Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кашни ир эпир ĕçе ача пахчине васкатпăр, ачасене кĕтсе илетпĕр. Вĕсене ашшĕ-амăшĕсем пекех юратмалла, ачашламалла, вĕрентсе те каламалла. Кашни ача – Кашни ир эпир ĕçе ача пахчине васкатпăр, ачасене кĕтсе илетпĕр. Вĕсене ашшĕ-амăшĕсем пекех юратмалла, ачашламалла, вĕрентсе те каламалла. Кашни ача – хăй пĕр тĕнче.
Ульяновскри Чукун çул районĕнчи Луговой ялĕн «Светлячок» ача садĕнче ултă воспитатель, виçĕ кĕçĕн воспитатель, апат пĕçерекенсем тата ытти ĕçченсем ачасене тĕрĕс-тĕкел çитĕ-нтерес, тивĕçлĕ вĕрентсе ӳстерес тесе тăрăшаççĕ. Ача сачĕ кашни пепкешĕн пĕрремĕш утăм. Пĕчĕккисем кашăк тытма та кунтах хăнăхаççĕ, пĕр-пĕрин хушшинчи туслăх мĕнне ăнланса илеççĕ, тавракурăмне аталантараççĕ. Кунта иртекен кашни уяв хăйнеевĕрлĕхĕпе палăрать.
Нумаях пулмасть кунта эпир Кĕрхи уяв ирттертĕмĕр. Чи малтан нумай çул аслă воспитательте ĕçлекен Светлана Анатольевна Кутаева пурне те уяв ячĕпе саламларĕ. Хĕрлĕ, хăмăр, сарă çулçăсемпе капăрлатнă зал юмахри пек хăй илемĕпе пурне те савăнтарчĕ. Ачасем çутçанталăк сăнарĕсем тăрăх тĕрлĕ пахча çимĕç пулса вылярĕç. Кĕркунне çинчен сăвă-юрă шăрантарчĕç.
Эпир ачасене çутçанталăка юратма, ăна упрама хăнăхтарас енĕпе тĕрлĕ мероприятисем ирттеретпĕр. Сăмахран, хĕл каçма юлнă вĕçен кайăксем валли ачасем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле сырăшсем ăсталарĕç. Вĕсене ача сачĕ çумĕ-нчи йывăçсем çине çакрăмăр. Апатне те хурса паратпăр. Урама уçăлма тухсан шăпăрлансем кайăксене пăхса савăнаççĕ.
Кăçал Аслă Çĕнтерӳ çитни 70 çул пулчĕ. Ку мероприятие нумай енлĕ хатĕрлентĕмĕр. Пирĕн ентеш Совет Союзĕн Геройĕ Михаил Петрович Хватков палăкĕ умĕнче ачасем салтак тумĕ тăхăнса хăйсен пултарулăхĕ-пе вăрçă ветеранĕсене тата ытти çынсене тĕлĕнтерчĕç. Ачасене юрлама-ташлама ăста педагог, музыка урокĕн ертӳçи Гузель Семиулловна Волкова вĕрентет.
Çаплах эпир кунта тĕрлĕ наци çыннисен культурипе тĕплĕнрех паллаштарасси çине пусăм тăватпăр. Пирĕн чăваш, тутар, мордва, вырăс тумне тăхăнтартнă пуканесем пур.
Чăваш чĕлхине, культурине аталантарас тĕллевпе Луговойри шкулта ирттернĕ Тăван чĕлхе кунне хутшăнтăмăр. Унта ачасем чăваш тумне тăхăнса чăвашла сăвăсем пăхмасăр каларĕç, юрăсемпе савăнтарчĕç. Константин Васильевич Ивановăн вилĕмсĕр «Нарспи» поэминчи пĕр сыпăкне сăнарласа кăтартса пачĕç. «Путене» фестивале те хутшăнтăмăр. Валентина Тарават, Светлана Асамат сăввисене ачасем илемлĕ вуларĕç. Чăвашла ача-пăча юррисем юрларĕç.
Пĕчĕкскерсем калаçма вĕреннипе пĕрлех тăван чĕлхене, культурăна хисеплеме, çывăх курма пуçлаççĕ. Çитĕнсен те вĕсем тăван чĕлхерен ютшăнмĕç, чăваш пулнишĕн вăтанмĕç.
 
: 728, Хаçат: 43 (1341), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: