Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕ спортри çитĕнĕвĕсемпе Раççейре çеç мар, тĕнче шайĕнче те чапа тухма пултарчĕ. Хастар чăваш тренерĕ Борис Чернов ирĕклĕ кĕрешĕве района илсе килнĕренпе кăçал 35 çул çитет.
Куршанкă-Шăхаль (Çĕпрел районĕ, ТР) каччи Ижевскри ял хуçалăх институтне вĕренме кĕрсен пĕрремĕш курсрах ирĕклĕ кĕрешӳ секцине çырăнать. Пилĕк çул сисĕнмесĕ-рех иртсе каять Борис Черновшăн, çăмăллăнах спорт маçтăрĕн кандидачĕн нормативне тултарать вăл. 1978-1980 çулсем – совет çарĕ-нче пулнă вăхăт. Аслă лейтенант званипе таврăнать вăл салтакран.
Аслă Нагаткинти сысна самăртакан комплексра зоотехникра вăй хунă, çав вăхăтрах комсомол пĕрлешĕвĕн секретарĕн тивĕçĕсене пурнăçланă хыççăн Борис Алексеевич каçсерен СПТУ спорт залне çӳреме пуçлать: ачасене кĕрешме вĕрентет. Кĕске вăхăт хушшинчех ун ачисем çитĕнӳсем тума пуçлаççĕ. Область чемпионĕсем пулса тăракансем те тупăнаççĕ: Александр Краснов, Вячеслав Тражуков, Сергей Трифонов, Николай Моисеев, Алексей Чебанов, Георгий тата Петр Майрабеевсем... Паян вĕсен ачисем ирĕклĕ кĕрешӳ ăсталăхне алла илеççĕ ĕнтĕ.
1984 çулта Борис Чернова Аслă Нагаткинта тренер-вĕрентекенте ĕçлеме сĕнеççĕ. Икĕ çул хăнăхнă училище никĕсĕнче кĕрешӳ секцине илсе пырать. Халь вăл çамрăксене спорта юратма вĕрентнĕшĕн ĕç укçи илсе тăма пуçлать. Уйрăмлăхĕ çакăнта çеç. 1986 çулта район центрĕнче ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулне уçаççĕ. Паянхи кунчченех ачасемпе яш-кĕрĕмĕн чи юратнă вырăнĕ вăл.
- Çав çулах ку шкула аслă тренер-вĕрентекен пулса куçрăм. Вĕренекенсемпе пĕрле котельнăй пулнă кивĕ çурта тĕпрен юсама шухăшларăмăр. Вырăна çӳп-çапран тасатрăмăр, пӳрт тăррине çĕнетрĕмĕр, урайне ăшăтрăмăр, тӳресем пулăшнипе ăшă ятăмăр. Виçĕ çул хушши ирĕклĕ кĕрешӳпе çак залта аппалантăмăр. Спорт шкулне тепĕр тренера Александр Алексеевич Яковлева ĕçе илчĕç. Ку зал вара тренировкăсем валли тăвăртарах пулса кайрĕ, - паллаштарать спорт шкулĕн ĕçĕ-хĕлĕпе Барис Алексеевич.
1989 çулта Б.А.Чернов Аслă Нагаткинри училище директорне Владимир Николаевич Пидиксеева кĕрешме вĕренме çĕнĕ зал кирли пирки ӳкĕте кĕртетех. Пĕр шухăш патне пырса тухнăскерсем - хăйсен вăйĕсемпе ăна çĕклеме тытăнаççĕ, çав çулах туса хураççĕ. Кирпĕч, кашта, хӳтĕлев плити, хăма туянас тесе ашшĕ-амăшĕ, ачасем алă пуснă çырусемпе тухнă. Строительство ĕçĕсене вĕçлеме спортсменсем хăйсем нумай пулăшнă: кирпĕч йăтнă, раствор тунă. Йывăрпа пулсан та ку çурт çĕкленнĕ. 1990 çулта вара зал çумне тата тепĕр пӳлĕм хушса тунă. Хушма çурта тренажер залĕ, канмалли тата душ пӳлĕмĕсем кĕнĕ. Кĕрешӳ залĕ пулса тăнă. Унтанпа 25 çул иртнĕ. Паян ăна тĕпрен юсаса çĕнетме вăхăт.
- Районта паян 200 ача ирĕклĕ кĕрешĕве вĕренет: Аслă Нагаткинра, Ирçелĕнче, Анат Тимĕрçенте, Кивĕ Улхашра, Покровскинче, Тутар Кашинче. Вĕсенче çак хастарсем тренерта вăй хураççĕ: ман ывăл Раççей спорт маçтăрĕ Иван Чернов, Артем Трифонов, Вячеслав Тражуков, Николай Узеринов, Виктор Заитов. Вĕсем пурте Раççей спорт маçтăрĕн кандидачĕ-сем. Тĕпрен илсен – тренерсенче ман вĕренекенсем ĕçлеççĕ, – терĕ Борис Алексеевич. – Вăтăр пилĕк çул хушшинче тăхăр Раççей спорт маçтăрне хатĕрленĕ, тĕнче класлă спорт маçтăрне – пĕрре, спорт маçтăрĕн кандидатне – вăтăра яхăн, пĕрремĕш разрядлă кĕрешӳçĕсене – темиçе çĕр. Юлашки вунă çул хушшинче хĕрачасене тренировкăсене чĕнме пуçларăмăр. Хĕрарăмсем хушшинче Раççей чемпионки ятне пирĕн вĕренекен Инна Тражукова (Ирçел) тивĕçрĕ. Хĕрсем хушшинче – Анна Краснова (Аслă Нагаткин). Вĕсем иккĕшĕ те - Раççейĕн пĕрлештернĕ командин йышĕнче. 2007 çулта Раççей чемпионки ятне Алевтина Трифонова тивĕçрĕ. Çав çулах Ксения Недрышкина (Аслă Нагаткин) Раççей первенствин кĕмĕл призерĕ пулчĕ. Кăçал бронза медале Наталия Кашкарова (Кивĕ Улхаш) тивĕçрĕ.
Борис Чернов тренер тата унăн пуçаруллă вĕренекенĕсем тăрăшнипе каччăсемпе хĕрсем хушшинче ирĕклĕ кĕрешӳпе районта çулсерен пилĕк ăмăрту иртет. Тупăшусене Раççейĕн ытти республикисемпе облаçĕсенчен спортсменсене йыхăраççĕ чăнлăсем. Тахçантанпах йĕркелекен тата уйрăмах пысăк шайлă турнирсенчен пĕри – Совет Союзĕн Геройне Егор Терентьевич Воробьева халалланă пĕтĕм Раççей турнирĕ. Ăна 33 хут ирттернĕ. Вĕсенчен 30-шĕнче – Герой чĕрĕ-сывă чухне. Турнир кашни çул нарăсăн (февраль) 23-мĕшĕнче пулать.Унта Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен 300 яхăн спортсмен хутшăнать. Кунсăр пуçне тата район шайлă тăватă первенство йĕркелесе ирттереççĕ.
Борис Алексеевич ертсе пыракан спорт шкулĕнчен вĕренсе тухнисенчен чылайăшĕ паян Хусанти, Ульяновскри олимп резервĕн училищисенче вĕренеççĕ. Чи хастаррисене Мускава, Шупашкара чĕнеççĕ.
- Самантпа усă курса Чăнлă район пуçлăхне Х. В.Рамазанова тав туса хăварас килет. Ханяфи Валиевич районта спорт аталантăр тесе нумай вăй хурать, спортсменсене укçа-тенкĕпе пулăшать, тренерсене хавхалантарать, – терĕ Чăнлă районĕн Хисеплĕ çынни, Раççейри пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ Борис Чернов.
 
Аслă Нагаткин.
 
: 733, Хаçат: 42 (1340), Категори: спорт

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: