Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов РФ Президентне Владимир Путина МС-21 пассажир лайнерĕ валли çунат туса кăларас ĕç-хĕл пирки пĕлтернĕ.
Кĕпĕрнаттăр палăртнă тăрăх, облаçра çак отраслĕн мĕнпур енĕ аталанать. Регион центрĕнче самолетсем тата авиаци приборĕсем туса кăлараççĕ, пилотсемпе диспетчерсене тата инженерсене хатĕрлеççĕ, облаçра пĕтĕм тĕнче шайĕнчи икĕ пысăк аэропорт ĕçлет. Кăçал «Аэрокомпозит» завод уçăлнă. Унта çĕнĕ технологисем хута кайнă. Завод самолет çуначĕн çиелти тата аялти пайĕсене, умĕнчи тата хыçалти лонжеронсене, дренажер курупкисене, центропланăн аялти тата çиелти пайĕсене туса кăларать. Кĕпĕрнаттăр РФ Президентне «Авиастар-СП» заводăн ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарнă. Паян завод патшалăх саккасĕсене пурнăçлать – оборона министерстви валли Ил-76МД-90А маркăллă 39 самолет пуçтарать. Кăçал виççĕшне туса пĕтермелле. Вĕсенчен пĕрне Чĕмпĕрти паллă конструкторăн Ливановăн ятне панă.
Унсăр пуçне регионта Ил-78М-90А самолет-топливозапр авщик тума тытăннă. Вăл 2016 çулта сывлăша çĕкленмелле.
 
: 268, Хаçат: 43 (1341), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: