Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сăмахĕсем Анатоли Ырьятăн. Кĕвви Станислав Толстовăн.
 
Урхамахĕ хытă чупать
Тăван кĕтнине пула.
Юртнă май пуçне ухать
Кĕскетсе вăрăм çула.
 
Хушса юрламалли:
Тăвана тăван
Тарават ялан.
Килсем хăнана,
Кĕтетпĕр сана.
 
Тус-тăванпа калаçма
Чунăм ăшши çук-и ман/
Юрла-юрла савăнма
Ыр кăмăлăм çук-и ман/
Хушса юрламалли.
 
Уйрăлма вăхăт çитсен
Ларса тăрассăм килмест.
Тав туса сăра ĕçсен
Уйрăлни те сисĕнмест.
Хушса юрламалли.
 
: 426, Хаçат: 43 (1341), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: