Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономи ĕçтăвкомĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ларăва ĕçтăвком председателĕ Владимир Сваев уçса ертсе пычĕ.
 
Кун йĕркинче çак ыйтусем пулчĕç:
– отчетпа суйлав конференцине йĕркелесе ирттересси*
– УОЧНКАн символикине – ялавне тата эмблемине – çирĕплетесси*
– УОЧНКАн Уставне улшăнусем кĕртесси*
– тĕрлĕ ыйтусем.
-Тăватă çул сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Çак хушăра эпир пĕр вырăнта тăмарăмăр, сахал мар ĕç пурнăçа кĕртме пултартăмăр. Паян пирĕн конференцие хăçан ирттерессине палăртас пулать. Ăна эпĕ çитес çул – 2016 çулхи кăрлачăн (январь) 29-мĕшĕнче – ирттерме сĕнетĕп. Мĕншĕн тесен умра – «Чăваш ачи, сассуна пар!» фестиваль, ача-пăча елкисем тата вунă кун канмалли. Тĕплĕн хатĕрленме пире вăхăт кирлĕ,- терĕ Владимир Ильич çакăншăн сасăлама сĕнсе. Ку сĕнӳпе пурте килĕшрĕç.
Унтан делегатсене суйлас пирки калаçрĕç. Владимир Ильич мĕнпур муниципаллă пĕрлĕ-хрен конференцие 100 делегат суйлама сĕнчĕ: 1000 çынран – 1 çын. Унсăр пуçне 20 хăна чĕнме килĕшсе татăлчĕç. Владимир Ильич УОЧНКА комитечĕсен пуçлăхĕсене кăрлачăн 1-мĕш тĕлне отчет хатĕрлеме ыйтрĕ.
Ĕçтăвком членĕсем УОЧНКА символикисене пăхса тухрĕç. Эмблема эскизĕпе пурте килĕ-шмерĕç. Унпа ĕçлеме сĕнчĕç.
УОЧНКА Уставне çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ чух Владимир Ильич юристпа канашлама пулчĕ, çĕнĕ вариантпа конференцире паллаштарма шантарчĕ.
Кун йĕркин тăваттăмĕш пункчĕпе «Еткер» телекăларăмăн аслă редакторĕ Олег Мустаев калаçрĕ. Вăл «Шевле» литпĕрлешӳпе пĕрле Литература тата Константин Иванов çулĕсем вĕçленнĕ май Шупашкар тата Чĕмпĕр писателĕ-семпе тĕлпулу ирттерме сĕнчĕ.
 
: 338, Хаçат: 43 (1341), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: