Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск хулинче тĕрлĕ çулсенче чăвашсен виçĕ юрă ушкăнĕ чăмăртанчĕ. Вĕсенчен пĕри – «Илем» юрă ансамблĕ. Çĕнĕ ушкăна Нацисен культурине çĕнетсе аталантаракан центр хăй çунатти айне илчĕ. Октябрь уйăхĕн 2-мĕшĕнче «Илем» никĕ-сленнĕренпе 15 çул пулчĕ.
 
Ушкăна чăмăртаканĕсенчен пĕри – чăваш юррисене парăннă хастар - Нина Ивановна Великанова. Вăл хăй тавра чăваш юрри-ташшисĕр пурăнайман хĕрарăмсене пуçтарать. Ăна паян та ертӳçĕн «сылтăм алли» теççĕ хĕрсем. Вăл ушкăнăн ĕçне-хĕлне йĕркелесе тăрать, ертӳçе репертуар тума пулăшать. Акă мĕнле аса илет вăл 15 çул каяллахине:
- Облаçри чăваш ушкăнĕсем юрланине куратăп-та – хавхаланатăп. Вĕсем те пĕр кунта çуралман вĕт-ха... Çын çумне çын хушăнса ушкăн пулса тăнă. Анчах ăçта вĕсем, юрă ăстисем/ Чи малтан юрлас кăмăлне Лидия Петрова пĕлтерчĕ. Вăл трамвай управленийĕ-нче бухгалтерта вăй хуратчĕ. Часах пĕр шухăшлă çынсем тупăнса пычĕç. Йыш пуçтарăнчĕ. Ертӳçĕ те тупăнчĕ. Пирĕнпе А.Г. Шламбиров баянист ĕçлеме пуçларĕ. Пысăках мар репертуар йĕркелерĕмĕр. Çав хушăра тĕрлĕ сăлтава пула ушкăнран каякансем пулчĕç, çĕннисем те килчĕç. Кашнин ĕç пур, çемйи. Репетицисене çӳреме те вăхăт кирлĕ вĕт. Эрнере 3-4 сехетлĕхе çемьерен кашни уйрăлаймасть, - каласа парать Нина Ивановна.
Унтан вăл ушкăнăн шăнăрĕсене асăнчĕ: Лидия Петрова, Ольга Дмитриева, Зинаида Мясникова, Надежда Гаранина, Тамара Музыкантова, Светлана Ясюлис, Татьяна Сайдяшева, Светлана Никишкина. Пилĕк çул каялла «Илеме» Чăваш Ен хĕрĕ Галина Шевалдова килнĕ.
Хĕрсем тĕрлĕ мероприятисене тухса çӳреççĕ, анчах юрă-кĕвĕ пахалăхĕ çав шайрах тăни канăç паман артистсене. Чăваш культура центрĕн ертӳçи Ираида Гаврилова илемсене çамрăк та пултаруллă баяниста сĕнсен хĕрсем хаваспах килĕшеççĕ. Александр Чурбанов ушкăнпа çĕнĕлле ĕçлеме пуçлать: унчченхи юрăсене якатать, çĕннисене вĕрентет, репертуара вырăс юррисене те кĕртет. Икĕ çул хушшинче 40 яхăн юрă вĕрентет. Вырăс çынни чăваш юррисене дисксем урлă е юрласа панă тăрăх нота çине куçарать. Вăл килнĕ-ренпе ансамбль çĕнелсе, хĕрсен юрлас ăсталăхĕ ӳссе пырать. Çĕнĕ костюмсем те çĕлесе парать ăна центр.
Вунпилĕк çул хушшинче илемсем хулари тата облаçри сценăсем çинче кăна мар, Тутар, Чăваш Республикисенчи тата Самар облаçĕнчи чăвашсем ирттерекен мероприятисене çитсе савăнтараççĕ. 2008 çулта ансамбль Мускавра иртекен пĕтĕм Раççей чăвашĕсен Акатуйне хутшăнать. Акатуй-и, Çăварни-и, хĕртсе хĕвел пăхать-и, шартлама сивĕ-и, ишсе çумăр çăвать-и – «Илем» яланах сцена çинче. Хуçа хушнă – вĕсем итленĕ. Ертӳçĕсĕр пуçне пĕри те пĕр пус та укçа илмест. Анчах çак хушăра вĕсене тав сăмахĕ вырăнне кӳрентермелли сăмахĕсем çеç пырса тивнĕ.
«Илем» юрăçисем каласа панă тăрăх, паян вĕсем йывăрлăхра. Артистсен кĕписене туртса илнĕ. Патшалăх укçипе çĕленĕскерсем халĕ усăсăр выртаççĕ. Имĕш, артистсем ку кĕпесемпе «сулахай» концертсене çӳресе укçа çапаççĕ.
- Ираида Васильевна, ара, кĕпесемсĕр эпир сцена çине тухаймастпăр вĕт... Тухса çӳремесен пачах пĕтсе ларатпăр терĕмĕр те – вăл пире: «Çук – хуйхи çук!» – тесе хучĕ. Артистсене хавхалантарса пырас вырăнне йăлтах пĕтерсе хучĕ,- пăшăрханса калаçаççĕ илемсем.
Тĕлĕнтерчĕ пире Чăваш культура центрĕн пуçлăхĕ. Ик айкки те тăвайкки апла уншăн: пур-и ансамбль, çук-и – пурпĕрех! Нивушлĕ теçетке çурă хушшинче артистсем чăваш кĕпилĕх те ĕçлемен/ Халăхăмăрăн культурине парăннăскерсем кĕпе кăна мар, кĕмĕл хушпу таврашне те тивĕçлĕ. Ман шутпа, тӳре-шаран кашни артиста тав туса халăх умĕнче парне памалла. Ун пеккине кĕтсе илейместĕн пуçлăхсенчен. Вĕсен пĕр сăмах: «Укçа çук». Аякран илсе килнĕ артистсене тӳлеме вара яланах укçа тупăнать.
Çапла, тепри тертленсе пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă япалана аркатма ним те мар. Ытларах чух хăй аллипе çĕннине туса курман çын кăна çапла хăтланать.
«Илем» хĕрĕсем пуçĕсене усмаççĕ. Халĕ репетицисене «Киндяковка» Культура керменĕнче ирттереççĕ. Çĕнĕ тумсем çĕлеме тытăннă. Апла-тăк «Илем» пурăнать-ха!
 
: 267, Хаçат: 41 (1339), Категори: культура cыннисем

Комментарисем:

Janese (2016-06-30 17:17:36):
I feel so much happier now I unrnastded all thisĕ Thanks!

Kairi (2016-07-02 14:42:21):
You keep it up nowĔ unardstdne.<Ӳa> Really good to knowĕ

Trix (2016-07-04 20:54:03):
I'd vetunre that this article has saved me more time than any otherĕ http,ӲӲlpzhqxatjogĕ com [urlçhttp,ӲӲsthokhcr ĕcom]sthokhcr[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲzovnjlĕ com]zovnjl[Ӳlink]

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: