Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр область правительствин черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Вăл правительство членĕсене районсене çитсе облаçăн 2012 çулхи бюджечĕн проектне ульяновецсемпе сӳтсе явма хушнă.
«Пирĕн умра - пысăк тĕллев: Ульяновск облаçĕ 2012 çулта Атăлçи федераллă округра чи малта пулмалла, - тенĕ кĕпĕрнаттăр, - çавăнпа кашни ульяновск çемйи экономикăри çитĕнӳсене туйса пурăнмалла, çак ĕçе хастар хутшăнмалла».
Правительствăн налукпа бюджет политики çак тĕллевсем çинче палăрса тăмалла: паянхи саманана тивĕçтерекен пысăк технологиллĕ производствăсем йĕркелесси; облаçри çул-йĕрсене тивĕçлĕ шая çĕклесси; çынсен сывлăхне упрасси тата сиплесси; ветерансене, пенсионерсене, инвалидсене пурăнма пур майсем те туса парасси; нумай ачаллă çемьесене пулăшасси; çынсене пурăнмалли хăтлă хваттерсемпе тивĕçтересси; вĕрентӳпе воспитани тытăмне Раççейри чи аваннисен шутне кĕртесси; çĕнĕ культура политикине пурнăçа кĕртесси; пурăнмалли тата коммуналлă инфратытăма çĕнетесси; хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси; патшалăх тата муниципалитет тивĕçтерĕвĕсене «электронлă правительство» çине куçарасси; гражданлă обществăн хастарлăхне аталанма çулсем тупса парасси.
Сергей Морозов çирĕплетнĕ тăрăх, бюджетри «Наци экономики» пайĕнче укçа-тенкĕ уйăрасси икĕ хута яхăн ӳсет – 1,9 млрд тенкĕрен тытăнса 3,5 таранччен. Çул-йĕр фондне 2,2 млрд тенкĕ уйăрнă (7,5 хут нумайрах). Сывлăх хуралĕпе спорта аталантарма уйăрнă укçан калăпăшĕ 3,3 млрд тенкĕрен тытăнса 7,1 тарана çитмелле.
Кĕпĕрнаттăр палăртнă тăрăх, 2012 çулти бюджетра Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерсе пĕтермелле. Кунсăр пуçне, 2012 çулăн утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çие юлнă хĕрарăмсем, кăкăр ĕмĕртекен амăшсем, 3 çул тултарман пепкесем область бюджечĕ шутĕнчен тăранса пурăнĕç. Бюджетра регион тата муниципалитет бюджетникĕсене ипотекăн пуçламăш тӳлевне 50 процент тӳлеме те палăртнă. Ипотека кредичĕ 11,5 процентран 8 таранччен чакмалла. Бюджетăн «Национальная безопасность и правоохранительная деятельность» пайĕ виçĕ çулта 940 млн тенкĕрен иртсе каймалла.
 
: 961, Хаçат: 42 (1134), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: