Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Геннадий Александрович Муравьев – ятлă-сумлă тракторист. Унăн килти архивĕнче ĕçри хастарлăхшăн панă 100 ытла тĕрлĕрен Хисеп хучĕпе Тав çырăвĕ, диплом упранать. Вăл икĕ хутчен – 1986 тата 1987 çулсенче – социализмла ăмăртăвăн çĕнтерӳçи пулнă. РФ ял хуçалăх министерствин Дипломĕпе Хисеп хутне тивĕçнĕ. Ĕçри çитĕнӳсемшĕн ăна туслă Болгари çĕршывĕнче канма путевка та панă.
 
Хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канура пулин те хисеплĕ тракторист ĕççи вăхăтĕнче - руль умĕнче. Çынсене сухаласа-акса памалла-и, çĕр улми кăлармалла-и – пур çынна та чăваш арĕ пулăшу аллине тăсать. Çавăнпа та Аслă Нагаткинта Геннади тете ăçта пурăннине ыйтсан - çынсем часах кăтартса ячĕç.
Г.А. Муравьев 1953 çулта Пухтел ялĕнче çуралнă. Ачаллах пит тракторист пулас килнĕ унăн. Тăванĕ тракторпа çӳренипе час-часах йăлăнса унпа пĕрле кабинине кĕрсе ларнă. Çĕрĕ-çĕрĕпе тракторпа ларса çӳренĕ вăл, çавăнтах çывăрса кайнă. Сакăр класс хыççăн ним иккĕленмесĕр Скугареевкăри профтехучилищĕне тракториста вĕренме кайнă.
-Эпир ӳснĕ чухне трактористсем пит сумлă çынсем пулнă. Хисепре пулнă вăл ĕç. 1968-1969 çулсенче училищĕре тăрăшса вĕрентĕм, питĕ килĕшетчĕ мана унта. Хампа пĕрле шофера вĕреннисенченех пĕри те профессийĕпе ĕçлемерĕ. Эп вара 18 çултан тытăнса - 42 çул, мĕн пенсие тухичченех – трактор çинчен анман, - каласа парать вăл.
Хурçă ута парăнтарнă малтанхи утăмсене аса илсен кулать халĕ Геннадий Александрович:
-Диплом илсен хамăр колхозах таврăнтăм. Мана кивĕ, унччен тем вăхăт ĕçлемесĕр ларнă ДТ-54 трактор пачĕç. Юсанă пекки тукаланă хыççăн ĕçлеттерсе ятăм. Анчах трактор салана пуçларĕ, кашни кунах ураписем ванатчĕç. Мана колхоз председателĕ вăрçса вĕлеретчĕ çакăншăн, хăваласа ярасшăн, трактора тустарса пĕтертĕн тет. Кивĕ япала манччен темиçе çул маларах туснă ĕнтĕ. Вара Иван Курносов бригадир ман хута кĕчĕ. Çапла колхозрах юлтăм. Тата икĕ сезон ĕçлерĕм-ха çав ДТ-54 тракторпа. Çамрăк трактористсене хисеп пулман ун чухне. Çĕнĕ трактор çине лартман, ваттисем çӳресе çĕмĕрнисем кăна лекнĕ. Ĕçĕ – сухаласси пулнă. Кăшт шăйăрттарсанах «брак» тесе вăрçатчĕç. Çапла «хурçа хĕртсе çирĕ-плетнĕ» пуль. Икĕ çултан ДТ-75 пачĕç, каллех кивви. Çĕннипе ĕçлесех курман, ваттисем хыççăн кăна. Кăшт вăхăт иртсен вара акма та ирĕк пачĕç. Унта яваплăхĕ пысăкрах. Ĕççи вĕçленсен, калча шăтса тухсан пире, акакансене, пурне те машина çине тиетчĕç те уйсене кăтартатчĕç. Камăн мĕнле çитменлĕх пулни тӳрех курăнать унта. Пĕрремĕш хут аксан хамăн хирте веç йĕркеллĕ пулнипе питĕ савăннăччĕ. Начар пуласран хăранă, коммунистсем хытă ыйтатчĕç вăл вăхăтра.
Анчах пултаруллă çамрăк, тăрăшуллă ĕçчен 1975 çултан ялтан тухса кайса Аслă Нагаткинта тĕпленет. Сăлтавĕ – пĕр-пĕрне ăнланма, çын хуйхипе-савăнăçне пĕрле пайлама пĕлменнинче. Авланма вăхăт çитет. Вăл тĕле Геннадий Александрович Аслă Нагаткинта ветсанитарта ĕçлекен Анат Тимĕрçен хĕрĕпе Зинаида Ятмановапа туслă пулнă ĕнтĕ. Туй кунне кĕркуннене палăртаççĕ - вырма вĕçленсен. Анчах кӳршĕ яла хĕр илме кайма председатель машина памасть. Паллах, авланма шут тытнă каччă уншăн туй кунне улăштармасть, юлташĕсен 10-15 машина та пухăнать, анчах Г.А. Муравьевăн кăмăлĕ юлать. Пĕрлешсен вара çамрăксем Аслă Нагаткина куçаççĕ. Ылтăн алăллă тракториста «Память Ильича» колхозра савăнсах йышăнаççĕ. Хваттерпе тивĕçтереççĕ, ДТ-75 трактор параççĕ. Ăна юсаса Г. А. Муравьев çуркунне çĕре сухалать, сӳрелет, акать, кĕркунне – СК-4 комбайн çине ларса вырать. Пĕрремĕш çулах вырмана пысăк кăтартусемпе вĕçлет. Тырра пуçтарса кĕртсен чĕкĕнтĕр çинче вăй хурать.
Колхоза икĕ барабанлă «Колос» комбайн килсен ун çине никам та ларасшăн пулмасть. Геннадий Александрович вара çĕнĕ йышши техникăран хăрамасть, ăна часах парăнтарать. Икĕ паккуспа çулнă уя çапма «Колос» кăна кĕме пултарнă.
-Вăл вăхăтра райкомăн пĕрремĕш секретарĕ А.С. Романов яланах уй-хирте, фермăсенче мĕнле ĕçленине тĕрĕслесех тăратчĕ. Йĕркене хытă тытатчĕ. Пĕрре уйра ĕçлетĕп çапла пĕчченех. Темле паккус урлă каçмалла пулчĕ комбайнпа. Çав вăхăтра шăп А.С. Романов машинипе иртсе пынă иккен. Эп паккус урлă каçнине курать те тарăхать. Эх, хăвалать мана машинипе! Çитрĕ, чарчĕ. Антăм комбайн çинчен. Хытă лектерчĕ вара вăл мана, вăрçрĕ.
Çумăрлă е ытлашши типĕ çанталăк тăрсан комбайнерсене алăпа пăрçа çăлма та янă. Кайран самана улшăнчĕ, - ассăн сывласа аса илет вăл иртнине.
«Память Ильича» колхозра вырма вăхăтĕнче кашни пилĕк кунри кăтартусене шута илсе вăйлă ĕçлекенсене Тав çырăвĕсем парса хавхалантарнă. Кун пек хутсем Г.А.Муравьевăн нумай. Тĕслĕхрен, пĕринче çапла çырнă: «За период с 26 по 30 августа комбайном СК-6 намолотил 1461 центнер зерна, с начала уборки – 9333 центнера».
1976 çултан пуçласа 1997 çулччен кашни çуракипе вырма хыççăн унăн ĕçне колхоз тата район ертӳçисем пысăк хак панă: Хисеп хучĕпе, хаклă парнепе чысланă.
1984 çулта унăн сăнӳкерчĕкне районти Хисеп хăми çине вырнаçтараççĕ, çак çулах вăл конкурсра çĕнтерсе «Профессире чи лайăххи» сумлă ята çĕнсе илет, ăна РФ ял хуçалăх министерствин, 1992 çулта область правительствин Хисеп грамотисемпе чыслаççĕ. Сахăр чĕкĕнтĕрĕ туса илнĕ çĕрти тухăçлă ĕçшĕн те ăна РФ ял хуçалăх министерствин дипломĕпе палăртаççĕ.
Колхоз салансан Г.А. Муравьев тивĕçлĕ канăва кайиччен (2013 çулччен) фермерсем патĕнче ĕçлет. Интереслĕ пулса тухать, 18 çултан пуçласа канмалли кун мĕнне пĕлмесĕр, трактор çинчен анмасăр вăй хурсан та пенсие тухма документсем пуçтарнă чухне унăн регионти ĕç ветеранĕ ятне илме 5 çул стаж çитмест. Тĕлĕнмеллин сăлтавĕ те тупăнать: фермерсем уншăн пенси фондне укçа тӳлесе тăман иккен. Тĕрĕсмарлăха, çынран куçран пăхса кулнине юратмасть чăваш арçынни. Çавăнпа вăл пенсире фермерсем патĕнче ĕçлеместĕп тесе сăмах парать хăйне. Ял халăхне вара хаваспах пулăшать.
Муравьевсем пилĕк ывăл çуратса ӳстернĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ Аслă Нагаткинтах тĕпленнĕ, ашшĕн ĕçне малалла тăсаççĕ – хастар та пултаруллă тракторист-комбайне рсем.
 
: 685, Хаçат: 43 (1341), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: