Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак кунсенче Ульяновск облаçĕнчи Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменĕ-нчен ырă хыпар илтĕмĕр.
Хушма вĕренĕвĕн «Халăх алĕçăсталăхĕсем» пĕрлешĕвĕн вĕрентӳçи Галя Елисеева илемпе ĕçлев тата сăнарлă ӳнер тĕлĕшпе ирттернĕ пĕтĕм Раççейри «Святой благоверный князь Александр Невский» интернет-ăмăртура гран-при çĕнсе илнĕ. Ăна Раççейри паллă патшалăх ĕçченĕ тата çар пуçĕ Александр Невский çуралнăранпа 2021 çулта 800 çул çитнине халалланă.
Конкурс Чăваш Республикинчи «Навстречу творческим профессиям» культурăпа вĕренӳ III пухăвĕн картинче иртет. Культурăпа ӳнер тытăмĕнчи пултарулăх профессийĕсене хавхалантарас тата ĕçĕ-хĕлне çĕнетес тĕллевпе йĕркеленĕ тăвăм Чăваш Ен Элтеперĕн Михаил Игнатьевăн грантне тивĕçнĕ.
Пирĕн йăхташ Г.Елисеева тата унăн вĕренекенĕ Оксана Зотова (11 çулта) конкурса ырлăх илсе килекен çветтуй çар пуçĕ Александр Невский темипе тăмран ăсталанă композицисем ярса панă. Жюри членĕсем (ун йышĕнче – Шупашкарти культурăпа ӳнер институчĕн доценчĕсем, ЧР тава тивĕçлĕ художникĕсем тата ЧР культурăпа архив ĕçĕн тата наци ĕçĕсене илсе пыракан министерство специалисчĕсем) Галя Георгиевнапа вĕренекенĕн ĕçĕсене пысăк хак панă. Ылтăн алăллă ентешĕмĕр пултарулăх ăмăртăвĕн гран-прине тата «Чи аван вĕрентекен» номинацире мала тухнине ĕнентерекен диплом çĕнсе илнĕ, унăн вĕренекенĕ Оксана Зотова – лауреат (I пусăм) дипломне. Çĕнтерӳçĕсем пысăк хаклавпа пĕрле тата парнесене тивĕçнĕ.
 
: 346, Хаçат: 44 (1342), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: