Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тĕнчере, çĕршывра, регионта, районта мĕн пулса иртни, мĕнпур документ архивра упранса юлать.
1934 çулхи декабрĕн 10-мĕшĕнче вырăнти компарти аппарачĕн, çĕнĕ стройкăсен, совхозсемпе колхозсен, машинăпа трактор станцийĕ-сен докуменчĕсене пуçтарас, сыхласа хăварас тата малашне усă курас тĕлĕшпе СССРăн Тĕп комитечĕпе Халăх комиссариачĕ районсен архивĕсене йĕркелеме йышăннă.
1936 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче Пухтел райĕçтăвкомĕн президиумĕн ларăвĕнче пĕрремĕш хут «О состоянии и упорядочении архивного материала в районе» ыйтăва сӳтсе явнă. Архив валли Аслă Нагаткинти чиркӳ пулнă çурта уйăраççĕ. Райĕçтăвкомăн архивисчĕсем район учрежденийĕсенчен, ял совечĕсенчен, колхозсемпе совхозсенчен материалсем пуçтарма тытăнаççĕ.
1938 çулхи декабрьте патшалăх архивĕсемпе архив управленийĕсем НКВД тытăмне куçаççĕ. Çапла 1962 çулччен архив çак тытăмра пулать. Çав çулсенче районти патшалăх архивĕпе ЗАГС районти милици уйрăмĕпе юнашар вырнаçнă пулнă. 1962 çулта архив каллех районти ĕçтăвкома пăхăнса тăма тытăнать, 1992 çулхи январь уйăхĕнчен – район администрацине.
1974-1985 çулсенче Чăнлă районĕнче колхозсемпе совхозсен уйрăм архивĕ ĕçленĕ.
Район архивне йĕркеленĕ-ренпе кĕçех 80 çул çитет. Çак вăхăтра унăн заведующийĕсем çаксем пулнă: К.С.Филиппова, А.М.Пронина, Е.И.Митина, Е.И.Корнеева, М.М.Сессина, В.П.Денежкина, Т.Секретарева, Г.С.Кузеванова, В.И.Агапова, Л.А.Лашина, М.Н.Бычкова, Л.А.Мынина, Л.Морозова, Е.Н.Захарова, Е.М.Краснова, И.С.Петрова, А.П.Ермолаева.
Вĕсем пурте пысăк ĕç илсе пынă. Е.Н. Захарова, тĕслĕ-хрен, архива 13 çул ертсе пынă. Çак вăхăтра фондсен шучĕ икĕ хута яхăн ӳснĕ, 7486-ран 12785-е çитнĕ. Сăнӳкерчĕ-ксене документ йышне кĕртсе вĕсем пирки çырса кăтартма пуçланă. Район çыннисем тăватă хут нумайрах документсем шыраса архивран пулăшу ыйтнă. Заведующи тăрăшнипе «Архивы – духовные символы Симбирского-Ульянов ского края» брошюра тухнă.
Хальхи вăхăтра архива чăваш хĕрĕ Анна Петровна Ермолаева ертсе пырать. Унăн ашшĕпе амăшĕ Аслă Нагаткина Чăваш Республикинчен 1976 çулта куçса килнĕ.
Анна Петровна шкул хыççăн Аслă Нагаткинти техникумра технолога вĕреннĕ, кайран – ял хуçалăх академинче.
-Архивра иккĕн кăна ĕçлетпĕр - эпĕ тата Татьяна Ивановна Кальметова специалист. Кунта 1965 çултан пуçласа учрежденисемпе предприятисен, тĕрлĕ хуçалăхсен докуменчĕсем упранаççĕ. Районти сумлă çынсен ятарлă фончĕ-сем пур – А.Ф.Ермиловăн, А.И.Романовăн, И.В.Дубовăн, Г.Н.Хомутовăн, А.И.Игнатьевăн, районти Совет Союзĕн Геройĕсен. Сăнӳ-керчĕк-докумен тсем кăна 200 яхăн. Юлашки çулсенче архива предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсемпе çыхăннă документсем килме тытăнчĕç. Паян архив – чи кирлĕ учрежденисенчен пĕри. Тивĕçлĕ канăва тухакан кашни çын пирĕнтен пулăшу илет: мĕнле те пулин справка кирлĕ. Ĕç пирĕн питĕ интереслĕ. Кунĕпе темле çын та кĕрсе тухать, темĕн те каласа парать. Чăнлă районĕнчен тухнă çынсем тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ. Унчченхи СССРти чи инçе кĕтесрен пĕр-пĕр справка ыйтса çыру çыраççĕ. Эпир кашнине хурав паратпăр. Нумай çĕннине, район историйĕпе çыхăннă пулăмсене хамăр валли уçатпăр кунта. Интереслĕреххисене истори страниципе çыхăнтарса район хаçатĕнче пичетлетпĕр, - каласа парать Анна Петровна.
 
: 247, Хаçат: 42 (1340), Категори: культура cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: