Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Калав)
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 39-42-мĕш номерсенче.)
 
Петĕр çывăрма килмерĕ. Аниççа çĕрĕпе куçне хупмарĕ. Урамра йытă сассине илтсенех упăшки килмест-ши тесе чӳрече патне чупа-чупа пычĕ. Çук, Петĕр çак каç таврăнмарĕ. Аниççа турăш умне чĕркуçленсе ларса кĕлтурĕ.
-Эй, Çӳлти Турă! Çылăхăмсем пулсан каçар мана. Хам мăшăрăмпах пурăнмалла, ачана ӳстермелле пултăр. Ман упăшкана туртса илме ан пар, çылăхсăр ачама ашшĕсĕр ан хăвар. Пулăшсам, Çӳлти Турă, ан пăрахсам мана, хăвăн хӳттӳсĕр ан хăварсам! Петĕре тăна кĕртсем, çемье енне çавăрсам. Чĕре айĕнче тĕвĕленнĕ пĕчĕк чуна вĕлерттерме ан парсам, ачана сыхласа хăварма мана вăй-хал, ăс-тăн парсам, – хăй пĕлнĕ пек чунтан йăлăнчĕ вăл Турра. Сăхсăхса пуç çапрĕ. Çак самантра вăл çӳлти темле хăват хăйне пулăшасса пĕтĕм чунĕпе шанчĕ. Кĕлтунă чухне умра телейлĕ малашлăх пур пек туйрĕ.
Çĕрĕпе çывăрманнипе тепĕр кун минренĕ пек çӳрерĕ Аниççа. Ир енне кăлт пулнăччĕ, анчах ачи вăранчĕ. Макçăм хăйĕн саккунĕпе пурăнать, вăл пурне те хăйне пăхăнтарать. Пӳ-ртре сывлăш çитмерĕ хĕрарăма. Вăл ачипе урама уçăлма тухрĕ. Гальăна та пĕрле чĕнчĕ.
-Эс никама та каласа памасса шанатăп эпĕ, - чунне уçма шутларĕ Аниççа. - Çитменнине, ман калаçса канаш ыйтмалли çын та кунта çук. Ĕнер «тестпа» тĕрĕслерĕм те, сан сăмаху чăн пулни палăрчĕ. Упăшкана каларăм та, урса кайрĕ. Мана урăх ача кирлĕ мар тет. Мĕн тумаллине те пĕлместĕп. Пульница тăрăх çӳреме ман кунта прописка та çук-ха. Илмеççĕ ĕнтĕ унта мана. Тата пульницана кайма вăхăт та çук. Макçăма кампа хăвармалла/
-Пĕр юлташ каласа панăччĕ килтех ачине ӳкернĕ тесе. Тен, эс те çапла хăтланса пăхан.
-Тĕрĕссипе, ман ку ачана çуратас килет те вĕт... Малашне пурнăçра мĕн пулса тухасса пĕлместĕп. Упăшка пăрахса каяс хăрушлăх та пур, Ирина патĕнчен тухма пĕлмест ав.
-Лăплан-ха, лăплан, Аниççа. Çуралнă ачана кăларса ывăтмасть ĕнтĕ вăл... Тепĕр енчен, ашшĕ юратмасан ачана пит кансĕр пулать пурнăçра. Ачан телейĕ те пулмĕ. Пурнăçа мĕнле килнĕрен те çыннăн малашлăхĕ палăрать тет. Юратура çуралнă, мăшăрсем кĕтнĕ ача телейлĕ пулать, ансăртран, кĕтмесĕр çуралнисене пурнăçра ăнмасть теççĕ. Темле çав.
- Кун пек пушшех хăрататăн мана. Мĕн тумалла-ши/ Çуратсан Петĕр санпа урăх пурăнмастăп тет.
-Çаплах пӳтсĕрленет-и вара/
-Çаплах. Килте мĕнле асар-писер тухнине пĕлсенччĕ эс. Сан юлташу мĕнле хырăмне пăрахнă вара/
- Йывăр япаласем йăтса. Кăмака тунă чухне юриех ашшĕне тăм йăтма, çăрма пулăшнă.
-Ман мĕн йăтмалла-ши/
-Пĕлместĕп çав. Ку мел кашнине пулăшаканни мар, çавна та асра тыт. Сывлăхна сиен кӳме пултаратăн е варти ачуна суранлататăн. Хăш-пĕр хĕрарăмсем ытти мелсемпе те усă кураççĕ. Пульницанах каймалла санăн.
Ку калаçу Аниççана пушшех шухăша ячĕ. Вăл канăçне çухатрĕ. Тепĕр хут Петĕрпе калаçса пăхма хăтланчĕ. Упăшки ача пирки илтесшĕн те пулмарĕ, нихçан пулманнине арăмĕ патне аллине çĕклесе хăлаçланса пычĕ, анчах çапма хал çитереймерĕ, пĕтĕм вăйран тĕртсе ячĕ. Шăртне ниçта хурайманнипе килĕнчен тулхăрса тухса кайрĕ.
Аниççа кĕçĕр те Петĕр килне таврăнмасса сисрĕ. Галя сăмахне аса илсе вăл пӳрт ăш-чиккинче чи йывăр япала шырама пуçларĕ. Куç умне çын йăтайман ĕлĕкхи пысăк телевизор тухса тăчĕ. Аниççа розеткăран проводасене кăларчĕ те тарăхнипе пĕтĕм вăйне пухса çав телевизора ярса тытрĕ, пĕтĕм вăйне пухса çĕклерĕ. Аллипе аран-аран çитерсе çавăрса тытрĕ пысăк япалана. Хырăм айĕнчен тем татăлнă пек ыратса туртса кайрĕ. Апла пулин те Аниççа телевизора алран ямарĕ. Вăл ун çине ток çапнă пек çыпçăнса ларчĕ те пӳрт тăрăх утса çӳреме тытăнчĕ. Алли темле ывăнсан та, пилĕкĕнчен туртсан та телевизора вĕçертмерĕ. Мĕншĕн юрату вăйĕ чула та ирĕлтерме пултарать/ Ăçта каять çав чĕрери хăватлă вăй-хал кӳренӳ-пе тата çилĕпе ылмашăнсан/ Юрату е курайманлăх пачĕ-ши Аниççана вăй/ Ăна вăл ăнланмарĕ, апла пулин те телевизора аллинчен вĕçертмерĕ. Çапла пĕр сехет, иккĕ, виççĕ... çӳрерĕ. Юлашкинчен аппарата урайне лартрĕ, хăй халтан кайнипе урайне тăнсăр кайса ӳкрĕ.
Çынсем вăраниччен тесе Петĕр тул çутăличченех ют вырăн çинче выртмарĕ, килне васкарĕ. Пӳрт алăкне уçсан урай варринче телевизор çумĕ-нче юн юхтарса выртакан арăмне курсан хăраса ӳкрĕ. Тахçан чунпа çывăх çынни патне васкаса пычĕ, арăмĕ мĕншĕн унта выртнине ăнланмарĕ. Телевизорне вырăнне вырнаçтарса лартрĕ. Арăмĕн тăнлав тĕлĕнчи юн таппине тĕрĕслерĕ, вăйсăр пульса туйрĕ. Арăмне йăтса вырăн çине кайса хучĕ. Хăранипе алли чĕтрерĕ. Вăл пулăшу ыйтма кӳрше, Ирина патне, чупса кайрĕ.
Ăшă вырăн çинче тутлăн карăнса выртакан Ирина çĕнĕ хыпара савăнса йышăнмарĕ. Унăн халех тăрас килмерĕ. Апла пулин те хăйĕн пултăр тесе тăрăшакан арçынна йывăрлăхра пулăшусăр хăвармарĕ. Хăвăрт тумланса кӳрше каçрĕ.
Аниççа тăна кĕмерĕ. Ирина васкавлă пулăшу чĕнтерме сĕнчĕ. Петĕр телефон шыраса правление васкарĕ.
«Васкавлă пулăшу» машини нумаях кĕттермерĕ, пĕр çур сехетрен Лыковсен кил умне çитсе те тăчĕ. Шурă халатлă çынсем Аниççана наçилккепе машина çине вырнаçтарчĕç.
-Эпир ăна килте хăварма пултараймастпăр. Мĕн пулнă ăна/ Мĕншĕн вăл юн ăшĕнче/ - тĕпчерĕç вĕсем Петĕре. Лешĕ нимĕнле хурав та параймарĕ. Сăлтавне чăнах та пĕлмерĕ.
-Пире каламасан та сирĕн çак ыйтусене милицире хуравлама тивĕ, - хăратрĕ тухтăр.
-Итле-ха, эп чăнах та мĕн пулнине пĕлместĕп. Килте çывăрман эпĕ. Хирĕçрĕмĕр. Эп тухса кайрăм. Ир енне килсен вăл урайĕнче выртатчĕ.
Тухтăр Петĕр çине сиввĕн пăхса илчĕ.
-Пурăннă чухне пурнăçпа сывлăха та, пĕр-пĕрне те упрама пĕлместпĕр. Вĕренмелле çакна. Арăм тума суйласа илнĕ пулсан ыттисем çине пăхма чарăнмалла. Арăму ача кĕтнĕ-и/
-Мана пĕлтернĕччĕ кун пирки.
-Вăл унран хăтăлас тенĕ-ши/
-Пĕлместĕп.
 
 
(Малалли пулать.)
 
: 648, Хаçат: 43 (1341), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: