Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ырса ытарайми хĕрарăм,
Хисеп те чыс, мухтав сана!
Сан умăнта ман пысăк парăм,
Хăçан эп татăп-ши çавна/
 
Сана эп чĕререн саватăп,
Çемье мерченĕ Эс çуртра.
Хисеплесе сума сăватăп,
Тĕрек туятăп хам çумра.
 
Эс маншăн калама çук çывăх,
Пĕр юрату ик чĕрере.
Сан умăнта пурах ман çылăх,
Каçар, упра ман ĕмĕре.
 
Хĕрарăм вăл – ĕçчен тĕпелĕ,
Хĕрарăм вăл – çуртри илем.
Хĕрарăм вăл – çемье хĕвелĕ,
Хĕрарăм вăл – сӳнми хĕлхем.
 
Хĕрарăм вăл – кил-çурт вучахĕ,
Хĕрарăм – иксĕлми çăлкуç.
Хĕрарăм вăл – çемье ахахĕ.
Хĕрарăм – пурнăçри çулпуç.
 
Мăшăрăма
 
Халь кăна пек мар-и шăпчăк кĕвĕлетчĕ
Сирĕн пахчăрти пилеш хăви çинче.
Кĕмĕл тӳпере çут çăлтăрсем çиçетчĕç
Ешĕл çуркунне чаршавĕ хыçĕнче.
 
Ах, ăçта-ши халь ытарайми çав вăхăт,
Иккĕн шырасан та тупас çук ăна.
Çеçкери яш вăхăт иртсе кайрĕ хăвăрт,
Юлчĕ тунсăх витĕр асăнма кăна.
 
Хисепри кунсем те çунатпа вĕçеççĕ,
Ма васкаççĕ-ши, хăвмаççĕ-çке хыçран.
Мăнуксем пӳпе кĕç хамăра çитеççĕ,
Ватлăх çитнине туятпăр халь çумра.
 
Атьсене те эпĕ ӳснине сисмерĕм,
Ир-ирех васкаттăм ферма еннелле.
Сĕм çĕрле кăна ĕç пĕтерсе килеттĕм,
Пурнăç кустăрми хĕсетчĕ тĕнĕле.
Манăн пĕтĕм шанчăк мăшăрăм çинчеччĕ,
Вăл бухгалтерта ĕçлетчĕ колхозра.
Выльăхне те тытнă, пӳрт те хутмаллаччĕ,
Сăпкара та сас паратчĕ йĕс шăнкрав.
 
Выльăхне те пăхнă, ĕнине те сунă,
Каланкка та хутнă ир-ирех тăрса.
Ачасем те тутă, иккĕшĕ çеç юлнă,
Эс ĕçе васканă çунатна сарса.
 
Çулсерен кăшман пĕрер ана çумланă
Виç-тăватă çухрăмра ял хĕрринче.
Каç енне кайсассăн килелле васканă
«Ярса пус» трамвайăн пуш салонĕнче.
 
: 424, Хаçат: 42 (1340), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: