Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Октябрĕн 31-мĕшĕнче Чăнлă район çыннисем Кунтикаври пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкул 100 çул тултарнине паллă тунă. Мероприяти Аслă вăрçă паттăрĕсене халалласа лартнă палăк умне чечек кăшăлĕ хунинчен пуçланнă.
Тăван шкула юбилей ячĕпе саламлама хăнасем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ. Ăшпиллĕ калаçу-тĕлпулу чыслав самантĕнчен пуçланнă: Чăнлă район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕн тивĕçне вăхăтлăха туса пыракан Олег Шигирданов, вĕренӳ пайĕн пуçлăхĕ Николай Левендеев шкул ĕçченĕсене район пуçлăхĕн Ханяфи Рамазановăн, районти депутатсен канашĕн, вĕренӳ пайĕн, Тутар Кашин тăрăхĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă, вĕренӳре ĕлкĕрсе пыракансене – «Шкул пурнăçне хастар хутшăннăшăн» Тав хучĕпе.
-Шкул юбилейне çак вĕренӳ çуртĕнчен вĕренсе тухнă сумлă çынсем – Анатолий Еленкин, Леонид Еленкин, Александр Богатов, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, вăрçă ачисем, тыл ĕçченĕсем, ĕç ветеранĕсем тата ыттисем – килсе çитни пире хавхалантарчĕ. Мĕн тери асаилӳ! Ачасен те, вĕренекенсен те хăйсем валли çак чаплă уявран ăша илмелли, тăван шкулĕпе мăнаçланмалли нумай пулчĕ. Александр Михайлович Кунтикав шкулĕн юбилейĕ тĕлне уйрăм кĕнеке кăларни çав тери хаклă парне пулчĕ, - терĕ телефонпа шкул директорĕ Алена Еленкина. – Паян пирĕн шкулта 18 педагог ĕçлет (вĕсен хушшинче çутĕç отличникĕ тата икĕ физкультура ĕçĕн отличникĕ), 48 ача вĕренет. Коллектив тата вĕренекенсем шкул пурнăçĕшĕн тунсăхланă ентешсем валли анлă концерт программи хатĕрленĕ.
 
: 262, Хаçат: 43 (1341), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: