Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
1913 çулта Кашаран уйрăлса тухнă çемьесенчен Чăнлă шывĕ хĕрринче Кунтикав ялĕ пулса каять. Пĕрремĕш çемьесен хушшинче - Сергей Прохорович Романовăн кил-йышĕ.
Вăл ялăн çурçĕр-хĕвеланăç енне çурт туса ларать. Сергей Прохоровичпа Татьяна (Татюк) мăшăрĕ ултă ача çуратса ӳстереççĕ: Христина (1911 çулхи), Александр (1918), Николай (1922), Валентин (1926), Анатолий (1928) тата Александра (1931). Ӳссе çитĕнсе вĕсем пурте хăйсен тивĕçлĕ шăпине тупаççĕ.
Чăнлă районĕнче уйрăмах Анатолий ырă йĕр хăварать. Вăл шкултан ăнăçлă вĕренсе тухсан 1943 çулта Ульяновскри механика техникумне вĕренме кĕрет.
1946-1951 çулсенче Ульяновскри ял хуçалăх институтĕнче аслă пĕлӳ илет.
1952 çулта пĕрле вĕреннĕ вырăс хĕрĕпе – Мария Николаевнапа (Хирти Репьевкăран) çемье чăмăртать.
Ĕç биографийĕ унăн Чăнлă районĕнче пуçланать. 1951-1953 çулсенче Телешовкăри МТСра тĕп агрономра ĕçлет. Пилĕк çул Печурскри МТС директорĕн тивĕçне пурнăçлать. Ăста ертӳçе часах Чăнлă районĕн ял хуçалăх инспекцийĕн пуçлăхне çирĕплетеççĕ.
1961-1964 çулсенче вăл Майна районĕнчи «Красный Восход» совхозăн директорĕнче ĕçлет. Ун хыççăн пĕр çулталăк Сăр районĕнчи ял хуçалăх управленин пуçлăхĕ пулать.
1965 çулта Анатолий Сергеевича Чăнлă районĕн коммунистсен партин пĕрремĕш секретарьне суйласа лартаççĕ. 1985 çулчченех туртать вăл çак лава. Унтан пĕр çулталăк Ульяновскри Володарский ячĕллĕ машинасем тăвакан заводăн пуçлăхĕн çумĕнче вăй хурать. Тивĕçлĕ канăва кайиччен виçĕ çул Анатолий Сергеевич Ульяновск облаçĕн ял хуçалăх куравĕн директорĕнче вăй хурать.
Анатолий Романов ертсе пынă çулсенче Чăнлă районĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес, çурт-йĕр çĕклес ĕçре тата ял хуçалăх кăтартăвĕсемпе пысăк ӳсĕмсем тăвать. Пĕтĕм Союз тата пĕтĕм Раççей ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене çĕнсе илет. Ăна коммунистсен партин XXIV сьезчĕн делегатне суйлаççĕ. Область канашĕн 13-мĕш тата 14-мĕш созывĕсен депутачĕ пулать. Анатолий Романов – Ленин, Октябрь Революцин тата Хĕрлĕ Ялав орденĕсен кавалерĕ.
Вăл ăçта пурăнсан та, мĕнле вырăнта ĕçлесен те çывăх тăванĕсемпе ял-йышне манса кайман, май килнĕ таран пулăшса пынă. Уйрăмах хăйне вĕрентнĕ математика учительне – Матрена Аввакумовна Медведевана хисеплесе пулăшнă. Ырă чунлăскер хăй çинчен ырă ят хăварнă вăл.
Анатолий Сергеевичăн çывăх тăванĕ Н.А. Рыбакова аса илнинчен:
«Пирĕн аттепе Толя тете питĕ туслăччĕ. Атте механикра ĕçлетчĕ. Яла килсен Толя тете пирĕн патăмăра кĕмесĕр иртсе каймастчĕ. Икккĕшĕ нумай ыйтăва сӳтсе яватчĕç, канашлатчĕç.
Анатолий Сергеевич техника паркĕсене, фермăсене хăй кĕрсе тĕрĕслесе çӳретчĕ,унăн машининче яланах резина атă пулнă, фермăсене пушмакпа кĕрсе тухаймастăн вĕт...Техника паркĕнче те чĕркуççи таран пылчăк. Хăй куçĕпе курса тĕрĕслемесĕр чунĕ канмастчĕ унăн.
Пĕррехинче ферма умне Анатолий Сергеевичăн машини пырса чарăнсан ферма зведующийĕ пуçлăхăн ури вараланасран асăрхаттарса çапла калать:
-Тен, кĕрсе çӳремесен те юрать, сыснасене лайăх пăхатпăр, айĕсене куллен тасататпăр, çĕнĕ улăм саратпăр.
-Чыс та мухтав сире уншăн, анчах та эсир пĕлетĕр-и сыснасен айĕнчи улăма куллен улăштармалла маррине/ Куллен улăштарсан улăм мамăкланать,- ăшшăн кулса шӳтленĕ район пуçлăхĕ.
Ака-суха, тырçи вăхăчĕсенче Анатолий Сергеевич районти колхозсене çитсе кашнин ĕçĕпе паллашнă, тишкернĕ. Тав тума, ырă сăмахсем каласа хавхалантарма пĕлнĕ вăл. Хыпарсене райкомри ĕç пӳлĕмĕнчен шăнкăравласа пуçтарман, пур çĕре те хăй çитме тăрăшнă. Çавăнпа та унăн сумлă ячĕ паянччен упранать халăх хушшинче».
Акă мĕнлерех аса илет «Слава» колхоз чухне парторгра ĕçленĕ Юрий Чайников коммунист:
-Çар службинчен таврăнсан мана ялти парторганизаци секретарьне суйларĕç. Пирĕн колхоз малти вырăнта пыратчĕ. Председатель тилхепи ун чух Наиль Ибраев аллинчеччĕ. Анатолий Сергеевичпа эпир килĕштерсе ĕçлеттĕмĕр. Вăл ял ĕçченĕсене хавхалантарма тата лайăхрах ĕçлеме вăй хушса пыратчĕ. Театр е концерт таврашĕсене курма автобус яратчĕ. Шупашкара «Праски инке хĕр парать» камит курма кайни халĕ те асрах. Ку пьесăна А.С. Чебанов Кунтикав ĕçченĕсене халалласа çырнă теççĕ. Вăл çулсенче тăрăшса ĕçленĕ хыççăн пĕрле канма та пĕлнĕ халăх. Анатолий Сергеевичăн ырă ятне чĕрере упратăп.
Килĕшӳллĕ мăшăр – Романовсем – пилĕк ача çуратса ӳстерет. Владимир, Вячеслав, Татьяна, Сергей тата Алена - Романовсен йăхне малалла тăсаççĕ.
Анатолий Романовăн чĕри 1994 çулхи августăн 23-мĕшĕнче тапма чарăннă. Чăнлă районĕ тата ял халăхĕ çак чăннипех те халăхшăн çуннă çынна паян та ырăпа асăнать.
 
Каша ялĕ.
 
: 340, Хаçат: 42 (1340), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: