Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ульяновск облаçĕнче пурăнакансен 91 проценчĕ Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн ĕçне пĕтĕмĕшле ырлать.
«Аналитика» управленийĕн сотрудникĕсем Владимир Путинăн политики пирки халăх мĕн шутланине ыйтса пĕлнĕ. Унта 18 çултан тытăнса аслăрах çул-ӳсĕмлĕ пин ытла çын хутшăннă.
-Тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Владимир Путинăн ĕçне пысăк хак параççĕ. Çакă область çыннисем патшалăх пуçлăхĕ тытса пыракан тулашри политикипе килĕшнине тепĕр хут çирĕплетсе парать. Юлашки çулталăк çурăра (Раççей çумне Крым пĕрлешнĕренпе) çĕршывра патриотла туйăм вăй илсе пынине уйрăмах ырлаççĕ ульяновецсем,- тенĕ облаçри Обществăлла палатăн членĕ Дмитрий Соснин.
Общественноçăн шухăшне ыйтса пĕлекенсен сăмахĕпе, Путинăн чыс-хисепĕ юлашки вăхăтра Сирири террористсене тĕп тăвас ĕçре палăрнипе татах ӳснĕ.
Пĕтĕм Раççейри халăх шухăшне 46 облаçри, крайри тата республикăри 130 ял-хулара ыйтса пĕлнĕ. Путинăн политикине ырласси юлашки çулталăк çурăра Раççейре 80 процент шайĕ-нче тăрать.
 
Кĕрхи ĕçсен пĕтĕмлетĕвне тунă
Облаçри Саккунсем кăларакан Пухура 2015 çулта иртнĕ тырçин пĕтĕмлетĕвне тунă.
Облаçри ялпа вăрман хуçалăхĕсен тата çутçанталăк пуянлăхĕсен министрĕн тивĕçне пурнăçлакан Александр Братяков сăмахĕпе, кăçалхи тырçи çӳллĕ шайра иртнĕ.
-Ака-сухана ăнăçлă ирттерни çутçанталăк аван майсем туса панинчен çеç мар, область бюджечĕ пулăшнинчен те нумай килет. Кăçал федераллă бюджетран малтанах 178 миллион та 30 пин, область бюджетĕнчен 128 миллион та 500 пин тенкĕ уйăртăмăр. Ку укçана эпир çĕр ĕçченĕсем патне çурхи ĕçсем пуçланичченех çитернĕ. Октябрĕн 8-мĕшĕччен ял хуçалăх продукцийĕсене туса илекенсем 1 миллиард та 112 миллион та 14 пин тенкĕ субсиди илнĕ. Вăл шутра 812 миллион та 100 пин тенкĕ – федераллă бюджетран, область бюджетĕнчен – 300 миллион тенкĕ,- тенĕ вăл.
Пĕтĕмлетӳ тăрăх, ума лартнă тĕллевсене йăлтах пурнăçа кĕртнĕ. Октябрĕн 19-мĕш тĕлне 891 пин те 794 тонна тĕш-тырă туса илнĕ. Тухăçĕ гектартан – 17, 3 центнер. Ульяновск облаçне тăрантарма 650 пин тонна тырă хывса хăварнă.
Андрей Шадышков кăçал акса хăварнă кĕрхи культурăсен 20 проценчĕ сивĕсем киличченех пĕтнишĕн пăшăрханнине пĕлтернĕ. Александр Братяков çухату тӳснĕ хуçалăхсене пуш уйăхĕ-нче субсиди уйăрма шантарнă.
 
: 267, Хаçат: 42 (1340), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: