Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнче чăвашсен авалхи уявне – Кĕрсăрие – анлă ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçал ăна Ульяновск облаçĕнчи наципе культура автономийĕ (Владимир Сваев), регионти Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центрăн чăваш уйрăмĕ (Ираида Гаврилова) тата «Еткер» телекăларăм редакцийĕ (Олег Мустаев) йĕркелерĕç.
 
Малтанхи çулсенче Кĕрсăри хула шайĕнче йĕркеленнĕ, кайран унта Мелекесс, Çĕнĕ Малăкла, Чăнлă, Ульяновск районĕсенче пурăнакан чăваш хĕрарăмĕсем хутшăнчĕç. Кăçал вара уяв регионсен шайне çитрĕ – Тутарстанри Пăва районĕнчи Тăхăрьялтан та килчĕç.
Кĕрсăрие кăпăклă сăра вĕретсе килекенсен шучĕ çулсерен ӳссе пырать. Кăçал «Губернаторский» Культура керменне ентешсене саламласа хăйсем вĕретнĕ техĕмлĕ сăрипе хăналама сакăр ăста килсе çитрĕ: Елена Леонтьевна Уресметова (Ульяновск хули* Чăваш Ен сăри), Снежанна Викторовна Парамонова, Елена Николаевна Янтушкина, Елена Трофимовна Парамонова (Чăнлă районĕ, Кунтикав), Семен Моисеевич Гордеев (Ульяновск хули* Тутарстанри Рункă сăри), Зоя Михайловна Рейтер (Çĕнĕ Ульяновск* Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси сăри), Галина Николаевна Галкина (Ульяновск районĕ* Тутарстанри Тăхăрьял сăри), Раиса Леонидовна Козлова (Тутарстан, Раккасси ялĕ). Шупашкарти паллă сăра завочĕ те пухăннисене хăйĕн продукцийĕ-пе хăналарĕ.
Ăста чăваш хĕрарăмĕсемпе арĕсем çаплах чăваш апат-çимĕçĕпе – тĕрлĕрен куклипе, пӳремечпе, чăкăтпа, тăварлă çупа, пылпа, икерчĕпе, шăрттанпа, кĕрхи çуллă хур ашĕпе пухăннисене сăйларĕç. Тутлă çимĕçе, техĕмлĕ сăрана хаклă хăнасем те хаваспах тутанчĕç. Жюри членĕсем вара – Владимир Ярухин, Евгений Махоркин, Ираида Гаврилова, Визор Грибов, Анатолий Садюхин – хак пачĕç. Владимир Ярухин председатель сăмахĕпе, вĕсем сăра пахалăхне кăна мар, сĕтелĕн илемĕпе тирпейлĕхне те, хăнана мĕнле кĕтсе илнине те шута илнĕ. Çавна кура ытлашши пысăк баллсем никамах та парайман, вырăнсемпе те пайламан. Анчах кашни ăста ятарлă номинацие тата спонсорсен парнине тивĕçрĕ.
Сцена çинчен салам сăмахĕсене Олег Мустаев, Владимир Сваев тата тĕп спонсорсем – Павел Азанов, Анатолий Альмяшкин, Геннадий Ермилов усламçăсем – каларĕç. Косметика саракан усламçă Галина Нилкина та ятарлă парнесем пачĕ.
Владимир Ильич чăваш йăлисем сӳ-нменнишĕн, аталанса пынишĕн, çак ĕçе кашни чăваш май пултарнă таран хутшăннишĕн савăннине пĕлтерчĕ. Малашне йăлана тăсса тăвансем патне кĕрхи рете çӳресе савăнма сунчĕ.
УОЧНКАн ятарлă парнине тивĕçнĕ, Раккассинчен килсе çитнĕ Раиса Леонидовна тав сăмахĕ каламасăр чăтаймарĕ:
- Ульяновскра кашни çул кĕрхи чаплă уяв ирттернĕ пирки пĕрре кăна илтмен эпĕ. Çавăнпа кăçал хамăн та хутшăнас килчĕ. Ятран Кĕрсăри валли ĕлĕкхилле кăмакана чукун лартса, улăм витĕр юхтарса сăра вĕретрĕм. Чĕмпĕр халăхне Тăхăрьял сăрипе хăналаса, килес çул та пурнăç тулăх пултăр тесе сунса ятарласа çитрĕм. Кунти лару-тăру мана паян питĕ килĕшрĕ. Тавтапуç çынсене пухакансене, авалхи чăваш йăлине тытса пыракансене.
Уява илем кĕртсе сцена çинчен хăйсен тăрăхĕ-нчи Кĕрсăри юррине шăрантарчĕ: «Эпир ĕçсе ӳсĕрĕлнĕшĕн çын айăплă-ши вара/».
Уяв малалла Шупашкартан килнĕ эстрада юрăçисен – Сергей Павловăн, Стас Владимировăн, Полина Борисован тата Андрей Думилинăн – анлă концерчĕпе тăсăлчĕ.
Ĕçрĕ-çирĕ, юрларĕ-ташларĕ, чун каниччен нумайччен савăнчĕ чăваш хăйĕн авалхи уявĕнче.
 
: 267, Хаçат: 43 (1341), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: