Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чартаклăри Хушма вĕренӳ центрĕнче УОЧНКАн вырăнти филиалĕ «С верой в Россию - с любовью к Чувашии» темăпа çавра сĕтел ирттерчĕ. Ларăва унăн пуçлăхĕ Ирина Мишина ертсе пычĕ.
 
-Эпир вырăнти хастарсемпе çакăн пек тĕлпулăва пĕрремĕш хут пуçтарăнтăмăр. Ăна Халăхсен пĕрлĕх кунне халалларăмăр. Область шайĕнче хальлĕхе нимĕнпех те палăраймарăмăр-ха. Анчах пирĕн хушăмăрта чартаклăсен ятне çӳлте тытса пыракансем çук мар. Вĕсем – вĕрентӳçĕсем, воспитательсем, юрăçсем, пире пулăшакан усламçăсем. Килес çул мĕнпурĕ кар тăрса облаçри ытти районсем пекех Акатуй ирттересшĕн, - терĕ вăл килнĕ хăнасемпе паллаштарса. Унтан сăмах УОЧНКА ĕçтăвкомĕн членне Нина Еграшкинана сăмах пачĕ. Нина Никитична автономи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, «Канаш» хаçат тиражĕ çинче пусăм турĕ.
-Чартаклă районĕнче 4 пин те 554 чăваш пурăнать. Шел, чăваш хаçатне çĕрмĕш пайĕ те çырăнса илмест. Чартаклă поселокĕнче ку тĕле «Канашпа» 5 çемье çеç туслă. Ку калама çук сахал. Пирĕн вырăнти хастарсемпе, почта ĕçченĕсемпе пĕр пулса ку йăнăша тӳрлетесех пулать,- терĕ вăл ку района частарах килсе çӳреме шантарса.
Володарски вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхи кружокне илсе пыракан Татьяна Шмаранова завуч тĕлпулăва тĕплĕ хатĕрленсе килнĕ. «Халăхсен хушшинчи туслăх тата ачасенче наци туйăмĕ çуратасси» темăпа вăл доклад турĕ, экран çинче кăтартса пычĕ. Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнче çуралса пĕлӳ илнĕскер чăвашла яка калаçать.
-Пирĕн шкулта тĕрлĕ наци ачисем вĕренеççĕ. 204 ачаран 126 - вырăс, 41-тутар, 25- чăваш тата 12 - ытти чĕлхепе калаçакансем. Эпĕ ачасене чăваш историпе культурине, йăли-йĕркине вĕрентетĕп. Эпир тĕрлĕ конкурссене хутшăнатпăр. Кашнинчех малти вырăнсене йышăнатпăр. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр пирĕн шкулта вĕренекен Милена Иванова облаçри «Путене» конкурсра 2-мĕш вырăн йышăнчĕ, - калаçрĕ Татьяна Федоровна хавхаланса.
Чартаклă район администрацийĕнче наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Елена Шмелева çак тĕлпулура чăваш хастарĕсемпе калаçма май пулнишĕн савăннине пĕлтерчĕ.
-Пирĕн районта тутарсен Сабантуй уявĕ çулсерен вăй илсе пырать. Чăвашсен те Акатуя тивĕçлĕ шайра ирттерме май пур. Сирĕн хальтерех унăн проектне тăратас пулать. Культурăна район çулсерен 600 пин тенкĕ укçа уйăрать. Анчах унпа усă курас тесен заявка маларах парса хумалла. Эпĕ шанатăп: чăвашсем тытăнсан – пултараççех. Тĕслĕх – облаçри наци кил хуçалăхĕ. Вăл ытти нацисенчен малтан çĕкленсе ларчĕ,- терĕ вăл кирек хăçан та пулăшма шантарса.
Крестовое Городищĕри «Малыш» ача сачĕн заведующийĕ Светлана Иванова нацисен хушшинчи туслăха çирĕплетессине тимлĕх уйăрни çинче чарăнса тăчĕ.
-Чи пĕлтерĕшли – ачасем наци тумĕсене хаваспах тăхăнаççĕ, хаваспах юрлаççĕ, ташлаççĕ, сăвă калаççĕ. Апла-тăк ачасенче наци туйăмĕ пур-ха,- терĕ вăл.
Тĕлпулăва чăваш тумĕпе килнĕ тăватă хĕрарăм илемлетрĕ. Лидия Филимоновапа Валентина Медведева Андреевкăран хуплу пĕçерсе килнĕ, тĕррисене курава тăратнă. Иккĕшĕ «Илемлĕ чăваш кĕпи» юрра шăрантарчĕç.
- Паянхи тĕлпулу мана чăвашсемпе тачăрах çыхăнса ĕçлеме хавалантарчĕ. Пирĕн облаçри ытти автономисен ĕçĕсемпе паллашса вырăнти чăвашсене вăратас пулать,- терĕ Ирина Ильинична тĕлпулăва вĕçлесе.
Ун хыççăн пурте районти Культура керменне кайрĕç. Унта районти нацисен пултарулăх ушкăнĕсен вăйĕпе йĕркеленĕ чаплă концерт пулчĕ.
УОЧНКА филиалĕ ятĕнчен Ирина Ильинична Мишина тухса калаçрĕ. Вăл И.Я.Яковлев Халалне тĕпе хурса чăваш халăхĕ малалла талпăнни пирки каларĕ. Унăн сăмахĕсене çирĕплетсе Уçăркка артисткисем Елена Демидовапа Надежда Смирнова чăваш юрри шăрантарчĕç.
 
Чартаклă поселокĕ.
 
: 268, Хаçат: 44 (1342), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: