Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Калав)
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 39-40-мĕш номерсенче.)
 
-Апла ман арăма та вĕрент-ха пĕçерме. Эп хам темĕн те пĕçерме юрататăп. Тутлă пĕçеретĕп. Аш-какайпа пулла арăма тыттарман. Веç хам пĕçеретĕп. Чуста кăна хурса курман. Кукли таврашне çиме юрататăп вара. Анне патне кайсан ялан вăл чуста хурать, мана куклипе сăйлать. Арăмăн алли вара чуста патне пымасть.
Аниççана кусен калаçăвĕ килĕшмерĕ. Вăл упăшкине тăна кĕртес тесе куçĕнчен шăтарасла пăхрĕ. Анчах упăшки сисмерĕ, пуçĕпех калаçăва путрĕ.
-Ман ача пĕчĕк пулнине ан ман эс, савнă мăшăрăм, - умне пырса тăрса кашни сăмахне татса хытах каларĕ кӳреннĕ Аниççа.
-Ан чăрмантар-ха. Пăрăн. Иринăна курмастăп, - ниме кирлĕ мар япалана хăй умĕнчен сирме хушнă пуçлăх пек ал лаппипе айккинелле сулларĕ Петĕр. Те юри çапла хăтланчĕ вăл – Аниççа ăнланмарĕ. Анчах унăн кӳренĕвĕ капланса куçĕ патнех çитрĕ.
-Апла сире чăрмантарас мар пуль. Калаçăр, - тесе Аниççа ачин пӳлĕмĕ еннелле утрĕ.
-Аниççа, эп каятăп ĕнтĕ. Çитет ларса, ытлашшипех лартăм. Чипер юлăр. Тепринче килĕп-ха, - тесе Ирина вырăнĕнчен тăчĕ те алăк еннелле утрĕ.
Аниççа кӳршĕ хĕрне чармарĕ. «Каяс тет пулсан кайтăрах, кулинар», - тесе шутларĕ.
Ку каç Петĕрпе Аниççа хирĕçмеллипех хирĕçрĕç. Петĕр арăмне ним айăпсăр айăпларĕ. Урамра вăхăтсăр юр çунăшăн та вăл айăплă тейĕн. Айăплă пулнине çирĕплетрĕ те. Ытти хĕрсем лайăх. Ирина пушшех те: илемлĕрех, тутлă пĕçерет. Пĕр Аниççа кăна ниме юрăхсăр иккен. Аниççан чĕри ырă мара сисрĕ. Вăл кӳршĕ хĕр пирки кураймасăр шутларĕ. Çак хирĕçĕвĕн сăлтавĕ те хĕрех пулнă пек туйăнчĕ.
-Урăх ăна киле кĕртместĕп. Тупăннă чаплă хĕр! Ман упăшкасăр пуçне урăх арçын тупайман иккен. Вăл та ман пекех хĕр пулса çӳренĕ. Чаплине шырамалла пулнă. Мĕншĕн хальччен качча кайман вара/ - тарăхрĕ Аниççа.
Тепĕр кун кăнтăр вăхăтĕнче Аниççа ачипе урама уçăлма тухрĕ. Кӳлепере выртакан ывăлне сăнаса тăнă вăхăтра ун патне ачипе уçăлма тухнă çамрăк хĕрарăм çывхарчĕ.
-Çывăрать-им/ - ыйтрĕ вăл сăмах хускатас тĕллевпе.
-Çывăрса кайрĕ. Урама тухсан тӳрех куçне хупать вара. Те уçă сывлăш çапла лăплантарать ачана, - терĕ Аниççа.
-Ман та çапла. Хăш чухне çывăрмасăр нушалансан урама йăтса тухатăп. Тӳрех куçне хупать.
Сăмах çумне сăмах. Икĕ хĕрарăм паллашрĕç. Галя икĕ кил урлă пурăнать иккен. Пĕр-пĕринпе сăмах килчĕ вĕсен. Калаçмалли тема та пур – пĕчĕк ачисем.
- Ĕнер пирĕн пата кӳршĕ Ирина ларма килчĕ. Унччен те кĕрсе тухнăччĕ. Ниепле те ăнланмарăм вăл мĕнле хĕр пулнине, - пĕр-пĕр хыпар пĕлесшĕн калаçăва тепĕр енне пăрчĕ Аниççа.
-О-о-о-о! Унпа асăрхануллăрах пулмалла. Качча кайса уйрăлнăскер вĕт вăл. Хамăр хушăра кăна пултăр та, анчах ялта вăл сан упăшкуна куç хывнă тенĕ сăмах çӳрет. Çитменнине, ун амăшĕ шутсăр юмăçа çӳреме юратать теççĕ. Ирина малтанхи упăшкине те çавăрттарса кайнă теççĕ. Хам тĕрĕсне пĕлместĕп, çынран мĕн илтнĕ çавна калатăп, - хаваспах калама тытăнчĕ Галя. – Вĕсемпе никам та хутшăнасшăн мар. Ирина клубра ĕçлет, анчах пур çĕре те сăмсине чикет.
-Апла иккен. Ман кăмăла та ытлах каймарĕ вăл. Ăна урăх хамăр пата кĕртес килмест.
-Санран ыйтса та тăмасть вăл. Эс киличченех сирĕн пата çӳренĕ, малашне те пырĕ. Амăшĕ те персе çитĕ-ха. Пулăшу ыйтĕç, пулăшу сĕнĕç, чунна-варна кĕрсе калаçĕç.
-Çук, яхăнне те ямастăп.
-Эпир вĕсем мĕнле çынсем пулнине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Сан урлă ĕç тухмасан упăшкуна çавăрттарса хăйсем патне илĕртĕç. Апат çитерĕç, эрехне ĕçтерĕç, тăхăнмалли парнелĕç. Курса тăр ак, эп каланă пек пулĕ.
-Хăрататăн эсĕ мана.
-Сан хăрамалла мар, Турра кĕлтумалла. Ку çынсене урăх нимпе те çĕнтерейместĕн. Усалтан вĕсем, Турăран мар.
Ку калаçу Аниççан чунĕнче тарăн йĕр хăварчĕ. Вăл хăйне упăшки улталанине пĕлчĕ. Çак кӳршĕ хĕрĕпе пĕр каварлă пулни, мăшкăлланă пек Ирина юриех хăйсен килне килсе çӳрени тарăхтарчĕ. «Куç хыçĕнче манран, ухмахран, тăрăхласа кулаççĕ ĕнтĕ вĕсем. Нимĕн те пĕлмест ку тăмсай теççĕ пуль. Петĕр манах айăплать-ха тата. Намăсĕ те çук». Кун пек шухăшсем чунне çатăртаттарса ыраттарчĕç.
Тепĕр кун Галя асăрхаттарнă пекех кăнтăрла вĕсем патне Иринăн амăшĕ Еля килчĕ. Хăйпе пĕрле каллех мăкăнь кукли йăтса килнĕ.
-Кирлĕ марччĕ чăрманма, Еля аппа, - сăпайлă хĕрарăм кăмăлне улăштараймарĕ. – Эпир выçă мар вĕт. Пĕçермелли вырăнĕ пур, çимĕçпе те хамăра хамăр тăрантараятпăр.
-Эп ĕнтĕ кучченеçсĕр çӳресрен кăна илсе килтĕм-ха, хĕрĕм. Çиллентерес темерĕм. Хальхи пурнăçра кам выçă пурăнтăр, вăрçă вăхăчĕ мар вĕт. Ирина сирĕн пирки питĕ илемлĕ те сăпайлă терĕ те, паллашас терĕм.
-Иртĕр-иртĕр, эп паллашма хирĕç мар. Кӳршĕсемпе килĕштерсе пурăнмалла тесе вĕрентетчĕ мана ялан анне. Кӳршĕ вăл çăра та, тăван та.
-Çапла пурăнмалла çав. Эс киличчен Петр Алексеевич патне çавăнпа кĕркелесе тухрăмăр. Кӳршĕ вĕт. Çынсем сана тем элеклесе пама ĕлкĕрчĕç пулĕ-ха/
-Çук, мĕн элекĕ/ Эп никампа та паллашма ĕлкĕ-реймерĕм-ха, - тĕрĕслĕхне уçмарĕ Аниççа.
Ним çукран нимĕр тенĕ пек ним çинчен мар калаçса ларчĕç çамрăк хĕрарăмпа аванах çулланнă Еля. Кашнин пуçĕнче хăйĕн шухăшĕ тата тĕллевĕ пулчĕ: Елян – Аниççапа çывăхрах паллашса упăшкинчен часрах уйăрттарасси, Аниççа - çак йăлăхтарнă хĕрарăмран часрах хăтăласси. Ачи те кĕçех вăранмалла унăн, мăшăрĕ кăнтăрлахи апата килнĕ çĕре пĕçерсе те хумалла.
Сехете яхăн калаçса чей ĕçсе ларнă хыççăн Аниççа чăтаймарĕ:
-Каçарăр та, ман Петĕр килнĕ çĕре апат хатĕ-рлемелле-ха, - терĕ ура çине тăрса.
-Ан пăшăрхан, ман кăмакара яшка чашласа вĕресе ларать ĕнтĕ. Хам пата кĕрсе çитĕр. Ху та каç. Пурин валли те çитет кăмака яшки, - терĕ Еля çемçе сассипе.
Ку сăмахсене Аниççа хăйĕнчен мăшкăлланă пекех ăнланчĕ.
-Эпир ыйткаласа çӳрекенсем вар вĕт, - терĕ хĕрарăм çине сиввĕн пăхса.
Еля килне кайма вăхăт çитнине туйрĕ. Анчах вăл пурĕпĕр хăйĕннех тăвĕ-ха – Аниççа темле тапаçлансан та.
-Каям-ха эппин. Тепринче хăвăр ларма пырăр. Ачăрпа выляма пырăр. Пĕчĕккисем те килте йăлăхаççĕ, вĕсене урăх çĕрте интереслĕ, - терĕ тумланнă май.
-Тавтапуç. Пырăпăр та, çук тесе татса каламастăп. Кӳрше каçса курмаллах. Сире Макçăмпа паллаштарсан та ытлашши пулмĕ.
-Э-э-э-! Ывăлăр Макçăм ятлă эппин!
Еля тухса кайрĕ. Аниççа ку тĕлпулу хыççăн хăйне курăнман темле кĕрешĕве-çапăçăва хутшăннă пек туйрĕ. Кампа тата мĕншĕн кĕрешмеллине пĕлчĕ вăл. «Тĕп сăнар манăн упăшка – юратнă Петĕр Люкин, - ăшĕнче кулса илчĕ çамрăк хĕрарăм литература урокне аса илсе, - уншăн виçĕ хĕрарăм кĕрешет. Юмахри пек!»
Петĕр кăнтăрлахи апата килсен Аниççа нимĕн те каласа памарĕ, ытахальтен Еляпа Иринăн ячĕсене аса илтерес килмерĕ упăшкине. Петĕр те кăшт канса илнĕ хыççăн каллех ĕçе васкарĕ.
Вăхăт майĕпен иртсе пычĕ. Аниççапа Петĕрĕн çемйинче кашни кун пĕр пек, сăрă иртрĕ. Упăшкин - ĕç, арăмĕн - ача, апат пӳлĕмĕ, кĕпе-йĕм. Вĕсен пĕр-пĕринпе калаçмалли сăмах та тупăнмарĕ. Аниççа Макçăмăн хăтланăвĕсем пирки каласа кăтартнин упăшкине кăсăклантармарĕ. Вăл çав вăхăтра телевизор çинчен куçне илмерĕ. Ывăлĕпе кăшт вылясанах «ывăнчĕ». Çемьери лару-тăрăва ăшă вырăн кăна кăшт çемçетрĕ. Вăл та вăхăтлăха кăна.
Ирина вара вăхăта сая ямарĕ. Унăн çулĕ темшĕн час-часах Петĕр çӳрекен çул çине лекрĕ. Вăл çамрăк арçынпа уй-хире те тухкаласа çӳрерĕ.
-Манăн сценăна тата вулавăшри пӳлĕмсене илемлетме çӳллĕ курăксемпе чечексем пухса типĕтмелле. Экибана тăватăп вара. Эп санпа пĕрле пырсан нимĕн те пулмасть пулĕ/
-Çук, пыр. Мана та кичем пулмĕ. Иккĕн иккĕнех, лашине парсан та çунине памарăн тенĕ пек, - кулчĕ Петĕр.
-Ку тата мĕне пĕлтерет/ - ахăлтатса кулса ячĕ Ирина. – Эп кун пек каларăша илтмен-çке!
- Итле, эппин. Икĕ арçын пасара кайнă тет. Каялла килнĕ чухне çул çинче вĕсем çине вăрă-хурах тапăннă тет. Пуçларĕç тет çапăçма: пĕрисем туртса илесшĕн, теприсем парасшăн мар. Юлашкинчен вара вăрă-хурах çĕнтерчĕ тет, лашине туртса илчĕç тет те утланса тарчĕç тет. Ларса юлчĕç те хайхи арçынсем çуна çинче. Пĕри: «Иккĕн иккĕнех çав, лашине парсан та çунине памарăмăр»,- тесе калать тет. Çапла вăрă-хураха кирлĕ мар çуна хăйсене юлнăшăн пит савăннă тет вĕсем.
-Савăнма пĕлни те паха, - ахăлтатма чарăнмарĕ хĕр. - Кашни пулăмра ыррине тупма тата курма пĕлмелле тесе каламаççĕ-и-ха/ Ку арçынсем те çапла, вырăсла каласан - оптимистсем. Эп çавăн пекех, ыррине курма кăна тăрăшатăп, - куçне Петĕртен илмерĕ Ирина.
 
(Малалли пулать.)
 
: 643, Хаçат: 41 (1339), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: