Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мария Хурасева Кăлаткăпуç районĕнчи Чăваш Кăлаткă ялĕнче 1931 çулхи акан (апрель) 6-мĕшĕнче çуралнă. Хĕрарăмăн ачалăхĕ вăрçă çулĕсемпе тӳр килнĕ.
 
Финн вăрçинче ашшĕне Совет çарне илнĕ. Анчах та унтан вăл хăвăрт таврăннă. Ку вăрçă нумаях пыман. Кайран – 1941-1945 çулхи Аслă вăрçă. Ашшĕне пĕрремĕш мобилизацирех фронта илеççĕ. Амăшĕ чирленĕ. Пĕрремĕш ушкăн инваличĕ пулнă. Упăшкинчен тăватă ачипе тăрса юлнă. 1942 çулта Марийăн аслă тетĕшĕ – Михаил Иванович – Тăван çĕршыва тăшмансенчен хӳтĕлеме тухса каять. Вăрçă хирĕнче салтака икĕ хутчен взрыв минретет. Ашшĕ вăрçа ăсаннă çул чи кĕçĕн ачи Ваçлей виçĕ çулта çеç юлнă.
Мария йывăр вăрçă çулĕсен пуçламăшĕ-нче вунă çулти хĕрача çеç пулнă. Çавăнпа та çемьере асли тăрса юлнăскере ĕçлеме нумай тивнĕ. Амăшне кил хушшинче пулăшмалла, мĕнпур йывăрлăхсене хăйĕн çине илмелле пулнă. Çемьере тăрăшнисĕр пуçне колхоза ĕçе тухнă. Вунпĕр çул тултарнă ача халтан кайиччен уйра ĕçленине шурă çӳçлĕ хисеплĕ кинеми паянхи пек астăвать.Малтан тулă анине çӳп-çапран çумланă, унтан тулă вырнă, çĕрулми пуçтарнă, ытти культурăсене ампара кĕртме пулăшнă. Çулла тантăшĕсемпе, ялти çулланнă çынсемпе, кĕçĕнрех ача-пăчапа утă та хатĕрленĕ. Пĕрер çултан, кăшт ӳсерех парсан, Маша сухаçăра тăрăшнă, дояркăна вырнаçнă.
Аслă вăрçă хыççăн 1954 çулта Мария килтен тухса кайнă. Куйбышев (паянхи Самар) чукун çулне тунă çĕрте вăй хунă. 1964 çулта ОРС (рабочисемпе тивĕçтерекен пая) ĕçлеме куçать. Каярах пурнăç ăна Украинăна илсе çитерет. Хĕр Харьковри вĕренӳ комбинатĕнче повăра вĕренет. Унтан Самар облаçĕнчи Сызрань районĕнчи Октябрьск хулинче ĕçне малалла тăсать: Куйбышев чукун çулне тăвакансен столовăйĕсенче ĕçлет.
1986 çулта тивĕçлĕ канăва каять. Ăçта вăй хурсан та Мария Ивановна ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлакан, тĕслĕхлĕ ĕçчен шутланнă. Мария Хурасеван вăрçă хыççăн тăван çĕршыва çĕкленĕ çĕрте тӳпи пысăк. Чăваш Кăлаткă хĕрарăмне панă пысăк наградăсем те («1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медаль, «1941 – 1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ 50 (60, 65) çул тултарни» юбилей медалĕсем, «Коммунизмла ĕç ударникĕ» кăкăр палли тата ыттисем) кун пиркиех калаççĕ. Мария Ивановна – социализмла ăмăрту çĕнтерӳçи, вăрçă ачи, Чăваш Кăлаткă ялăн хисеплĕ çынни.
 
Кăлаткăпуç районĕ.
 
: 262, Хаçат: 44 (1342), Категори: Вăрçă ачисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: