Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пирĕн енчи чăвашсен кашнин хушма ят пур. Ялта Петров Иванĕсемпе Иванов Петĕрĕсене шыраса тупма йывăр. Хушма ячĕсем тăрăх кашни пĕлет.
Тĕслĕхрен, Кирьян пур, паспортпа вара вăл Микула ятлă. Кирьян ята «Вечный зов» фильмран ача чухнех илнĕ. Ачаран вăл чĕрчунсене юратать. Амăшĕ велосипед е мопед туянса парсан та вăл ăна овчаркăпа улăштарнă. Авланса çемье çавăрсан та йăлине пăрахман. Пасарта сысна çурисем сутса йытă çурисем туянса килни те пулнă. Лашасем тытма пуçларĕ. Кирьяна çуран та пĕччен пулнине курман. Кирьян лав çинче вĕçтерсе пырать, хыçалта чĕлхисене кăларнă йыттисем чупаççĕ.
Лашисемпе йыттисене Кирьян час-часах улăштаратчĕ, вĕсен ячĕсене хăй кăна астăватчĕ. Лашисенчен чи мухтавли - Майкл Тайсон ятлă ăйăр. Ăна чăрсăр та кăра кăмăлĕшĕн çапла чĕннĕ: çыртатчĕ, тăватă урипе те тапатчĕ. Кирьянсăр пуçне ăна никам та кӳлеймен. Çав çулсенче çĕрулми акакан тракторсем пулман, лашапа акнă. Кирьян Тайсона эрех ĕçме вĕрентнĕ. Мĕнле майпа – никам та пĕлмест.
Ял-йыш пĕлсе тăнă – Кирьянпа Тайсон килсен «заправка» кирлех. Малтан Кирьян икĕ ывăçĕ çине Тайсон валли пĕр стакан эрех янă, лешĕ ĕçсе ярсан вара Кирьян ăна çăварĕнчен чăмăр пысăкăш тăварланă сало хыптарнă. Çын пекех çинĕ Тайсон салăна, тирне те хăварман. Кун пек «заправка» хыççăн анкартинчи ĕç пуçланнă. Вăйлă лаша пулнă: 30-40 сотăй аксан та тарламан.
Çак ăйăр çумĕнче ытти лашасем ĕçлеймен - çапăçнă. Кĕсресем çумне хăй çыпăçнă. Тайсон пек пуçтах лашасем ял историйĕнче сахал пулнă.
Вăрçă вăхăтĕнче Патша ятлă ăйăр пулнине каласа паратчĕç аслисем. Ăна кӳлме те çич-сакăр çын кирлĕ пулнă. Вăйпитти арçынсем фронтра çапăçнă, колхоз нуши ялти ватăсемпе хĕрарăмсем тата шкул ачисем çине тиеннĕ. Патшана кӳлейсен те вăл пуçне каялла çавăрса лав çине пăхса тăнă: миçе михĕ хураççĕ/ Виçĕ михĕрен ытлашши хурсан вăл вырăнтан та хускалман – хĕнесен те... Шутлама пĕлнĕ пулмалла, мур илесшĕ! Тӳсеймеççĕ, Патшана вăрçа ăсатаççĕ. Канаш хули пирĕн ялтан çĕр çухрăмра ларать. Виçĕ кунтан Патша каялла яла персе çитет. Тарнă иккен. Чăн-чăн Патша! Каялла çулне ним мар тупать.
Кирьян-Микула та Тайсона Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам тутарне сутса ячĕ. Каялла таврăнаймарĕ пулас.
Кирьян лашасене пайтах улăштарчĕ, анчах урăх пĕрне те эрех ĕçме вĕрентеймерĕ.
 
Ульяновск хули.
 
: 624, Хаçат: 43 (1341), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: