Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслă Нагаткинти Культура керменне эпĕ питĕ хĕрӳ вăхăтра пырса кĕтĕм. Сцена çинче хĕрсех репетицисем пыратчĕç. «Норовские певуньи» тата «Уйсас» юрă ушкăнĕсем Ульяновскри «Киндяковка» Культура керменĕнче ватăсене халалланă «Золотая осень» ятпа иртекен фестивале хатĕрленеççĕ иккен.
Репетици ĕçне районти культура пайĕн пуçлăхĕ Валентина Фомина йĕрлесе пыратчĕ. «Халăх ушкăнĕ» ят илме тивĕçлĕ пулнă «Норовские певуньи» ушкăна чăмăртаса паян кунччен (5 çул) ертсе пыракан хастарпа – Нина Николаевна Баутинапа - фойере ăнсăртран паллашрăм.
Ачалăхĕ унăн Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Кивĕ Йĕлмелĕнче иртнĕ. Çемьере вунă ача пулнă. Вера ятлипе вĕсем йĕкĕреш çуралнă.
- Хама астăвассах эпĕ питĕ юрлама-ташлама юрататтăм. Кĕрекере хăнасем купăс кĕввипе юрлатчĕç, ташлатчĕç, эпĕ вара тĕпелте хĕмлеттереттĕм çеç. Анне юрă ăстиччĕ, сасси питĕ илемлĕччĕ. Ялта ăна Альтюк тесе чĕнетчĕç. Атте купăс калатчĕ. Митя тете те ăста купăсчĕ. Мана вăл вĕрентрĕ.
Вуннă пĕтерсен анне пире хулана яма хăрарĕ. Çавăнпа та эпĕ Арбузовкăри сĕт-чăкăт заводне кайса вырнаçрăм. Акка унта ĕçлетчĕ. Виçĕ çула яхăн ĕçлерĕм, тумлантăм. Унтан училищĕне çу тăвакан маçтăра вĕренме кайрăм. Виçĕ çула яхăн вĕренмеллеччĕ. Çак ĕç кăмăла кайманнипе пăрахса килтĕм. Вера мана укçа парса тăратчĕ. Вăл пулăшнипе музыка шкулне вĕренме çӳрерĕм. Училищĕне пăрахнине пĕлсен мана аккасем калле май хăваласа ячĕç. Вĕренсе пĕтерме тиврĕ. Ишевкене ĕçлеме ячĕç. Çу-чăкăт комбинатне лаборанткăна илчĕç. Çакăнта пĕр палланă çын патне баян калама вĕренме çӳрерĕм,- кула-кула аса илет вăл çамрăк чухнехине.
1975 çулта Нина Николаевна Ульяновскри культура училищине вĕренме кĕрет. Оркестр уйрăмне пĕтернĕскере Аслă Нагаткина ĕçлеме яраççĕ. 1978 çултанпах вăл çакăнта вăй хурать. Тĕрлĕ ĕçре вăй хума тивнĕ ăна: автоклуб заведующийĕ-нче, музыка шкулĕнче, культура пайĕн пуçлăхĕн çумĕнче.
Купăс тата баян илемлĕ калама пĕлекенскер пилĕк çул каялла «Норовские певуньи» ушкăн йĕркелесе ярать. Мĕншĕн «норовские»-ха/ Мĕншĕн тесен ушкăнра юрлакан пилĕк пĕртăван – кӳршĕ Норовка ялĕнчен. Пурĕ çичĕ çын. Репертуарта ытларах вырăс юррисем. Эрнере икĕ хутчен пухăнса репетици ирттереççĕ артистсем.
Районти пĕр уяв та вĕсен хаваслă юррисемсĕр иртмест. Ушкăн нумай тухса çӳрет. Вĕсем тăтăшах «Тереньгульские переливы» конкурса хутшăнаççĕ. Юлашки конкурсран вĕсем «Куракансем кăмăллакан ушкăн» номинацин парнипе таврăннă.
Нина Баутина çичĕ çул пенсире ĕнтĕ, апла пулин те хастарлăхĕ, юрлас-ташлас кăмăлĕ унра тапса тăрать.
-Тăватă ачана ура çине тăратрăмăр темелле. Оксана Микулинти шкулта ют чĕлхе вĕрентет. Анастасия – информатика учителĕ, Тимĕрçенте ĕçлерĕ, халĕ Санкт-Петербургра пурăнать. Андрей - çар çынни. Вăл хăй шăпине Инçет Хĕвелтухăçпа çыхăнтарчĕ. Николай УлППУ студенчĕ, истори факультетĕ-нче вĕренет. Эпĕ икĕ хут кукамай пулнă ĕнтĕ. Килте ларма иртерех-ха. Ĕлкĕрĕпĕр-çке... Хальлĕхе ун пирки шутлама вăхăт çук, - терĕ вăл артисчĕсем патне васкаса.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 244, Хаçат: 42 (1340), Категори: культура cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: