Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Фестиваль-конкурс ноябрĕн 27-мĕшĕнче Ульяновскри «Строитель» Культура керменĕнче иртмелле. Пуçламăшĕ – 12.00 сехетре.
Вăл икĕ тапхăртан тăрать:
1-мĕш тапхăрĕ – сентябрь-октябрь уйăхĕсенче – муниципаллă пĕрлĕхсенче*
2-мĕш тапхăр (гала-концерт) – ноябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ульяновскри Засвияжски районĕнчи «Строитель» Культура керменĕнче.
Мероприятие йĕркелекенсем – облаçри Халăх культурисен центрĕ тата Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центр.
Артистсем çак номинацисенче ăмăртĕç:
-чăваш ташши*
-сăвă каласси*
-пĕччен тата темиçен юрласси.
Конкурса хутшăнакансен «-1» тата аудио форматлă CD дискпа усă курмалла.
Фестивале йĕркелекенсем репертуара суйласа илнĕ чух тĕрлĕ жанрлă юрра-ташша тимлеме тата вырăнти фольклорпа усă курма сĕнеççĕ.
Ачасен ăсталăхне хак панă чух жюри çаксене шута илĕ:
- ачан çул ӳсĕмне – 11 çултан пуçласа 14 çулччен тата 15 çултан пуçласа 18 çулччен*
-артистăн хăйнеевĕрлĕхне*
-юрлас е ташлас ăсталăхне*
-хăйне тыткалама пĕлнине.
Çĕнтерӳçĕсене Дипломсем тата парнесем парса чыслĕç. Чи капăр чăваш тумлине, чи лайăх номере, чăваш культурине çӳллĕ шайра кăтартакана тата куракансем кăмăлланă артиста уйрăм парнесем кĕтеççĕ.
Ыйтса пĕлмелли телефон: 8(8422) 42-09-32, Ираида Васильевна Гаврилова.
 
: 716, Хаçат: 43 (1341), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: