Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Унăн историйĕ 1579 çулта Хусанти пысăк пушартан тытăннă.
Чи малтан Онучин купсан çурчĕ çуртне вут хыпса илнĕ. Пушар хыççăн купсан 9 çулхи хĕрĕ Матрона тĕлĕк курать: Турă Амăшĕ ăна вĕсен çурчĕ айĕнче унăн асамлă турăшĕ упранни пирки калать. Ăна тутарсем хуçаланнă вăхăтрах христиан тĕнне ĕненекенсем çĕр айне пытарса хăварнă пулнă. Турă Амăшĕ çак турăша ăçта тупмаллине тĕрĕс ăнлантарнă.
Ашшĕпе амăшĕ хĕрача каласа панине хăлхана та чикмен. Вара Çӳлти Турă Амăшĕн сăнарĕ вĕсен умне виççĕ те тухнă, виççĕмĕшĕнче – кăрарах сăнпа. Турăша Матрона хăй тупать. Унăн сăнарĕ калама çук илемлĕ, çутă сăрăсемпе паян ӳкернĕ тейĕн. Тепĕр вунă çултан Матрона Турă Амăшĕн турăшĕ ячĕллĕ хĕрарăмсен мăнастирне вырнаçать.
Çак турăш Раççее пăлхавлă вăхăтра та çăлса хăварать. Польша интервенчĕсем Раççее тапăнса кĕрсе Мускава çавăрса илеççĕ, Пĕтĕм Раççей тата Мускав Патриархне Ермогена нӳрĕ путвала пăрахаççĕ. Вăл пĕр вĕçĕм Турă Амăшне кĕлтунă. Турă Амăшĕн турăшĕпе кнеçĕн çарĕсем Мускав Кремлĕ патне çывхараççĕ. Унччен виçĕ кун вĕсем типĕ тытса Турă Амăшĕ умне чĕркуçленсе ларса Çĕнтерӳ-шĕн кĕлтăваççĕ. Поляксем патĕнче тыткăнра тертленекен Арсений архиепископ умне Сергий Радонежскийĕн сăнĕ тухать. Вăл ăна çапла калать: «Арсений, пирĕн кĕлле Турă Амăшĕ илтрĕ. Ыран Мускав вырăссен аллине куçать. Раççей тăшманран хăтăлать». Чăнах та тепĕр виçĕ кунтан Кремле ирĕке кăлараççĕ. Октябрĕн 22-мĕшĕнче (ноябрĕн 4-мĕшĕнче) вырăс çарĕсем Хусан Турă Амăшĕн турăшне йăтса Кремле çитсе кĕреççĕ. Унта Арсений архиепископпа тĕл пулаççĕ. Унăн аллинче Владимир Турă Амăшĕн турăшĕ пулнă. Халăх çак икĕ хăватлă турăш тĕл пулнинчен питĕ тĕлĕннĕ.
Çавăнтанпа турăшсен хăвачĕ вырăс çĕрне хӳтĕлесе тăрать. Çавăнпа та вырăс çĕрне поляксенчен тасатнă ятпа ноябрĕн 4-мĕшне Хусан Турă Амăшĕн турăшĕн кунне уявлама палăртнă.
1649 çултанпа православи уявне пĕтĕм Раççей паллă тăвать.
 
: 331, Хаçат: 42 (1340), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: