Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Шанăç» юрă ушкăнĕ чăмăртаннăранпа октябрь уйăхĕнче пилĕк çул пулчĕ. Облаçри ытти пултарулăх ушкăнĕсемпе танлаштарсан ку нумаях мар, апла пулин те шанăçсем чăмăртансан çулталăк çурăранах «Халăх ушкăнĕ» ятне хӳтĕлеççĕ. Кăçал ку ята вĕсем иккĕмĕш хут çирĕплетнĕ.
 
Акă мĕнлерех аса илет «Шанăç» ертӳçи, поэт, çыравçă, композитор, 25 кĕнеке авторĕ, Чăнлă районĕн тата Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ çынни Валентина Игнатьева (Тарават) Аслă Нагаткина килсе тĕпленнĕ тапхăра:
« Эпĕ килнĕ çулсенче (1978-80 çулсем) манăн ывăлсем пĕчĕкчĕ-ха. Çапах та Культура керменне çӳреттĕм. Тĕрлĕ ушкăнсенче юрлаттăм. Вăл вăхăтра кунта Николай Косырев баянист ĕçлетчĕ (кайран вăл Çĕнĕ хулара «Эревет» юрă ушкăнне йĕркелесе ячĕ). Ывăла çухатсан юрлама пăрахрăм. 1989 çулта шкул ачисемпе чăваш чĕлхипе факультатив йĕркелесе ятăм. Кайран «Шăпчăк» юрă юшкăнĕ чăмăртарăм. Унпа пĕрлех технологи техникумĕнче «Ĕмĕт» тата «Русская песня» ятсемпе çĕнĕ ушкăнсем çуралчĕç. 24 çул ĕçлерĕм вĕсемпе! Калама кăна... Пĕрре тытăнсан çапла вĕт – пăрахаймастăн. Ăçта кăна çӳремен пĕчĕк артистсемпе, ăçта кăна хутшăнман эпир! Яваплăхĕ калама çук пысăк, ĕçĕ те нумай. Паллах, ывăнтарать. Хăш чух - çăмăл мар самантсенче - йăлтах пăрахас шухăш та çуралатчĕ. Сывлăхăма çамрăк чухнехипе танлаштараймастăн. Тухтăрсем те хам çине ытлашши ĕç «тиеме» хушмаççĕ».
Çук çав, Валентина Николаевна пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарса, вĕрентсе ӳстернĕ ушкăнсем çине алă сулса килте ларакан çын мар. Урăхларах, çирĕпрех чустаран вăл. Тӳрĕ кăмăллă, пуçланине вĕçне çитерме хăнăхнăскер.
Çапла, лара-тăра пĕлмен ентешĕмĕр сăвă хыççăн сăвă, тĕрлĕ хайлавсем шăрçаласа юрăсем çырнисĕр пуçне миçе ачана пултарулăх тĕнчине илĕртмен пулĕ...
Пилĕк çул каялла вăл каллех çĕнĕ ушкăн чăмăртать. Чăваш юрришĕн тунсăхланă хĕрарăмсем ун патне пырса юрлас кăмăл пуррине пĕлтереççĕ.
-Юрĕ, - килĕшет Валентина Николаевна пулăшма пулса,- анчах хам юрламастăп.
Ертӳçĕ сиссе те юлаймасть - юрăç çумне юрăç хутшăнса часах ушкăн пулса каять. Ку пĕрремĕш утăм çеç-ха. Малалли вара ертӳçĕн ăсталăхĕнчен килет. Вăл кĕске вăхăтрах репертуар йĕркелет, Шупашкара кайса тумсем саккас парать. Икĕ эрнерен вĕсем хатĕр те. Баянист пулма Пухтелĕнче пурăнакан Н.И. Мускин килĕшет.
«Ку тумсемпе чи малтан эпир Чăвашкассинчи И.Я.Яковлев кунне хутшăнтăмăр. Çур çултанах пире Шупашкарта çулсерен иртекен пĕтĕм Раççейри пултарулăх ушкăнĕсен «Родники России» фестивальне чĕнчĕç. Унтанпа çак сумлă фестивале эпир виççĕ хутшăннă. Çаплах эпир пилĕк хутчен регионсем хушшинчи «Венок Дружбы» фольклор фестивалĕнче пултăмăр. Кăçалхи раштав уйăхĕнче Ульяновскри казак юррисен фестиваль-конкурсне хутшăнма чĕнчĕç. Ку тĕле пирĕн вырăс юрри хатĕрлес пулать, - терĕ те вăл пĕр саманта шăпланчĕ. – Арçын сассисем çителĕксĕртерех. Ушкăна арçынсем кирлĕ те...»
Паян «Шанăçра» вунă хĕрарăм тата тăватă арçын. Ку шута ертӳçĕ те кĕрет. Ыттисемпе пĕрле хăй те сцена çине тухать.
«Мĕнле-ха унсăрăн/ - тет Валентина Николаевна, - юрлама вĕрентни – пĕрре, сцена çине тухсан ертсе пыраканни те кирлĕ-çке-ха... Çавăнпа та хамăн та юрлама тивет.
Пилĕк çулта тем те пулнă: пăшăрханмалли те, савăнмалли те. Кирек ăçта тухса çӳреме те ума чи малтан транспорт ыйтăвĕ тухса тăрать. Тара тытас пулсан уншăн тӳлемелле. Ансамблĕн хăйĕн укçи çук. Çавăнпа та ертӳçĕн спонсор шырас пулать. Каяс çул мĕнле вăрăмрах - çавăн чухлĕ нумайрах укçа кирлĕ. Телее, тупăнса пыраççĕ-ха пирĕн тĕле ырă çынсем».
Валентина Николаевна сăмахĕпе, вĕсене мĕнпур енĕпе район администрацийĕ пулăшса пырать. Çĕнĕ кĕпесене те вĕсем çĕлетсе панă. Ульяновскри В.А. Федоров усламçă пулăшкаланă. УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев та пулăшу аллине пĕрре çеç мар тăснă. Апла пулин те сайра хутра ертӳçĕн тата артистсен кĕсйинчен те тухкалать.
- Пултарулăх ĕçĕнче вара тĕп спонсор – çемье. Хам ĕçпе тухса çӳреме, кĕнеке кăларас ĕçре мана Андрей ывăлпа Роберт Дмитриевич мăшăр пулăшаççĕ. Вĕсене Турă сывлăх парса тăтăр. Пулăшу паракансене пурне те тав тăватăп, – тет ертӳçĕ.
Валентина Николаевна хăй чăмăртанă ушкăнпа ĕçлени сахал, вăл Лянкинсен çемйинчи усрава илнĕ ачасенчен йĕркеленĕ «Хĕвел» ушкăна нумай пулăшать. Вĕсемпе тĕрлĕ мероприятисене тухса çӳрет, юрăсем суйласа илме тата сасăсене килтерсе юрлама вĕрентет. Пуриншĕн те ыратать унăн чĕри. Уйрăмах ачасен шăпи кулянтарать ăна. Акă кăçал та вăл хĕр пĕрчисене облаçри «Путене» тата «Чăваш ачи, сассуна пар!» конкурссене хатĕрлет. «Губернаторский» Культура керменĕнче иртнĕ Чăваш тумĕн фестивальне хутшăнчĕç шанăçсемпе хĕвелсем.
Паллах, Валентина Николаевнапа эпир ĕмĕтсем çинчен те калаçрăмăр.
- Турă мĕн парать - çавă пулать. Сывлăх çеç пултăр. Ку тĕле пирĕн йывăрлăхсем çук темелле. Артистсем мана савăнтараççĕ. Репетицисене хаваспах çӳреççĕ. "Шанăçа" хама шаннă пек шанатăп,- тет вăл йăл кулса.
 
Аслă Нагаткин.
 
: 282, Хаçат: 42 (1340), Категори: культура cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: