Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пытармалли çук, пирĕн колхозра вăрлас йăла пулнă. Уйрăмах 80-90-мĕш çулсенче. Колхоз пуян пулнă. Пысăкрах пуçлăхсем машинасем, çĕнĕ çуртсем туяннă, ачисене аслă пĕлӳ илме пулăшнă. Платник вара килне пукансăр таврăнман. Сысна ĕрчетекен спецхозра сыснасене çăнăх виçсе паман, умĕсенче яланах апат пулнă. Складне каçхине питĕрем пекки тунă, анчах çăнăх склачĕн алăкĕпе урай хушшинче 25-30 сантиметр çӳллĕш хушăк юлнă. Алăк айĕнчен склада кĕме 6-7-мĕш класра вĕренекен шкул ачисем тата Чĕрĕп çăмăллăнах кĕме пултарнă. Кăнтăрла сысна пăхакансем килĕсене пĕрер михĕ выльăх апачĕ тултарса кайнă. Каçхине Чĕрĕпĕн 2-мĕш смени пуçланнă. Вăл çынсенне нихçан та тĕкĕнмен. Кӳршĕ чăххисем пусми айне çăмарта тусан та хуçисене леçсе панă. Килĕнче 6-7 кушак, 2-3 йытă, 20-30 кăвакарчăн пурччĕ (вĕсене вăл Уралтан икĕ мăшăр илсе килсе ĕрчетнĕ). Çав вăхăтра спецхозра икĕ вырăс майри хуралта ĕçлетчĕ. Пĕри Вăтам Азирен килнĕ, тепри - Пермь таврашĕнчен. Иккĕшĕ те «тĕрме пăттине» тутанса пăхнăскерсем. Вĕсем Чĕрĕппе шывпа сапса уйăрайми туссем пулнă. Каç пулсан виçĕ тус яланах «банкет» ирттернĕ. Чĕрĕп фуражир яла çăнăх леçсе сăмакунпа улăштарнă. Ялтан спецхоз икĕ çухрăмра вырнаçнă. Урă чухне çӳреме унăн хирте вăрттăн сукмаксем пулнă. Пĕрер рейс хыççăн вара аслă çул çине тухма та хăраман.
Ку ĕç çулла пулса иртнĕ. Районти милици уйрăмĕн пуçлăхĕ хăйĕн çăмăл машинипе Хусантан Çĕпрелне таврăнать. Каçĕ тĕттĕм пулнă, çур çĕр иртнĕ. «Туслăх» каферен иртсе нумаях та каяймасть – умра курах каять: асфальт варринче, унран инçех мар, Т саспалли тăрать. Шурă тĕслĕ хăй. Ку мĕн тамаши/ Машинине чарать те çутине сӳнтермесĕр сăнаса ларать. Т саспалли ял еннелле куçса пырать, чикан юрри илтĕнет: «Эх, ромалы, ох, ромалы!»
Машинине хускатать те унран иртсе кайса лешĕн умне чарать. Ал хунарне илсе тухать. Пăхать те – тĕлĕнсех каять: подполковник умĕнче пĕчĕк пӳллĕ, çӳçне, сухалне ӳстерсе янă çын тăрать. Тем вăрăмăш халат тăхăннă хăй, ури тупанĕ те курăнмасть. Икĕ хулпуççи çине Т саспалли пек кăтартакан пысăк михĕ хунă. Халачĕ те, çӳçĕпе сухалĕ те, пичĕ те çăнăхпа шуралнă. Çăнăх çумăрĕ айне пулнă тейĕн.
-Стой, воришка! Ты арестован!- тет пуçлăх.
-А кто ты такой/! – хăрăлти сасăпа ыйтать Чĕрĕп миххине çĕре хурса.
-Я – начальник РОВД! Где взял мешок/!
- На обочине нашел, гражданин начальник! И мешок, и халат валялись...
- Куда и кому несешь/
-До остановки донесу и там оставлю. А утром кому пригодится – тот заберет. Не пропадать же добру, братан!
-Врешь ты, цыганенок! Я ваших ромалов давно знаю! А где ваш табор/
Чĕрĕп, хăйне чикан вырăнне хунине тавçăрнăскер, юптарма тытăнать:
-Не знаю, гражданин начальник. Я сам барона ищу. То ли в Мордовии, то ли в Самаре... Хочу вернуться в табор. Надоело скитаться одному. Один в поле не воин...
Милици пуçлăхĕ шухăша каять: мĕн тумалла/ Протокол çырма чикансен паспорчĕ çук, милици уйрăмне лартса кайĕччĕ, анчах машина ларкăчне çăнăхпа варалать. Килти машина çинче раци те çук дежурствăри милиционерсене чĕнме, çитменнине, иртсе çӳрекен машинасем те курăнмаççĕ. (Ĕлĕкрех «Туслăх» - Çĕпрел» трасса çинче хальхи пек нумай çӳремен машинасем.) Пĕр михĕ çăнăхшăн тĕрмене те лартаймастăн... Пурĕпĕр ку ĕçе вĕçне çитермеллех!
-Ты стой здесь, никуда не уходи! Сейчас я понятых привезу, - тет те начальник машинине çавăрса спецхозри хуралçăсем патне каять. Вăл икĕ хĕрĕнкĕ майрана лартса каялла килнĕ çĕре çав вырăнта Чĕрĕпĕ те, миххи те çук. Майрасем лайăх пĕлеççĕ-ха Чĕрĕп ăçтине, çапах та йĕкĕлтесе ыйтаççĕ:
- Вы хоть его рожу запомнили/
-Маленький, худощавый, длинноволосый. У него лица не было, но усы и бороду запомнил навсегда. Выглядит как сказочный домовой и голос хриплый! –тарăхать начальник. – Шут цыганский!
- О, начальник, страшилками не пугайте нас! Мы, бабы, и без страшилок каждого шороха боимся. Нас самих три овчарки охраняют. Во-вторых, таких чудовищ в этих местах нет. А когда цыгане приезжают, не только гусей и кур, даже детей прячут!
Лешĕ алне сулать те килне васкать. Машина куçран çухалсан майрасем Чĕрĕп килне каяççĕ (вăл ял хĕрринче пурăнатчĕ). Вĕсем çитнĕ çĕре Чĕрĕп сĕтел хушшинче саркаланса, тайкаланса ларать. Ваççа, хăйĕн виçине тултарнăскер, хăлаçланма тытăнать:
-Ну что, любушки /! Соскучились/! Меня сам смотрящий тормознул! Поздоровался. Прощения просил и отпустил с миром! Узнал меня, «матерого»! Я на Урале, когда в тайге орудовал, генералом был! А здесь Ежиком стал. Уеду скоро!- тет те пакунсăр генерал урайне ӳкет. Лешсем унăн мăйăхĕпе сухалне, çӳçне хачăпа касса-картласа яраççĕ. Чĕрĕп спецхозран илсе килнĕ такамăн вăрăм халатне илсе каяççĕ. Тепĕр кунне – кăнтăрлахи апат вăхăтĕнче - Чĕрĕп майрасене тĕл пулать. Тӳрех вăрçăшма тытăнать:
-Что вы, бабы, со мной сделали/ Меня уже маленькие дети колобком называют!
Чĕрĕп çăнăхпа çакланатех «капкăна». Ăна пĕр çул условлă срок пачĕç. Колхозра ĕçлерĕ вăл. Çыннăнне нихçан та вăрламанскер колхоз çăнăхне ăмсаннă. Ĕçмен чухне талонпа илнĕ эрехĕсене пуçтарса пынă, мухмăрлă çынсене чĕртнĕ. Шел, вăл пирĕн хушăмăрта çук халь. Час-часах аса илетпĕр ăна. Унсăр ялта та кичемрех пек.
 
: 579, Хаçат: 41 (1339), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: