Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Калав)
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 39-40-мĕш номерсенче.)
 
Хĕр арçыннăн куçне пăраларĕ. Петĕр хăйне ниçта хураймарĕ. Ирина хăйĕн çине çак самантра качака путекки çине сиксе ларма хатĕрленнĕ кашкăр пек çисе ярасла пăхнипе шикленчĕ. Мăйĕ çине çакăнсан мĕн тумалла/ Ахаль те юлашки вăхăтра ку хĕре курсан Петĕрĕн чĕре таппи улшăнать.
Вĕсем ялтан тухсан машина йĕрĕн икĕ енĕпе утрĕç. Пĕр-пĕринпе чĕлхи килчĕ вĕсен. Калаçу татăлмарĕ, Иринăшăн сукмак хĕсĕнсе пычĕ, вăл майĕпен Петĕр патне çывхарчĕ. Юлашкинчен арçын çумне çыпçăнсах ларчĕ, утнă май ăнсăртран тенĕ пек пӳрнисемпе унăн аллине сĕртĕнчĕ, юриех сулăнса кайса ӳкесрен сыхланнă пек пилĕкĕнчен ярса илчĕ. Петĕр чăтаймарĕ. Хĕре ыталаса илсе тутине шыраса тупрĕ. Ирина хирĕçлемерĕ, ун çумне хытăрах пăчăртанчĕ, аллисемпе пуçне ыталаса илсе пӳрнисемпе кăпăшка çӳçне тăрмаларĕ. Арçын хĕрĕн чăмăр кăкăрĕсене туйнипе хĕрӳленчĕ, шалти чĕтреве ерчĕ. Апла пулин те хăйне алра тытма тăрăшрĕ. Майĕпен хĕре вĕçертрĕ.
-Уй-хире мĕн тума килнине манса каяр мар. Ав çав çырма хĕрринче хитре хăмăшсемпе ытти çӳллĕ курăксем ӳсеççĕ. Шăп сана кирлисем, - терĕ Иринăна хăй çумĕнчен уйăрса. Хĕр ыйхăран аран вăраннă пек куçĕсене уçрĕ. Малалла вĕсем сăмах чĕнмесĕр утрĕç.
-Паян пĕр-икĕ чечек тататпăр та каялла каятпăр. Ман тем вăй пĕтрĕ, пуç ыратать, - терĕ сассине вăйсăррăн кăларса. Çапла вĕçленчĕ вĕсен пĕрремĕш çулçӳревĕ.
Малашне вара Петĕр хĕре унпа пыма хăй чĕнчĕ. Уй-хире кашни тухмассерен вĕсен хушшинчи хутшăнăвĕ шаларах кĕрсе пычĕ. Пĕррехинче Петĕр хăйне тытса чараймарĕ. Чарасси те килмерĕ. Ирина пĕртте хирĕçлемерĕ. Вăл хăйĕн тĕллевне пурнăçланипе савăнса киленчĕ.
Уй куçлă, вăрман хăлхаллă теççĕ. Петĕрпе Ирина иккĕшĕ пĕрле хире тухса çӳренисене куракансем пулчĕç. Сăмаха Аниççа патне çитерчĕç. Ку хыпар Аниççан чĕрине чĕрĕлле касрĕ. Çапах вăл чăтрĕ. Упăшкине ытлашши ыйту памарĕ.
-Паян мĕн çĕмĕрттерсе çӳрерĕн-ха уй тăрăх/ - ыйтрĕ вăл пĕррехинче. – Эсир халь ăçта мĕн акмаллине Иринăпа сӳтсе явса пăхса çӳретĕр теççĕ ялта. Тĕрĕс-и ку/
-Сӳпĕлтетсе ан лар. Эп лăстăр-лăстăр ывăнса килетĕп киле, эс мана темле ухмахла ыйтусем паратăн. Ачупа ĕçле. Кунĕпе килте ĕçсĕр ларса çын сăмахĕсене киле сĕтĕре пуçларăн, - терĕ хыттăн Петĕр. – Ирина ĕçлет вăл, сан пек мар.
Ку сăмахне Петĕр арăмне тӳрех çапса хуçас, юриех кӳрентерес тесе хушса хучĕ. Юлашки вăхăтра вăл арăмне Иринăпа час-часах танлаштарчĕ. Савăшура арăмĕ Иринăна çитеймерĕ.
Упăшкине хирĕç каланин усси çуккине пĕлет Аниççа. Петĕр ялан хăй кăна тĕрĕс. Ыттисен шухăшĕ ăна интереслентермест.
Паян та Аниççа тавлашса тăмарĕ. Чĕри чиксе кайнипе хĕрарăм апат пӳлĕмĕнчи тенкел çине кайса ларчĕ. Газ плити çинче ларакан тулли кастрюле курсан упăшкине каçхи апат çитерменнине аса илчĕ.
-Петĕр, каçхи апат туман-ха эпир те. Атя апат пӳлĕмне, - терĕ диван çинче телевизор курса выртакан упăшкине.
-Эп тутă, ман çиес килмест, - пуçне арăмĕ енне пăрмасăр хуравларĕ арçын.
Упăшки ăçта каçхи апат тунине Аниççа ăнланчĕ пулин те кун пирки сăмах хускатмарĕ.
Аниççа çывăрма выртсан та минтере куççульпе йĕпетрĕ. Упăшки сисесрен çаврăнса выртса хуллен йĕчĕ. Петĕр çакна хăй пек ăнланчĕ. Вăрă вăрра шанмасть тесе ахальтен каламан халăхра. «Мана юратманнипе çурăмпа çаврăнса выртать. Урăххи пирки ĕмĕтленет, аса илсе йĕрсе выртать. Тупăннă чиперкке! Кама кирлĕ эсĕ/ Мана та юратакансем пур. Ирина ав мĕнле кăна юрату сăмахĕсем каламасть. Çăтса ярас пек антăхса кайса чуптăвать. Арăмран вара эпĕ «юрататăп» сăмаха хăçан илтнине те маннă. Ан юрат, мана ыттисем юратаççĕ», - тесе тарăхса выртрĕ. Анчах Иринăна аса илни унăн чунне çемçетрĕ. Ку хĕрӳ хĕр ăна ура тĕпне çити чуптума хатĕр.
Люкинсен çемйинче каçсем халь кичем иртрĕç. Петĕрĕн килĕнче пĕртте тăрас килмерĕ, Аниççа ăна илĕртмерĕ. Чунĕ Ирина патне туртрĕ. Арăмне ют ялта пĕчĕк ачапа пĕччен хăварма шикленсе кăна пурăнчĕ çак килте арçын. Каçхи апата вăл Еля аппăшĕ патĕнче тума кăмăлларĕ. Чăнах та пĕçерме юратать хĕрарăм. Арçынна та юрама пĕлеççĕ çак çуртра.
Пĕррехинче Петĕр килне пĕр хутаç çыхмалли çип илсе килчĕ. Апатланнă хыççăн Еля аппăшĕ тыттарчĕ ăна:
-Эп питĕ çыхма юрататăп. Çамрăк чухне хулара пир-авăр комбинатĕнче вăй хунă. Ун чухне алăра çыхмалли çип таврашĕ нумайччĕ. Эп ыттисем пек сутман, шав яла сĕтĕреттĕм, аннене параттăм. Анне вара пирĕнтен автан авăтман яла куçса кайсан çав çип таврашне хамăр киле куçарса килтĕм. Арăмна пар, ачупа сана валли чăлха-нуски çыхсан та аван, - терĕ хĕрарăм Петĕре хутаç тыттарса.
Тутă упăшки каçпа килне пĕр хутаç çип йăтса килсен Аниççа савăнмарĕ. Ку парне ăçтан пулнине ăнланчĕ. Упăшки нуски çыхма хушнине хăлхине чикмесĕр хутаçне алăк хыçне персе ячĕ.
-Хăй çыхтăр. Ман вăхăт çук. Е ялна аннӳне кайса пар. Вăл алĕçне маçтăр, - терĕ кăмăлссăрăн.
Аниççан кăмăлне хăпартакан пĕр Макçăм кăна халь. Ял çыннисене палласах каймасть вăл. Ачапа уçăлма тухсан паллашнă Гальăпа та калаçма хăрать. Хăйĕн упăшки тепĕр хĕрарăмпа явăçса кайнă пирки çынпа калаçас килмест Аниççан. Çакна ял пĕлсе тăни те чунне ыраттарать. Намăс ăна çакăншăн. Хăйне айăплă пек туять çамрăк хĕрарăм.
Çитменине, юлашки вăхăтра кăмăл пăтранни канăçсăрлантарать ăна. «Хуйхă çине суйхă тенĕ пек чир ерчĕ-ши/ Апат хуранĕ сывлăшпа тулса ларнă пек пăкăртатать. Çиес те килмест, сĕтел хушшине ларсан та апат тути çук. Мĕн амакĕ ерчĕ-ши/» - шухăшласа çӳрерĕ Аниççа. Пĕр кун уçăлма тухсан чирĕ пирки Гальăна каласа пачĕ.
-Вĕрентет тесе ан шутла та-ха, Аниççа. Эс аптекăран «тест» илсе пăх-ха. Эс упăшкаллă хĕрарăм вĕт. Çие юлман-и сан/ - ырă сĕнӳ пачĕ юлташĕ. – Атя, уçăлса çӳренĕ май аптека патнех утса çитер. Вăраха ямалла мар ку япалана.
Çапла турĕç те çамрăксем. Килне çитичченех Аниççан ăшĕ вăркарĕ: «Чăнах та çие юлнă пулсан мĕн тумалла/ Петĕре кун пирки мĕнле каламалла/»
Аниççа ахальтен пăшăрханса ӳкмен иккен. «Тест» чăнах та хĕрарăм ача кĕтнине палăртрĕ. Аниççа «тест» çинчи икĕ йĕр çине йĕрсе ярас пек пăхса тăчĕ. Малалла мĕн тумалла/ Малашлăха вăл пачах курмарĕ: аслă ачи те пĕчĕк-ха, упăшки тĕнчене манса кайсах тепĕр хĕрарăмăн ытамĕнче ырă курать, хăйĕн ĕçĕ те, укçи те, тухса тармалли вырăнĕ те çук.
Упăшки ĕçрен килессе Аниççа чăтăмсăррăн кĕтрĕ. Мĕнле пулсан та унăн хыпар каламаллах. Пĕччен айăпа кĕрсе тунă ĕç мар-çке ку!
Телее, Петĕр паян ĕçре вăрах тытăнса тăмарĕ. Кăмăлĕ те унăн аванччĕ.
-Арăм, эп киле килтĕм. Ман хырăм выçать, - терĕ вăл килне пырса кĕнĕ-кĕменех ĕлĕкхи пек савăнăçлă сасăпа.
Ку юратнă та тахçантанпах кĕтнĕ сасă Аниççана хавхалантарчĕ. Вăл вăр-вар сĕтел çине майласа хучĕ. Мăшăрне хирĕç ачипе пĕрле вырнаçса ларчĕ. Юратнă çыннине куçĕнчен тинкерчĕ.
-Еплерех куну иртрĕ паян/ - ыйтрĕ упăшки çине ачашшăн пăхса.
-Яланхи пекех, нимĕн каласа памалли те çук.
-Ман вара сана каласа памалли пур. Питĕ пысăк хыпар.
-Мĕн тата/ Кала часрах, вăхăта ан тăс.
-Те савăнтарать ĕнтĕ ку сана/ Пĕлетĕн-и, Петя, пирĕн ача пулать!
-Ача/ Мĕнле ача/ Пирĕн ача пур вĕт! Эс мĕн, пĕрлешичченех эп сана асăрхаттарнине маннă им/
-Манман та-ха. Эп кăна айăплă мар вĕт çапла пулса тухнишĕн.
-Хĕрарăмăн шухăшламалла! Каланă тахçанах, мана пĕр ачаран ытларах кирлĕ мар. Макçăм та мăй таранччен. Пĕрмай йĕрет, нăйкăшать, каçпа çывăрма памасть...
-Эс çĕрле ĕмĕрне те ача патне тăрса курман.
-Эп ĕçлеп! Эс кунĕпе килте! Ман çывăрса тăранмалла!
-Юрĕ, ăнлантăм. Сана ача кирлĕ мар. Ман вара мĕн тумалла/
-Мĕн тумаллине пĕлместĕн-им/ Ăна кашни хĕрарăм тăвать.
-Хăв ачуна вĕлерттересшĕн эппин.
-Те манăн-ха вăл/ - арăмĕн чунне ыраттарас тесе чĕлхипе çĕлен пек сăхрĕ Петĕр.
Аниççа калаçăва тăсмарĕ. Килти лăпкă çанталăк ахаль те кутсăр-пуçсăр çил-тăманпа улшăнчĕ.
-Киле паян йĕркеллĕ кăмăлпа килнĕччĕ. Ăна та пулин пĕтертĕн, - тесе Петĕр алăка шаплаттарса хупса тухса кайрĕ.
Ăçта кайни паллă-ха. Куна Аниççа кăна мар, пĕтĕм ял пĕлет. Районта та сарăлнă пуль хыпар.
Алăк шаплатса хупăннипе хĕрарăмăн чĕри çурăлчĕ. Çут тĕнче хĕрринчи уçă алăк умĕнче тăрать пек туять хăйне. Пĕр утăм тăватăн та – тĕпсĕрлĕхе путатăн.
 
(Малалли пулать.)
 
: 452, Хаçат: 42 (1340), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: