Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вăтам Атăлçи тăрăхне ахальтен мар теветкеллĕ çĕр ĕçĕн вырăнĕ тесе калаççĕ – ырă тухăç илессишĕн кашни çулах тенĕ пек чăн-чăн кĕрешӳ пырать.
Кăçалхи типĕ уйрăмах облаçри кăнтăр районсене хур кăтартрĕ: Николаевка, Çĕнĕ Спасск, Павловка, Радищево тата Кăлаткăпуç. Кунти вырăнсене çанталăк виçĕ вунăкунлăх хушши пĕртте савăнтармарĕ. Вĕсен хĕвелтухăç енче вырнаçнă кӳршисене – Сăр, Кузоватово районĕсене – кăшт аванрах килчĕ. Кăнтăр енчен çулран-çул тĕш-тырра сахалрах пухса кĕртеççĕ. Сăлтавĕ яланах пĕрешкел – нӳр çитменни. Çак лару-тăруран тухмалли пĕр çул çеç пур хресченĕн: çĕр çинче ĕçлени ăнăçуллă пултăр тесен çĕнĕ меслетсем шырамалла.
 
Классиксем веÇех пĔлеÇÇĔ
Çак кунсенче Инзăра иртнĕ семинара шăпах тăпрана кăпкалатнă çĕрте çĕнĕ мелсемпе усă курассине халалланă. Тĕлпулу сухапуçĕнчен тытăннă. Çĕр ĕçченĕсем Валентин Баранов ĕçтешĕн уй-хирне çул тытнă. Фермер каланă тăрăх, темиçе çул каялла вăл та хуçалăхран аван тупăш илме май çукки патне пырса тухнă. Литература классикĕсен: «Мĕн тумалла/» – ыйтăва хурав тупас тесе ял хуçалăх ăслăлăхĕсен классикĕсен – П.А. Костычевпа И.Е. Овсинский тата Т.С. Мальцев - ĕçĕсемпе паллашнă. Вĕсенчен илнĕ меслет çĕнех мар, анчах та Инза ăстисем унта тӳпе хывнă - çак технологие пурнăçа кĕртмелли çĕрте усă курмалли дискатора улшăнусем кĕртнĕ. Тĕп шухăшĕ акă мĕнре: чи малтан хирте пиçен (осот) е шурут (пырей) ӳстермелле, çумкурăксене пĕтернĕ хыççăн çĕре сухаламалла мар, сӳрелемелле. Çĕрĕн çиелти сийне (5-6 сантиметр) кăпкалатни кĕпçесене сиенлетмест, çĕрнĕ тислĕкне хăварать, вĕсем вара çиелте нӳр тытаççĕ.
Çĕнĕлле ĕçлени пĕрремĕш çулах ăнăçу кӳнĕ. Хуçалăхра пĕр гектартан вăтамран 35 центнер урпа илнĕ. Районта вăтамран – 12 центнер.
 
Удобренипе туслă мар
Тухăçлăха асатте мелĕсене çĕнетнипе çеç мар, промышленноçа аталантарса ӳстерме сĕннĕ. «Ульяновская» ял хуçалăхĕпе хими службин станцийĕн» директорĕ Евгений Черкасов минераллă удобренипе çителĕклĕ усă курманнине пĕлтернĕ. Тĕслĕхрен, Мелекесс районĕнчи Н.К. Крупская ячĕллĕ хуçалăхра та юлашки пилĕк çулта тăпрари пулăхлă япаласен шучĕ чакни палăрнă: гумус – 14 процент, фтор – 22, йӳçеклĕх – 2. Калий çеç малтанхи шайра юлнă.
Тепĕр çивĕч ыйту – йӳçек тăпра пайĕ ӳсни. 1 миллион та 500 пин гектар ял хуçалăх çĕрĕсенчен 600 пин гектарĕ йӳçĕ. Кашни çул вăл тата пĕр процент хушăнать. Йӳçекленнипе тăпрана извеçлесе кĕрешме пулать. Анчах та ку меслет пирки 1991 çулта манма пуçланă. Мĕншĕнни паллă мар. Белгород, Чулхула, Брянск облаçĕсенче тата Мордовире извеçпе хастар ĕçлеççĕ. Пирĕн та вĕсенчен тĕслĕх илме тытăнсан аван.
 
ПĔр Çыхăра
Тĕшĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен пĕчĕк тухăçĕ ял хуçалăхĕн тепĕр пайне - выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес тытăмне - сăтăр кӳрет. Вячеслав Рожнов калашле, вĕсем пĕр сăнчăрта. Тăпра пулăхлăхĕнчен выльăхсем валли хĕллене апат еплерех хатĕ-рлесси те нумай килет. Регионăн кăнтăр районĕсенче, паллах, ку енĕпе лару-тăру кăткăс. Ульяновск тата Чартаклă районĕсенче вара 20 пин тонна силос саппасра пур. Анчах та ăна пĕтĕм область витĕр Кăлаткăпуçа çити турттарма – тăкаклă.
Фермерсене тата тепĕр кивĕ меслете пăртак çĕнетсе усă курма сĕннĕ – ӳсен-тăрана хупă витесенче улăм çинче гидропоника технологине тĕпе хурса ӳстермелле. Ку мелпе Аслă Ключищире тата М.И. Калинин ячĕллĕ хуçалăхра, унтан Вешкайма районĕнче акса самаях аван тухăç илнĕ. Выльăх апатне туса илес çĕрте вăл малашне чи уçăмлă меслетсенчен пĕри пулма пултарать.
 
: 620, Хаçат: 41 (1339), Категори: ял хусалахе

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: