Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пирĕн ĕçре тахçантанпах ĕнтĕ йытă пурăнать. Вăл пурне те палласа çитнĕ. Ирхине ĕçе пыракансене яланах хапха умĕнче хаваслăн кĕтсе илет. Пурте ăна мĕнпе те пулин тутлă япалапа хăналама тăрăшаççĕ. Ĕç эрни пĕтсен йытă икĕ кунлăха пĕчченех юлать. Эпир хам ĕçленĕ çĕртен инçех пурăнмастпăр. Ялти пӳрт, пысăк картиш, пахча çимĕç туса илмелли çĕр лаптăкĕ пур. Çавăнпа канмалли кунсенче йытта ĕçре кичем ан пултăр тесе киле илсе кайма шутларăм. Çынсене хăнăхнă чĕрчун манăн шухăша ăнланса хаваспах хыççăн пычĕ.
Пĕрремĕш каç пирĕн «хăна» хăйне темĕн-тĕр чипер тытрĕ – сăнчăрпа кăкарса хунă пулсан та. Иккĕмĕш каçĕ те аванах иртсе пыратчĕ. Çур çĕр иртсен пирĕн йытă темшĕн вĕрме тытăнчĕ. Часах чарăнать пулĕ терĕм, анчах чарăнма шутламарĕ те. «Хальччен сăнчăрпа кăкарăнса тăман йытă, çавăнпа килĕшмест пулĕ», - терĕм те йытта картишне вĕçерсе ятăм. Йытă ирĕке тухнипе картиш тăрăх чупма тытăнчĕ. Эпĕ те лăплантăм. Ирхине ĕçе каймалла тесе канма кĕрсе выртрăм. Çывăрса кайнă кăначчĕ – манăн картишри хăна каллех вĕрме тытăнчĕ. Алăка уçса хыттăн кăшкăрса лăпланма ыйтрăм. Анчах вăл чарăнма шутламарĕ те, тата хытăрах вĕрсе картиш тăрăх каллĕ-маллĕ чупма пуçларĕ.
Хăй хальччен ăçта пурăннă, çав вырăншăн тунсăхланă та çавăнта каясшăн пулĕ тесе пуçа çавăрттартăм. Çĕр çывăрттарманшăн, канма паманшăн, алăка пысăк кăна уçрăм та лайăх мар сăмахсемпе вăрçса килтен хăваласа ятăм. Ирччен аванах çывăрнă вара.
Кăвак çутăлла тахçанхи йăлапа пахчари савăтри сивĕ шывпа çăвăнатăп. Паянхи ир те çавăн пекех пуçланчĕ. Пахчана тухрăм та пирĕн пулса çитнĕ пахча çимĕçсене çĕрле çын пурлăхне ăмсанакансем веç пуçтарса кайнă. Тинех, мĕншĕн манăн хăна çĕрле хăйĕн канлĕхне çухатнине ăнланса илтĕм. Мана каçхи кĕтмен хăнасем эпĕ ӳстерсе çитĕнтернĕ çимĕçсене хуçинчен ыйтмасăр илсе кайнишĕн шел пулмарĕ, кил картишĕнчи тус кĕтмен хăнасем пур иккенне систерсе вĕрнине тавçăрайманшăн кулянтăм. Йытă умĕнче хама начар туйрăм.
Ун хыççăн нумай вăхăт иртрĕ, анчах кил хуçине аван тăвасшăн, ун килĕнче лайăх мар ĕç тунине систересшĕн пулнăшăн тăват ураллă юлташа çавăн пек «тав туни» халь те пуçран тухмасть.
«Юлташсем, нихăçан та начар ан тăвăр пире пулăшакансене, пулăшма тăрăшакансене!»- кăшкăрсах тархаслатăп.
 
Ульяновск хули.
 
: 619, Хаçат: 43 (1341), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: