Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Пултарулăх ĕçĕнче çеç çын телейлĕ», – тенĕ пĕр классик. Паян вара питĕ пултаруллă ачасем çуралаççĕ. Çут тĕнчене килсенех ашшĕ-амăшне юрă-ташă ăсталăхĕпе тĕлĕнтерме пуçлаççĕ.
Çакна Ульяновскра çиччĕмĕш хут иртнĕ регионти пултаруллă чăваш ачисен «Путене» фестивалĕ тепĕр хут çирĕплетрĕ. Юпан (октябрь) 23-мĕшĕнче сцена çине тухнă ачасен тумне, тĕрлĕ енлĕ ăсталăхне пăхса тăранмалла марччĕ – илĕртӳллĕ, чипер, хастар та хăюллă вĕсем.
Уяв УОЧНКА пуçлăхĕ В.И. Сваев тата Ульяновск облаçĕнчи вĕренӳпе ăслăлăх министерствин тĕп специалисчĕ Г.Д. Юдина ачасене, вĕсене хатĕрлентернĕ вĕрентӳçĕсене, ашшĕ-амăшне тав тунинчен пуçланчĕ. «Сире Аслă Вĕрентекенĕмĕрĕн И.Я. Яковлевăн кĕçĕн мăнукĕсем пулса çуралма пӳрнĕ. Эсир телейлĕ. Çак чыс-сума пурнăçăр тăршшĕпех тивĕçлипе йăтса пырăр», - терĕ Галина Дмитриевна. Владимир Ильич фестивале хутшăнакансене хăйсем мĕн вĕреннине хăюллăн кăтартса пама ăнăçусем сунчĕ.
Пултарулăх ăмăртăвĕ «Сăнарлă сăмах» каланинчен пуçланчĕ. 3-7 çулхи ачасем умлăн-хыçлăн илемлĕ сăвă вуларĕç. Çичĕ ачаран тăваттăшĕ Валентина Тарават сăвăçăн хайлавĕсене вĕренсе килнĕ. 7-10 çулхисем сцена çине улăхсан (19 сăвă калакан пулчĕ) вырăнти сăвăçсен ячĕсем пĕр хутчен çеç янăрамарĕç. Ку кăçал Раççейре литература çулĕ пулнине çеç мар, тӳрремĕнех çамрăк ăру чăваш поэзйĕпе кăсăкланма пуçланине пĕлтерет. «Юрă», «Ташă» номинацисенче мала тухассишĕн пынă тупăшу уйрăмах хĕрӳ иртрĕ. Малтан 3-7 çулхи шăпăрлансем, кайран 7-10 çулхисем хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç. Жюри членĕсене маттуррисен хушшинчен чи пултаруллисене суйласа илме, ахăртнех, çăмăл пулмарĕ. Манпа юнашар ларакан вĕрентӳçĕсем калашле, çак кун кашниех малти вырăна тивĕçлĕ: тăрăшулăхшăн, ăсталăхшăн, аслипе пĕрле кун пек чаплă номер хатĕ-рлесе килме пултарнăшăн, укçи-тенкине хĕрхенмесĕр илемлĕ кĕпе-тум çĕлетнĕшĕн, ташши-юрришĕн, сăввишĕн, хăйсене сцена çинче чăн-чăн артист пек тыткалама пĕлнишĕн, вăтанманшăн, килме тата репетицисем валли вăхăт тупнишĕн... «Путене» репертуарĕ ытти çулсемпе танлаштарсан питĕ анлă та пуянччĕ. Ятне ачасем валли çырнă çĕнĕ юрăсем нумаййине те асăнса хăварни вырăнлă. Пĕр юрă е сăвă икĕ хутчен янăрамарĕ. Аякран пăхсан пĕчĕк та янкăр çутă çăлтăрсем евĕрех туйăнчĕç пĕчĕкскерсем.
Фестивалĕн область тапхăрне Ульяновск ( 50, 72, 107, 174, 179, 233-мĕш ача сачĕсемпе 21, 29, 64, 76, 86-мĕш тата Лаишевкăри вăтам шкулсем), Çĕнĕ Ульяновск («Мир» ача-пăча центрĕ), Димитровград (25, 48, 56-мĕш ача сачĕсем) хулисенчен, Чăнлă (Пухтел, Кивĕ Улхаш, Çĕнĕ Улхаш, Чăвашкасси, Ирçел, Анат Тимĕрçен, Кунтикав, Тутар Каши, Йĕпе Пăкăрлă, Аслă Нагаткин), Ульяновск (Симĕс Раща тата Салмановка), Барăш (Ĕшке), Кăлаткăпуç (Чăваш Кăлаткă), Çĕнĕ Малăкла (Упамсар, Курахви ) районĕ-сенчен 207 ача хутшăнчĕ.
Çĕнтерӳçĕсем: «Сăнарлă сăмах» номинацире 3-7 çулхисем – Софья Алексеева (Ульяновск, пултарулăх ертӳçи – Екатерина Воробьева), Ярослав Кирюшин (Кивĕ Улхашри «Радуга» ача сачĕ, Ирина Уба ), Анастасия Натюновапа Олег Сандркин (Ирçелĕнчи «Кукушечка» ача сачĕ, Галина Сидорова)* 7-10 çулхисем – Полина Шигирданова (Кивĕ Улхаш шкулĕ, Нина Саморзина), Виктория Адамова (Ирçел, Татьяна Топтыгина) тата Алина Муртакова (Ульяновскри 86-мĕш шкул, Валентина Чугунова)* «Юрă» номинацире 3-7 çулхисем – Елизавета Стажарова (Ульяновскри 233-мĕш ача сачĕ, Галина Парфенова), «Чечексем» ушкăн (Ульяновскри 107-мĕш ача сачĕ, Людмила Ятманова), София Старцева (Димитровградри 56-мĕш ача сачĕ, Татьяна Симиргина)* 7-10 çулхисем – Мария Ямщикова (Ульяновскри 64-мĕш шкул, Екатерина Воробьева), Анна Портнова (Симĕс Раща шкулĕ, Раиса Волкова), «Хĕвел» ушкăн (Аслă Нагаткин, Валентина Игнатьева-Тарават)* «Ташă» номинацире 3-7 çулхисем – Марина Корнилова (Димитровградри 25-мĕш ача сачĕ, Евгения Гусева), Оксана Карсакова (Кивĕ Улхашри «Радуга» ача сачĕ, Ирина Уба), Альмира Заладинова (Тутар Кашинчи «Солнышко» ача сачĕ, Елена Скворцова) тата «Непоседы» ушкăн (Димитровградри 50-мĕш ача сачĕ, Диана Мартьянова)* 7-10 çулхисем - «Шур чечек» (Ирçел шкулĕ, Татьяна Топтыгина), «Гармония» (Упамсар шкулĕ, Мария Спиридонова), «Тумлам» (Ĕшке шкулĕ, Татьяна Рупасова) тата «Кăвакарчăнсем» (Кунтикав, Ирина Милюшкина), «Огонек» (Ульяновск, Светлана Чернова). Мала тухнисем çеç мар, хутшăннисем пурте çемçе теттесемпе дипломсене тивĕçрĕç.
- Фестиваль хыççăн тӳрлетмеллисем тупăнчĕç. Малашне çаксене шута илмеллех: ачана е ушкăна сцена çине йыхăрнă чухне (лешсем утса тухнă хушăра) вĕсем хăш шкултан е ача садĕнчен пулнине, хатĕрлентерекенĕн ятне каламаллах. Куракансен çав хастарсен ятне пĕлмеллех. Район тапхăрĕсенче çĕнтерӳçĕсене çирĕпрех суйламалла. Икçĕр ытла ача пĕр ăмăртура хутшăнни тĕрĕсех мар пулĕ. Ачасем ывăнса çитрĕç. Çĕнтерӳçĕсене палăртнă чухне малти вырăнсене тухакансене ытларах кăтартмалла (кашни вырăна виççĕ-тăваттă та юрать). Ачасем питĕ пултаруллă! Тĕрĕссипе, вĕсенчен кашниех медале тивĕç! Вĕрентекенсем те питĕ пысăк ĕç туса ирттереççĕ. Хăйсен тĕп ĕçĕсĕр пуçне хушма вĕренĕве пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ялсенче ача-пăча ӳнер шкулĕсем çук. Кун евĕр фестивальсене ачасене хатĕрлесси вăхăт та, тимлĕх те, ăсталăх та ыйтать, - терĕç Ульяновск хулинчи вĕренӳ учрежденийĕсенче ачасене тăван халăх культурине вĕрентекенсем.
 
: 417, Хаçат: 42 (1340), Категори: Культура

Комментарисем:

Dahrann (2016-06-30 23:32:59):
Okay I'm conncviedĕ Let's put it to actionĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: