Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак кунсенче 17-мĕш «Содружество» вулавăшра Ульяновск хулин шкулĕсенче чăваш чĕлхипе культурин кружокне е факультативне илсе пыракансен семинарĕ иртрĕ. Учительсем ачасемпе ĕçлемелли çĕнĕ тĕссемпе мелсем пирки калаçрĕç.
 
- Пирĕн вĕрентекенсем хушшинче нумай çул ĕçлекен, питĕ пуян опытлă педагогсем чылай. Вĕсен ĕçĕ – ыттисемшĕн курăмлă майпа вĕренмелли пособи тесе шутлатăп. Паянхи тĕлпулура эпир вĕсене итлесе малашнехи ĕçсене палăртăпăр, - терĕ семинар ĕçне уçса облаçри «Вĕренӳпе инноваци тытăмĕн центрĕн» наци кабинечĕн методисчĕ В.А. Архипова. – Юлашки вăхăтра тăван чĕлхене вĕрентес ĕçе çамрăксем хутшăнчĕç. Тĕслĕхрен, Карлински тата Луговой шкулĕсенче питĕ пултаруллă та хастар вĕрентӳçĕсем ĕçлеççĕ. УОЧНКА председателĕ Владимр Сваев каланă тăрăх, çитĕнекен ăрăва тăван культурăпа паллаштарасси, историе вĕрентесси чăвашлăха сыхласа хăварас ĕçре пысăк вырăн йышăнать.
-Эпир укçашăн мар, идеологишĕн ĕçлетпĕр. Юлашки çулсенче ачасене чăвашла вĕрентес ĕçре çитĕнӳсем ытлашши пулмасан та ĕçе пĕр тикĕс тытса пыратпăр. Ачасен шучĕ чакнă пулин те кружоксемпе факультативсен шучĕ сахалланман. Тĕслĕхрен, кăçал «Путене» конкурса 225 ача хутшăнчĕ. Çак пулăм учительсем тăрăшса ĕçленипе пулса пырать. Малашне те шанчăк сирте, - терĕ Владимир Сваев.
Луговойри шкулчченхи ушкăнăн воспитателĕ Юлия Владимировна Юркина пĕчĕккисене наци воспитанийĕ парас çĕрте ялти ача сачĕпе шкул еплерех çыхăнса ĕçлени тата ĕç мелĕсем пирки каласа пачĕ. Ача садĕнче ытларах вăйă, юрă-сăвă, ташă урлă чăвашла вĕренекен шăпăрлансем шкула кайсан пĕлӳ шайне самай ӳстереççĕ. Педагогăн сăмахне воспитанникĕсем – Ярославпа (2-мĕш класс) Артем (ача садне çӳрет) Юркинсем – çирĕплетсе чăваш чĕлхипе юрă юрласа, сăвă каласа пачĕç.
Ульяновскри 30-мĕш гимназире «Азбука орнамента» кружок илсе пыракан Галина Николаевна Прилучных унччен 21-мĕш шкулта епле ĕçлени тата хальхи пирки каласа пачĕ, сăнӳкерчĕксем кăтартрĕ.
Ирина Владимировна Мещанова нумай çул хулари 46-мĕш шкулта «Чăваш культури» кружок илсе пырать. Вырăс шкулĕнче чăваш ачисене тăван чĕлхене вĕрентме питĕ йывăр пулнине лайăх ăнланать вăл. Çавăнпа ĕçре тĕрлĕ мелсемпе усă курать.
-Кружок вăл - учителĕн шкул хыççăнхи ĕçĕ. Вĕренекенсемшĕн савăнăç - вĕрентекеншĕн ĕç. Ачасене интереслентерес тесе эпĕ занятисене тĕрлĕ çĕрте ирттеретĕп – музыка шкулĕнче е спорт залĕнче, урамра. Калаçу-и вăл пирĕн, юрă-ташă-и – веçех чăваш культурипе çыхăннă. Çак вăхăтра нумай ача кружок витĕр тухнă. Хальхи вăхăтра вара пĕр ачапа – Мария Ямщиковапа кăна мухтанма пултаратăп. Кашни çул эпир кружок ĕçĕн пĕтĕмлетĕвне тăватпăр. Унта ашшĕ-амăшне чĕнетпĕр. Курччăр, еплерех маттур вĕсем, чăваш тумне тăхăннă ачасем, - каласа пачĕ И.В. Мещанова.
Е.М. Краснована вĕрентӳ ĕçĕн ветеранĕ тесе çирĕппĕнех калама пулать. Вырăс чĕлхипе литературин учителĕ нумай çул 73-мĕш шкулта ачасене чăваш культурине явăçтарать, историне вĕрентет. Вăл уроксем хыççăнхи ĕçре ачасен пĕлӳ илессине епле ӳстернипе паллаштарчĕ. Малтан вара ĕçри йывăрлăхĕсене каласа пачĕ:
-Эпĕ аслă классемпе ĕçлетĕп. Ку вăхăтра ачасем хăйсен нацине пытарма тытăнчĕç. Малтанхи çулсенче 40-50-шар ача, 15-шер ашшĕ-амăшĕ чăваш кружокне çӳретчĕ. Мероприяти те нумай ирттернĕ. Пирĕн чăваш класĕ пуян, ĕçре мĕн кирлĕ, пурте пур – кĕнекесем, тĕрлĕ аппаратура. Анчах та чăвашла вĕрентме май çук. Кăçал кружока 12 ача çырăнчĕ. Вĕсене те пуçтарма питĕ йывăр, расписани улшăнсах тăрать, шкулта юсав ĕçĕсем пынипе класс çитмест. Кружок ĕçне миçе ача пырсан та ирттеретĕп. Тĕрлĕ интереслĕ кĕнеке нумай пулнипе ытларах вара эпир чăваш культурипе, историпе тата Чăваш Республикипе çыхăннă кĕнекесемпе ĕçлетпĕр, нумай çĕннине пĕлетпĕр, - каласа пачĕ педагог.
17-мĕш вулавăш ĕçченĕ Ольга Петровна Алькина К. Ивановăн вилĕмсĕр «Нарспи» поэмипе шкулта ачасемпе еплерех ĕçлемеллипе паллаштарчĕ, Ульяновск хулин вĕренӳ управленийĕн тĕп специалисчĕ, Çĕнĕ хулари чăваш культура центрĕн ертӳçи Лариса Анатольевна Васильева уроксем хыççăнхи ĕçре çĕнĕ мелсемпе тата технологисемпе еплерех усă курмаллине ăнлантарчĕ.
Л.Ф. Ярославская Майна районĕнчи Чӳ-рекелĕнчен ятарласа килсе çитнĕ. Унăн опычĕ пуян, ĕçĕ курăмлă. Чӳрекел шкул ачисен çыру ĕçĕсем педагог тăрăшнипе «Канаш» хаçатра пичетленсех тăраççĕ. Вĕсем облаçри, Чăваш Республикинчи, Раççейри тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ.
Семинар ĕçне вĕçленĕ май В.А. Архипова учительсене малашне ирртерме палăртнă мероприятисемпе паллаштарчĕ.
В.И.Сваев учительсене кашни çĕнĕ вĕренӳ çулне ачасемпе И.Я. Яковлев хваттер-музейĕ-нче пулса курнипе пуçлама, çакна йăлана кĕртме сĕнчĕ.
 
: 301, Хаçат: 44 (1342), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: