Ионов ертсе пыракан «Волга» ушкăн ташшинчен тата Шупашкартан килнĕ «Асамат» эстрада ушкăнĕн юрринчен тытăнчĕ.
 
Дефиле – капăр тума халăх умне тухса кăтартни
Фестивале «Асамат» ушкăнăн юрăçи Леонид Антонов тата УОЧНКАн çамрăксен комитечĕн ертӳçи Ирина Кашеева ертсе пычĕç.
Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центрĕн ертӳçи Нурия Туркова фестивале чăвашла сывлăх сунса уçрĕ:
-Чăвашсем – авалхи халăх. Вĕсен тумĕпе капăрлăхне Амазонкăсеннипе тата Атиллăннипех танлаштарма пулать. Чăвашсен тумĕнче унăн пурнăçĕ, пуян историйĕ. Тавтапуç сире, ытарайми капăр тум ăстисем, культура шайне çĕклессишĕн ырми-канми тăрăшакансем! Шупашкарсене, Çинкĕл тата Чăнлă районĕсенчен килнисене те çĕре çити таймапуç!
Паха тĕрĕ
Сцена çине тĕнчипе паллă «Паха тĕрĕ» фабрикăн ăстисем çĕленĕ тумсемпе хĕрсемпе каччăсем тухрĕç. Ертӳçи – Наталья Пасечкина, художникĕ – Анастасия Андреева. Хăнасем хăйсен кĕписене «Туй» композици пек кăтартрĕç. Кунта арçынсемпе хĕрарăмсен фольклор, çамрăксен - эстрада кĕписем. Куракансене уйрăмах качча каякан хĕрĕн юр пек шурă капронран çĕленĕ, чăваш тĕррипе, ахах-шăрçапа илемлетнĕ кĕпипе пĕркенчĕкĕ питĕ килĕшрĕ. Çаксене йăлтах вырăнти студентсем кăтартрĕç.
«Илем» театр
Сцена çине тĕрĕллĕ шурă кĕпе тăхăннă, тум-юмĕпе Çинкĕл районĕ-нчи Ялавăр ятне çĕклекен Наталья Новоселец тухрĕ. Вăл ачалăхри ĕмĕтне паян пурнăçа кĕртме пултарнишĕн савăннине пĕлтерчĕ. Илемлĕ кĕвĕ-çемĕпе сцена çине чăваш тумĕсен «Илем» театрĕн 158 хĕрупраç тата яшĕ пĕрерĕн- пĕрерĕн, унтан икшерĕн-икшерĕн, тăватшарăн-тăватшар ăн илемлĕн утса тухрĕç. Вĕçĕнче костюмсен авторĕ (дизайнерĕ те, çĕвĕçĕ те, тĕрĕçи те хăех) ачасен хушшине тухса пуç тайрĕ. Вĕсен куравне Людмила Белова тата Маша Ямщикова çепĕç юррисемпе илемлетрĕç. Дефиле режиссерĕ – Ирина Яшкина, илемлĕх ертӳçи – Светлана Ильдейкина. Наталья Новоселецăн ку мĕнпур кĕпи мар-ха. Вăл пире – «Канашра» ĕçлекенсене - хаçатăн юбилейĕ тĕлне илемлĕ чăваш кĕписем çĕлесе панăччĕ. Унсăр пуçне Çинкĕл районĕнчи ташă ушкăнĕ, юрăçисем те вăл çĕленĕ тумсемпе уявсене илемлетеççĕ. Халĕ вăл Çĕнĕ хулари «Палнай» фольклор ушкăнĕ валли çĕнĕ тум хатĕрлет.
Чăвашкасси ăсти
Сцена çинче – Чăнлă районĕ-нчи Чăвашкасси алăстин Татьяна Серебрякован ĕçĕсем. Капăр тумĕсене вăл шкул çулне çитмен шăпăрлансенчен тытăнса çулланнă хĕрарăмсем валли килтерсе çĕленĕ. Кашни тумĕ – ахах-мерчен. Ташламалли тата чăваш эстрада кĕписемпе, Самар, тăрăхĕнчи ташă-юрă ушкăнĕсем валли çĕленĕ фольклор, Ульяновскри «Илем», Чăвашкассинчи «Шуçăм» юрă тата «Хамăр ял» ташă, Пухтелĕнчи хор, Аслă Нагаткинти «Хĕвел» юрă ушкăнĕсен тумĕсемпе Татьяна Серебрякован хĕрĕ Елена паллаштарса пычĕ. Аллă çын – аллă капăр тум. Калама кăна. Кашни модельне хут çинчен тытăнса артист патне çитиччен мĕн чухлĕ вăй хурас пулать. Татьяна Серебрякова малтанах пĕччен касса, çĕлесе, илемлетсе пынă пулсан халĕ унăн хăйĕн ателйи. Унта икĕ çĕвĕç вăй хурать. Кĕпесен моделĕсене кĕнекерен курса тата хĕрĕ Елена пулăшнипе ăсталаççĕ. Елена хореограф йĕркеленĕ «Хамăр ял» ушкăн хĕрĕсем кĕписене ташăра кăтартса пачĕç.
Асанне арчинчен
Чăваш Енри паллă кĕпе-сурпан тата капăрлăх ăсти, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Татьяна Петрова хăйĕн куравне «Асанне арчинчен» ят панă. Унăн алли ăсталанă, тĕрлĕ ушкăна кĕрекен чăваш эстрада юрăçисем валли хатĕрленĕ тумсене пăхса ытарма çук. «Асамат» ушкăн хĕрĕсемпе каччисем кашни номернех вăл çĕленĕ кĕпесене ылмаштарса тухрĕç.
Ахах-мерчен
Чăваш тĕнчинче паллă алăстин, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн, нумай-нумай курав лауреачĕн Зинаида Воронован анатри, тури тата вăта чăвашсен тумĕсем хăйнеевĕрлĕхĕпе уйрăлса тăраççĕ. Çак маçтăр чăвашсем пурăнакан тĕрлĕ регионсене çитсе куравсем йĕркелет, çамрăк ăрăва авалхи тумпа паллаштарать.
Çĕр-пин тĕрĕллĕ курава ытарайми чăваш юрисем илемлетрĕç. «Асамат» эстрада, «Шанăç» халăх юрă ушкăнĕсемсĕр пуçне куракансене Шупашкартан килнĕ Ирина Музыкантова, Светлана Печникова, Ульяновскри 46-мĕш шкулта вĕренекен Мария Ямщикова, Аслă Нагаткинти Лянкинсен çемйи усрава илнĕ ачасен «Хĕвел» ушкăнĕ (ертӳçи Валентина Тарават) юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Вĕçĕнче кашни маçтăр, режиссер тата художник Тав хутне тата пĕр чĕрке чăваш тĕрриллĕ пусмана тивĕçрĕ. Нурия Туркова каланă тăрăх, чăваш тумĕсен фестивалĕ ытти халăх тумĕсен фестивалĕсен пĕрремĕш чĕкеçĕ пулчĕ.
 
: 713, Хаçат: 41 (1339), Категори: Чăваш тумĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: