Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кивĕ Улхаш вăтам шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекен Анастасия Мулянова чăваш тата вырăс литературин урокĕ-сенче сăвăсем илемлĕ вулать, пăхмасăр калама юратать.
 
Поэзипе туслă пулнине кура йĕркелӳçĕсем Настьăна кашни мероприяти умĕнех сăвă вĕренме хушаççĕ. Шаннă тивĕçе хĕрача тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшать. Чăваш чĕлхипе литератури эрнере икĕ урок çеç пулни кулянтарать ăна. Юратнă авторсен – Константин Ивановăн, Çеçпĕл Мишшин, Ухсай Якковĕн, Анатолий Юманпа Валентина Тараватăн – сăввисен тарăнлăхĕ, çепĕçлĕхĕ, илемĕ уйрăмах килĕшет.
Пуçламăш классенче тăватă çул вĕрентнĕ Надежда Няга кашни ачанах хăйнеевĕр пултаруллă тет, шăпăрлансен пĕлĕвĕпе пуçарулăхне аван паллăпа хаклать. «Ман класра хĕрачасем те, арçын ачасем те питĕ хастарччĕ, ӳкеретчĕç те вĕсем, юрлатчĕç-ташлатчĕç те, спортра та çитĕнӳсем тăватчĕç, хавхалансах тĕрлĕ ăс-хакăл ăмăртăвĕсене, олимпиадăсене хутшăнатчĕç. Пушăн 8-мĕшĕнче юрламалла, «Малая зарничка» мероприятие хутшăнмалла – манăннисем ялан малтаччĕ. Паян вĕсем вăтам шкула куçрĕç. Пĕлĕвне малалла туптаççĕ. Ĕмĕчĕсем те урăхларах, аслăрах вĕсен. Тăхтавсенче шав чупса килеççĕ. Хам та маттурсемшĕн тунсăхлатăп», - терĕ Надежда Александровна.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 241, Хаçат: 43 (1341), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: