Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслă вăрçă пуçланиччен виçĕ çул маларах Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнче çуралнă Лидия Паймушкинан (Исланова) ачалăхĕ терт-нушаллă килнĕ. Ашшĕ - Илья Никифорович фронта тухса кайнă, амăшĕ - Агафия Федоровна виçĕ ачапа тăрса юлнă.
 
-Ун чухне ялта «Коммунар» колхозăн садикĕ пурччĕ, эпĕ унта çӳренĕ. Çакă мана выçăпа аптрасран хăтарса хăварнă. «Пăтă килет, пăтă килет! - тесе сĕтеле кашăкпа шаккаса лараттăмăрччĕ эпир, 10-15 ача. Пĕтĕм курăка татса пĕтеретчĕç ял çыннисем апат валли - çырмара вĕлтĕрен те юлмастчĕ. Крахмал çинĕ. Сакăр çулта ĕне пăхма кайнă, çарран хăмăл лăсканă. Шкулта сивĕччĕ, чернил шăнса ларатчĕ. Урамра шартлама сивĕ чухне анне мана фуфайка тăхăнтартса, пит урлă тутăр çыхса шкула кăларса яратчĕ. 4-мĕш класра вĕреннĕ чух (1949 çул) яла сасăсăр кино илсе килсе кăтартнине астăватăп,- аса илет Лидия Ильинична.
Ачасене пур ĕçе те явăçтарнă вăрçă хыççăнхи çулсенче. Вĕсем жнейка хыççăн юлнă пучахсене алăпа пуçтарса пынă. Тырçи пĕтмесĕр шкулта та вĕрентме тытăнман. Хĕлле вĕсене хире юр купи тума илсе тухнă. Лидя амăшĕ Пухтел çывăхĕнчи Федоровка ялĕ (халь вăл çук) патне окоп чавма çӳренĕ, çулла хирте сухапуç тытнă.
16 çула çитсен Лидя Выры станцине çĕрулми çумлама, кăларма çӳренĕ, килте пулăшу пултăр тенĕ. Укçа ĕçлесе илнĕ, унпа пусма-тавар туяннă, унран кĕпе çĕленĕ. Çаплах амăшĕпе иккĕшĕ станокпа пир тĕртнĕ. Каярах ĕç шыраса хĕр Мулловкăнах çитнĕ. Атăл урлă паромпа каçни асра юлнă унăн. Çу тăршшĕпе вăй хунă унта, Кĕрхи сăра кунĕ çеç яла таврăннă.
Чăваш хĕрĕ 1961 çулта Ульяновска килсе СМУ-2 управление ĕçе кĕрет, стройкăра çурт никĕсĕсене янă çĕрте вăй хурать. Каярах «Автозапчасть» завода вырнаçать. 1964 çулта хăйсен ялĕ каччипе Владимир Паймушкинпа пĕрлешсе çемье çавăраççĕ вĕсем. Тепĕр çултан вара хваттер туянмашкăн укçа тума Хĕвелтухăç Казахстана – Лениногорск хулине - тухса каяççĕ. Упăшки шахтăра ĕçлет, арăмĕ - заправкăра.
Тăватă çултан вара Ульяновска таврăнса çурт туянаççĕ Паймушкинсем, иккĕшĕ те автозавода ĕçе кĕреççĕ. Владимир Николаевич 12 çул тимĕр шăратакан цехра – сывлăхшăн сиенлĕ вырăнта - ĕçлесе 50 çулта пенсие тухать. Лидия Ильинична 33 çул сборка цехĕнче вăй хурать, вăл та 50-ра тивĕçлĕ канăва каять. Иккĕшĕ те автозаводăн тата РФ ĕç ветеранĕ ячĕсене илнĕ. Упăшки, шел, тăватă çул каялла çĕре кĕнĕ - йывăр та сиенлĕ ĕç ахаль иртмен ĕнтĕ.
Паймушкинсем икĕ хĕр çуратса ӳстернĕ – Людмила тата Наталия. Аслин хĕрĕ - Ангелина Мускаври МГИМОра аспирантурăра вĕренет.
-Пурнăçа эпир веçех хамăр тунă, никамран та нимĕн те кĕтсе ларман. Хамăрăн ачасем те çапла хăй тĕллĕн пурнăç турĕç, вĕсене тем илсе паман эпир. Ăс пама тăрăшнă вĕсене эпир - çакă чи пысăк мул. Пурнăç витĕр тухса тем те курма тӳрĕ килчĕ, çавăнпа та çамрăксене çапла вĕрентсе калас килет: пурнăç ăнтăр тесен атте-аннерен нимĕн те кĕтсе лармалла мар, куллен тăрăшса ĕçлемелле, пĕр-пĕринпе килĕштермелле! – терĕ калаçу вĕçĕнче Лидия Ильинична.
Сăнӳкерчĕк тума вара вăл арча тĕпĕнче выртакан пир кĕпине кăларса тăхăнса ячĕ, кайран ăна музей валли парнелерĕ.
 
: 389, Хаçат: 41 (1339), Категори: Вăрçă ачисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: